Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ывӑлӗпе (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӗпе мӑнукӗ, ялта пурӑнса кунашкал ӗҫсем ҫинчен ним шухӑшлама та пӗлменскерсем, хӑраса ӳкрӗҫ ав, калаҫайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул ҫинче пӗрре ывӑлӗпе юнашар пычӗ Сарри, тепре — мӑнукӗпе юнашар.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмаха Хусан вӑрҫи вӑхӑтӗнче те тытрӗ-ха вӑл, халь ак ватлӑхра инҫе ҫула ывӑлӗпе мӑнукӗсӗр тухас мар терӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Сарри киле таврӑннӑранпа кӗҫӗн ывӑлӗпе тата хӑй ӳстернӗ мӑнукӗпе йӗркеллӗ калаҫса та курманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ ывӑлӗ, Пикпулат, ҫухалмаллипех ҫухалчӗ ав, кӗҫӗн ывӑлӗпе мӑнукӗ ун чухлӗ ҫӗр тытаяс ҫук, вӗсем ҫӗр тытма ярлык та илеймен пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗпе Пинеҫ вӑрҫмаллипех вӑрҫнӑ пулмалла, Ахтупай икӗ кун киле те таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти мӑрсасем хӑйсен юлташне тем пек хӗрхенчӗҫ пулсан та, Тукай ывӑлӗпе этемле сыв пуллашассишӗн ҫунчӗҫ пулсан та вырӑнтан хускалмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла вӑл Нухратӑн виҫҫе кайнӑ ывӑлӗпе выляса йӑпанчӗ, каҫпа аяк пӗрчисем ыратакан пуличчен вырӑн ҫинче йӑваланчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн Сафаран ҫуралнӑ ывӑлӗпе ӗлӗк те чуна нумай ыраттарса пурӑнчӗ вӑл, халӗ ун мӑшкӑлне тӳсме ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна хӗрхенекенсен, вӗсене ывӑлӗпе иккӗшне ырӑ сунакансен йышӗ кунсеренех ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей пуринчен ытла Кебякпа Ислам княҫсемпе, Сиди улан ывӑлӗпе тата вун виҫӗ ҫул каярах пӑлхав вӑхӑтӗнче вӗлернӗ Шакуровсен тӑванӗсемпе ҫыхӑну тытать.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗпе ашшӗ те апат хушшинче тӗл пула пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ывӑлӗпе сӑмах та хушмарӗ, кӗлетре ҫывӑрса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Куҫӗсем ывӑлӗпе тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ывӑлӗпе ашшӗ хушшинчи хирӗҫӳ ҫак юлашки кунсенче самаях хӗрсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Халь ак ывӑлӗпе амӑшӗ сӑмах та тупаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Аслӑ ывӑлӗпе кине вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта тухса кайнӑччӗ; кӗҫӗнни вара темӗнле ҫар заводӗнче ӗҫлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Карчӑк ӗнтӗ ултӑ ывӑлӗпе аван пурӑннӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хрущев хушнипе пусарнӑ революцире венгр халӑхӗн 2652 ывӑлӗпе хӗрӗ вилнӗ.

Революция, подавленная по приказу Хрущёва, обошлась венгерскому народу в 2652 убитых гражданина.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Вӑл Питӗре кайса патшамӑра мукаҫей валли суха тӑвассине пӑрахӑҫлаттарма ыйтасшӑн, ун пирки Питӗрти пӗр штабра ҫыруҫӑра ларакан ывӑлӗпе ҫырусем ҫӳретет; Григорьев валли тӑкаклӑх ҫын пуҫӗнчен 50-шар пус ассигнаци укҫи пуҫтарнӑ тесе пӗлтернӗ Иванов.

И у него, мол, в штабе служит писарем сын, и Григорьев ведет с ним переписку. А на дорогу ему собрали с каждого дома по 50 копеек.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех