Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен сӑн-питӗнче хӑрани сисӗнмест.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ытлашши капӑрланасси мана питех те килӗшӳсӗр япала пек, чечен тумланас кӑмӑлӑма ҫынсенчен пытармалла пек туйӑнатчӗ; Володя вара мӗн май килнӗ таран лайӑхрах тумланмалла, ку питӗ кирлӗ тесе шутларӗ, эпӗ намӑс курасран хӑй хӑрани ҫинчен пӗр пытармасӑр каларӗ.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтан мана виҫҫӗмӗш пулас ӗмӗт татӑлни, унтан экзамена вуҫех параймасран хӑрани асаплантарчӗ, юлашкинчен ҫакӑн ҫумне тӗрӗсмарлӑха ӑнкарнин туйӑмӗ, кӑмӑл кӳренӗвӗ тата тивӗҫсӗртен мӑшкӑл тӳсни хутшӑнчӗ; кунсӑр пуҫне, хамӑн ӑнланусем тӑрӑх, профессор comme il faut шутӗнчи ҫын пулманшӑн эпӗ ӑна курайманни, — ҫакна эпӗ унӑн кӗске, ҫирӗп те ҫаврака чӗрнисем ҫине пӑхса пӗлтӗм, — ҫав туйӑмсене пушшех вӑйлатрӗ, йӳҫӗрех турӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗпӗр чухне тӑратӑн-тӑратӑн та кӗтесре, чӗркуҫҫипе ҫурӑм ыратма пуҫланине пула ирӗксӗрех: «Манчӗ ман ҫинчен Карл Иваныч; ҫемҫе кресло ҫинче ларма тата хӑйӗн гидростатикине вулама ӑна канлӗ пулмалла, — вӑт мана еплерех-ши?! — тесе шухӑшлатӑн, ху ҫинчен аса илтерес тесе, кӑмака питлӗхне ерипен уҫа-уҫа хупма е стена ҫумӗнчи штукатуркӑна чавалама пуҫлатӑн; анчах урайне ӑнсӑртран пысӑк катӑк шаплатса ӳксен вара, тӳрех калас, хӑрани те кирек мӗнле асапран ирттерет.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗрчун урнине пӗлмелли пӗрремӗш тата тӗп паллӑ — шывран хӑрани тесе шутлаканскер Ангелина Семёновна Мелике хӗсӗрлесех кунне вуншар стакан чей ӗҫтернӗ, виҫшер турилкке яшка ҫитернӗ.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Тӗлӗнни, хӑрани, шанманни, пӗлесшӗн пулни, ӗненни — пӗтӗмпех хутӑшса кайрӗ.Изумление, страх, недоверие, любопытство, надежда — все смешалось.
49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Петька сӑнӗ ҫинче вӑл мӑнкӑмӑлланни те, хӑрани те палӑрать.
32 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑрани иртсе кайнӑран пулас, халӗ ӗнтӗ ӑна ҫӑмӑлтарах пек туйӑнчӗ.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
…Хӑрани иртсе кайнӑ хыҫҫӑн тӑна кӗрсен, Дэвидпа Адольф, пӗр-пӗрне куҫран пӑхма вӑтанса, хӑйсен «штабне» хӑракаласа кӗрсе пӑхрӗҫ.…Опомнившись от страха, Адольф и Дэвид не очень решительно заглянули в свой «боевой штаб».
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн кулӑпа ялкӑшакан куҫӗсенче пӑртакках хӑрани, хӑй алхаснине кура савӑнни палӑрать.
Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн тунсӑхлани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫакӑнта вара шӑпах Чочой мӗнрен хӑрани пулса иртрӗ.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Стеклов сӗтел патне куҫса ларать, анчах унӑн яланах лӑпкӑ пулнӑ сӑнӗ ҫинче вӑл хӑрани палӑрать: епле туса пырӗ-ха вӑл хӑйне хушнине?Стеклов перебирается к столу, и на его всегда спокойном лице испуг: как-то он справится?
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑрани мар, ҫиленни мар — калама та ҫук тӗлӗнсе кайни палӑрчӗ унӑн сӑн-питӗнче.Не испуг, не злость — величайшее недоумение отразилось на его лице.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Колхозниксен хаяр сӑмахӗсене итленипе хӑрани майӗпен иртсе кайма пуҫларӗ унӑн, анчах курайманлӑхӗ ӳссех пычӗ.Страх, вызванный гневными словами колхозников, постепенно проходил, но злоба росла.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ӑна курсан, Ильсеярӑн хӑрани те, иккӗленни те самантрах иртсе кайрӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах, старик кам иккенне пӗлесшӗн пулса, вӑл хӑрани ҫинчен манса кайрӗ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хуларан тухсан, хӑрани иртме пуҫларӗ Барабан та хӑй уттипе кайрӗ, ҫул та курӑнарах пара пуҫларӗ; Ильич ҫӗлӗкне хывса укҫине хыпашласа пӑхрӗ.
IХ // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вилӗн кӑвакарнӑ пичӗ ҫинче хӑрани тата вӑйсӑр вӗчӗ пулни палӑрса тӑрать.На позеленевшем лице так и застыло выражение ужаса и бессильной ярости.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Пурнӑҫра хам мӗнрен хӑрани пулса тӑчӗ.
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗррехинче, госпитальте чух, Саша ӑна куҫӗсене ҫухатасран питӗ хӑрани ҫинчен каласа панӑччӗ.
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.