Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хулан (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулан сылтӑм енчи сӑртлӑхсен айккисенче шӗвӗ тӗтре пухӑннӑ, малтанлӑха унта тинӗс майлӑ туйӑнса каять, сӑртлӑхсен тӑррисем — тинӗсри утравсем пек.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Таҫта, ытла та пуҫтаххӑн, сиктерчӗклӗн чака-ка-ка-ка-как чакаклатса, чакӑлтатса, хулан кӗр-кӗр-кӗр, нӑй-нӑй-нӑй шавне-сӗрлевне, чакак «сӑнӑланса тирӗнет, ҫӗҫӗленсе ваклать».

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Здорово! — хулан машина сассиллӗ шӑв-шавне хӑйӗн хӑйӑрлӑ чул сассипе касӑнса кӗрсе, тутине елпӗрсе, ҫурӑмран пак! паклаттарчӗ Аркадие Альберт.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ҫак хулан хӑни ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каҫса ҫитнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк хулан пӗр евӗрлӗ сӗрлевне пуртта лаптак хӑйрапа вӑрӑммӑн хӑйраса илнӗ пек сасӑ касӑнса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк инҫех те мар, Чулхула ячӗллӗ урам енчен, кӗтесри ҫурт хыҫӗнчен, хулан шав пӗр пек вӑшӑл-вӑшӑл сӗрлевне темле хӗрарӑмӑн илес-милес хурлӑ-ӳпкевлӗ кӑшкӑравӗ хупласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хулан тепӗр депутачӗ Сергей Пушкин хулан хӗвеланӑҫ микрорайонӗнчен М-7 автотрассӑна тухмалли вырӑна светофор вырнаҫтарассине пӑхса тухма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинчех хӑйӗн ем-ешӗл бульварӗсемпе, тӑхӑршар хутлӑ ҫурчӗсемпе, шкулӗсемпе, кинотеатрӗпе тата ытти ҫурт-йӗрӗсемпе Атӑлӑн ҫыранӗ тӑрӑх тӑсӑлса кайнӑ хулан ку чухнехи капӑрлӑхне пиншер туристсем асӑрхамасӑрах ирте-ирте каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫавна пула Республикӑри ача-пӑча клиника больницине тата Хулан 1-мӗш клиника больницине хальхи вӑхӑтри пысӑк технологиллӗ оборудованисемпе пуянлатнӑ, черетре - Республикӑри кардиодиспансер.

Благодаря этому современным оборудованием были оснащены Республиканская детская клиническая больница и Городская клиническая больница № 1, на очереди – Республиканский кардиодиспансер.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пӗррехинче ӑна пулас хулан планне пысӑклатса ӳкерме хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫапах хулан тӗп урамне халӑх тухса тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Баймашкинӑн хваттерӗ хулан тӗп урамӗнче — пӗр пӳлӗмлӗ, уйрӑм кухньӑллӑ, ваннӑллӑ хваттер.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Гараж та, ҫамрӑк хулан пӗртен-пӗр урамӗ те хыҫа тӑрса юлчӗҫ, самосвал, хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пырса, ҫул ҫине сиккелесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи тата тӗп пасарти, аш-какайпа ытти ҫимӗҫе тӗрӗслесе тӑракан ҫӗнӗ лабораторисем уҫнӑ, вӗсенче хулана республика тулашӗнчен кӳрсе килекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине радиаци тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармасӑр сутма юраманнине, хулари предприятисенче экспорт енӗпе ӑсатакан выльӑх-чӗрлӗх продукципе чӗртаварне тӗрӗслессине йӗркеленӗ, ветеринари службине ҫӗнӗ кадрсемпе ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Озеровсем хулан тӗп урамне тухрӗҫ те, сылтӑмалла пӑрӑнса, анаталла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ кашни кунах ирхине хулан аслӑ урамӗнче Исакова тӗл пулатӑп.

Каждый день утром я встречаю Исакова на главной улице города.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пасар хулан анат урамӗнче, лавккасемпе ҫырма ху шинчи анлӑ лаптӑкра, йӑшӑлтатать-ҫӑрӑлать, кӑшкӑрать, юрлать, кӗҫенет, макӑрать, ӗнӗрлет, вӑрҫать, чӗнет, хӑвалать, кулать, кӑтиклет, какалать…

Базар раскинулся на широкой площади в конце нижней улицы города, между речкой и длинным рядом лавок, и гогочет, и шумит, кричит и поет, смеется и плачет, гонит и зовет…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пирӗнпе кӳршӗллӗ вӑйлӑ вырӑс патшалӑхне тытса тӑракан ӗмпӳ! — терӗ вӑл самаях хулан сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хулан авалхи пайӗ шутланать-мӗн, хӑйӗн историйӗпе пурне те тыткӑнлать.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ регионта - хӑнара // Юлиана БОГАТЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10974 ... ta-kh-nara

Хулан 108-мӗш ҫуралнӑ кунне уявланӑ май янӑ салют вӑхӑтӗнче Кызылра пӗр пайӗ тӳпенелле мар, хула ҫыннисен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ.

Во время салюта в честь 108-го Дня города в Кызыле часть залпов полетела не в небо, а в толпу горожан.

Кызылта фейерверк ҫынсен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32877.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех