Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хирӗҫле сăмах пирĕн базăра пур.
Хирӗҫле (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вакуна хирӗҫле, платформа урлӑ тепӗр енче, икӗ «ГАЗ-51» «тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртатса, пуҫӗсене ухкаласа тӑраҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хирӗҫле ретри хӗрачасем хушшинче йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫӑлтӑрланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр зажигалкине сӳнтерчӗ, вара, ҫыран хӗрринчи вӗтӗ чулсене пӑнчӑлт-пӑнчӑлт ӳкерсе, пӗр урипе хӑй тӑракан ҫӗртен вирлӗн каялла тапса ячӗ те хирӗҫле ҫырана тӳп! сиксе каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах нимӗнле хирӗҫле хурав та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр-пӗринпе уҫӑмсӑррӑн, чӑмла-чӑмла сӑмах ҫӑркаласа, урисене пӑтавкка ҫыхса янӑ пек йывӑррӑн куҫаркаласа, енчен енне сулӑнкаласа, ҫынна сывлама та памасӑр антӑхтарса яракан, пӳлентерсе лартакан хирӗҫле вӗрекен ҫиле ҫӗне-ҫӗне, ҫак санлӑ, маяксӑр-мӗнсӗр ҫулпа сӗтӗрӗнчӗ те ӗнтӗ кӑлӑх чипер ӳсӗрӗлнӗ, самаях минренӗ мӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Концептуаллӑ ҫаврӑнӑҫулӑх вара, хирӗҫле — рационализмӑн тӗп паллисенчен пӗри — ҫын япала ҫине урӑх куҫпа пӑхма пултарнине тата хӑйӗн йӑнӑшне йышӑнса тӳрлетме пултарнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Мӗншӗн ҫын хӑйӗн шухӑшне улӑштарасшӑн мар, хирӗҫле ҫирӗплетӳсем ҫителӗклӗ пулсан та:

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Суту-илӳ балансӗ тӗлӗшпе йӗркеленнӗ сальдо - хирӗҫле, АПШн - 142,7 млн долларне ҫити анса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Коммунистсен партийӗ хӑйӗн членӗсем умне ҫакӑн пек задача лартрӗ; ӗҫсӗр ҫынсем йышланса пыни промышленноҫри мӗнпур отраҫлӗсем, вӑрҫӑ хатӗрӗсем тӑвакан промышленнӑҫсӑр пуҫне пурте, вӑйсӑрланса юлнинчен килнине, Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухмалли хӗҫпӑшалсене халӑх шучӗпе кӑларнине, ку халӑх интересӗсене хирӗҫле тунӑ ӗҫ пулнине ӑнлантарса памалла.

Коммунистическая партия поставила перед своими членами задачу: разъяснять массам, что рост безработицы — это следствие прежде всего упадка всех отраслей промышленности, кроме военной, что гонка вооружений для антисоветской войны ведется за счет народа и направлена против его интересов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мал енче пӗри хирӗҫле ҫаврӑнса пӗшкӗннӗ пӗрремӗш ҫыннин пуҫне тытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Манӑн вырӑнӑм хамӑн кӑмӑлӑма хирӗҫле чиркӳ хорӗнче пулнӑ пекех, унӑн вырӑнӗ — хупахра.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Эпир час-часах идейӑсем ҫинчен сӑмах ваклатпӑр, хамӑрӑн хӑтланусем вара час-часах ҫав идейӑсене хирӗҫле пулса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫавнашкал, калассине каласа ҫитереймен, шухӑш тӗлӗшӗнчен тӗвӗленсе ҫитмен вырӑнсем, роман аталанӑвӗн калӑпне шӑнӑҫтарса ҫитереймен сӑнарсем, пулӑмсем, чӑнлӑха хирӗҫле пыракан ситуацисем чылай тӗлте тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ун сӑнарӗпе Мранькка революционер-ленинец сӑнарӗн тӗп паллисене пӗтӗмлетсе пама уйлани — йӑнӑш, историлле чӑнлӑха куҫ кӗретех хирӗҫле пыракан япала, пролетарилле революционерсен ӗмӗр-ӗмӗр хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗ-хӗлӗпе сӑнарӗсене профанацилени пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗншӗн-ха роман авторӗ ӑна иккӗмӗш кӗнекере айванла, унӑн кӑмӑлӗн уйрӑмлӑхӗсене хирӗҫле ӗҫсем тутарать?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан — тӳрӗ ҫын, анчах унӑн тӳрӗлӗхӗ хӑйне хирӗҫле пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ҫитет, халь те нумай улталанӑ пире! — илтӗне пуҫларӗҫ хирӗҫле сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Касмухха майлисем, харӑс кӑшкӑрса, хирӗҫле сасӑсене путарса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— План кирли ҫинчен малтанах пӗлмен ваккат — мӗн ваккачӗ вӑл! — илтӗне пуҫларӗҫ Касмуххана хирӗҫле сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Телей, телей… Ку сӑмах хӑлхана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ ӗнтӗ!» — каллех хирӗҫле хуравлас шухӑш пырса кӗнӗчче Микулана, анчах ашшӗ салхулланнине сиссе, чӗлхи ҫине килнӗ сӑмахсене ҫӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех