Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ура сăмах пирĕн базăра пур.
Ура (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Альбертӑн паян ураран ура аран иртет.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ура салтса, чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе, кармашкаласа, пӗр чечекне татрӑм-татрӑмах, вара хамӑр урапа патне пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне манӑн урана пӑхрӗ, ҫавӑркаларӗ, ура сыппине хутлатса илчӗ, вара сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр каҫхине Янтул ыйхӑ тӗлӗшпе кӑшкӑрса пӗтӗм урама ура ҫине тӑратрӗ пулмалла.

В одну из ночей Яндул перепугал весь дом.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урама юлнисем ура ҫинче тӑрсах чӗлӗм туртрӗҫ, унтан ҫывӑхри пир каски ҫине ларчӗҫ кӑна — Михапар курӑнчӗ.

гости успели выкурить по трубке и уже собирались присесть на валявшийся неподалеку чурбан, как в дверях показался Михабар.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав хушӑра Анахвӑр ура ҫине ҫӗкленчӗ, кӗпи-тумтирне вӑшт-вашт хывса печӗ, урине салтрӗ те, ҫаппа-ҫарамасскер, хӗвелтухӑҫнелле тилмӗрсе пӑхса, тем пӑшӑлтатрӗ, ҫапла-ҫапла тенӗ пек, пуҫне сула-сула илчӗ.

Анахвер резко поднялся, порывисто сбросил с себя одежду, разулся, совершенно голый повернулся на восток и снова забормотал, часто кивая головой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашкӑр вӗсене курсан капкӑна ҫӗклесе ура ҫине тӑма хӑтланать, асав шӑлӗсене кӑтартса йытӑ пек хӑрлатса илет, анчах ури ыратнипе каялла тӗшӗрӗлет.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ура суранӗ хытӑрах ыратрӗ-тӗр, ҫавӑнпа кашкӑр ҫури патака пӑрахса ыратнине чӑтаймасӑр малти сулахай урине ҫӗклесе нӑйкӑшма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем калаҫнӑ хушӑра Пинеҫ ун аманнӑ урипе аппаланчӗ — сӑтӑрчӗ; турткаларӗ, темле курӑк хурса ҫыхрӗ, унтан ура ҫине тӑма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ура хырӑмне амантрӗҫ-ха ҫавсем, — терӗ Романов, сылтӑм ури ҫинчи ҫыхха тӳрлетсе.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сылтӑм урипе ҫав тунката ҫине ӳкнипе ура тупанне вӑл хыт амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сылтӑм стена хӗрринче — икӗ картлашкаллӑ тӳпем, ун айне тигр тирӗсен урисемпе пуҫне ҫакса хунӑ, краватьрен ыйхӑллӑн ӑнтӑлакан ура тирӗн кӑтӑклакан ӑшшине лекрӗ ахӑр.

У правой стены, на возвышении с двумя ступенями, по которым свешивались лапы и головы тигровых шкур, маленькая нога, сонно устремляющаяся с кровати, попадала в щекочущую теплоту меха.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Салтакӑн сӑн-сӑпачӗ мана салхуллӑ пек туйӑнчӗ, вӑл лутӑрканса пӗтнӗ шинел тӑхӑннӑ, шинелӗ ҫинче кӑкӑрӗ умӗнче георгиевски хӗрес пур, унӑн сылтӑм ури вырӑнне йывӑҫ ура лартнӑ.

как мне показалось, угрюмое лицо солдата, серую измятую шинель с георгиевским крестиком и грубую деревяшку, приделанную к правой ноге.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Выҫса ҫитнипе ураран ура аран иртет.

От голода еле передвигали ноги.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Коля тата малалла каясшӑнччӗ, анчах сасартӑк ӳплерен паҫӑрхинчен кӑшт пӗчӗкрех тепӗр мӑшӑр ура тӑсӑлса тухнине асӑрхарӗ, ҫав урасем хыҫҫӑн Рассолов ывӑлӗ — Кольӑпа туслӑ пурӑнакан, унпа час-часах кӗрешмелле вылякан Витя хӑй курӑнса кайрӗ.

Коля хотел было отправиться дальше, но вдруг увидел, что из шалаша вылезла еще одна пара босых ног, поменьше, и вслед за ними появился заспанный Витя, сын Рассолова, друг и соперник Коли.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эпӗ ӑна тав тӑвас тесе ун ури патне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах император мана ура ҫине тӑма хушрӗ.

В знак благодарности я пал ниц к ногам его величества, но император велел мне встать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ура шыв тӗпне ҫитмест-ши тесе, эпӗ урана темиҫе хут та шыв тӗпне ярса пӑхрӑм.

Несколько раз я пытался нащупать дно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем урасене мал енчен чӗркуҫҫирен пуҫласа ура пичӗ таран витсе тӑнӑ.

Они закрывали переднюю часть ноги от колена до лодыжки.

Панцырь // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Урасем чӗркуҫҫирен аялалла та хӳтӗленмесӗр ан юлччӗр тесе, тиртен е бронзӑран ура ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса тӑракан япаласем тунӑ.

Чтобы ноги ниже колен не оставались без защиты, придумали поножи — кожаные или бронзовые пластинки, выгнутые по ноге (отсюда и название: по ноге — поножи).

Панцырь // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Каллех чӳрече ҫине чалӑшшӑн пӑхса, урамра ура сассисем ҫук-и, тесе, итленӗ те вӑл географи кӗнекинчен ҫурса кӑларнӑ Европӑн пӗчӗк карттине ещӗкрен туртса кӑларнӑ.

Снова покосившись на окно и прислушавшись, не слышно ли шагов на улице, он достал из ящика маленькую карту Европы, вырванную из учебника географии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех