Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗрин (тĕпĕ: пӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн пуянлӑхӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне михӗрен кӑларса, вӑл кашни япалин ятне каларӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунта самолетсем хӑпарнине тата вӗҫсе аннине, пассажирсем — формӑллӑ карттуссем тӑхӑннӑ хӗрсем ертсе пынипе — пӗрин хыҫҫӑн тепри утса самолет трапӗсем патнелле пынине е аэропорт патнелле ҫывхарнине пӑхса тӑма май пур.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Арсентий Павлович Соколов — лабораторисенчен пӗрин начальникӗ, — ӑнлантарса парать вӑл телефонпа пулса иртнӗ кӗске калаҫӑва ҫав тери тимлӗн итлесе ларнӑ Завьялова.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах шанчӑксем пӗрин хыҫҫӑн тепри пӗтсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр темиҫе минутран вӑл тин ҫеҫ туса пӗтернӗ ҫуртсенчен пӗрин умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗрин арӑмӗ курорта кайнӑ, тет те, вӑл хӑйӗн юлташӗпе тавлашса ларать, тет: арӑмӗ лере, курортра, ӑна улталать-и, ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫулланса пӗтнӗ кӑвак комбинезонсем тӑхӑннӑ механиксем тӑрӑшсах моторсене палӑрми тума йывӑҫ тураттисемпе витнӗ, нумай хутчен иртнӗ курӑклӑ ҫул-йӗрӗпе бензозаправщик упаленсе пынӑ, тепри самолетсенчен пӗрин патӗнче тӑнӑ, ҫӗлен евӗрлӗ шланг унӑн ҫунатти тӑрӑх тӑсӑлса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьяловсен штурмовиксен аэродромне, транспорт машини пымалли ҫӗре ӗнтӗ, ҫав ҫулсенчен пӗрин тӑрӑх каймалла пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак сӑмахсемпе Коростылева тӑчӗ те пӳлӗмри шкапсенчен пӗрин патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Курак матки тек калаҫса тӑмарӗ, тӗпеле икӗ тӳшек (пӗрин ҫине теприне) сарчӗ те качака сӗтне пӗр курка ӗҫрӗ, вара вырӑн ҫине хӑпарса выртрӗ, пӗр-ик минутранах ҫывӑрса кайрӗ, хыттӑн харлаттарма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах пӗрин те вунӑ сӑмахран ытла калама юрамасть.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ытти ҫырмасенче курӑк ӳстерес, вӗсене вара е ҫулса илес, е майӗпен-майӗпен, пӗрин хыҫҫӑн теприне, кӗтӳ кӗртсе пырас, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗрин куҫӗ умӗнче — тураткуҫҫи, теприн — кӗнеке.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович кӗнекесене пӗрин хыҫҫӑн теприне васкамасӑр тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл иккӗмӗш ҫул иртет ӗнтӗ, вӑл Раҫҫей территорийӗнче пурӑнакан 193 национальноҫран пӗрин йӑли-йӗркине тата культурине ҫутатакан видеороликсем пулса тӑрать, Национальноҫсен ӗҫӗпе федераци агентстви пӗлтерет.

Он проходит уже второй год и представляет собой видеоролики, в каждом из которых освещают традиции и культуру одной из 193 национальностей, проживающих на территории России, передает Федеральное агентство по делам национальностей.

Раҫҫейре "Национальность.ги" проектӑн иккӗмӗш сезонӗ пуҫланнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3413137

Олег Николаев вӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе пӗлтӗр те ыйтусем пулнине аса илтернӗ май кӑҫал мӗншӗн ӑна шаннипе кӑсӑкланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Кӗҫнерникун строительсене професси уявӗ ячӗпе саламламашкӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залне пухнӑ май ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, отрасль министрӗ Павел Данилов наградӑсене тивӗҫнисене пӗрин хыҫҫӑн теприне сцена ҫине чӗнчӗҫ те — ирӗксӗрех шухӑш ҫуралчӗ: пирӗн стройкӑсем хӗрарӑм сӑнлӑ иккен — награда илме тухакансем те, авӑ, шӑкӑрин хӗрарӑм…

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ача пахчисенчен пӗрин заведующийӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Возбуждено уголовное дело по отношению заведующей одного из детских садов Батыревского муниципального округа.

Заведующие айӑпласшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35663.html

Пассажир банксенчен пӗрин карттипе татӑлнӑ.

Пассажир расплатился картой одного из банков.

Маршруткӑра улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35542.html

Икӗ телейсӗр чун пӗр пӗрин ытамне туртӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех