Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешсем сăмах пирĕн базăра пур.
Лешсем (тĕпĕ: лешсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешсем парнеленӗ апата пӗр-пӗринпе тӳпелешсе пайлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтаксене ҫар ӗҫне вӗрентес вырӑнне кунӗ-кунӗпе вӑрман кастарнӑ, лешсем хӑйсем ҫинче пӗренесем сӗтӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешсем сӑмса юхтарсах пӑрлантарнӑ кӗрт ҫинчен пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ярӑнаҫҫӗ хулӑн хытӑ хутпалан.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Кӗтмен ҫӗртен йытӑ вӗрсе янипе, ҫула картласа хунипе лешсем ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа кӗпер пуҫӗнчен тӳрех шыва чӑмрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Лешсем, шапана ҫаврӑннӑскерсем, сиксе тухаҫҫӗ те хӗр пулса тӑраҫҫӗ, ирӗке кӑларнӑран шутсӑр хӗпӗртенӗскерсем ашшӗне ыталаса чуптӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫук, ӳкӗте кӗртеймест вӑл ашшӗпе амӑшне, лешсем илтесшӗн те мар хӗрӗн сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Лешсем аптраса тӑракансем хирӗҫ пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хунарҫӑ лешсем пек хӑйшӗн ҫеҫ ӑшталанмасть — акӑ мӗнре этем хакӗ, — шеллес кӑмӑл чунне хӗстернӗрен Пӗчӗк принц ассӑн сывласа илчӗ.

Может быть, потому, что он думает не только о себе». Маленький принц вздохнул.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Лешсем пурте: королӗ те, суя чапшӑн пуҫне минретекенни те, ӗҫкӗҫӗ те, ӗҫлӗ ҫынни те — ҫав тӳрӗ чунлӑ хунарҫӑран йӗрӗнӗччӗҫ.

— Вот человек, которого все стали бы презирать — и король, и честолюбец, и пьяница, и делец.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Оля сиксе тӑнӑ, анчах следователь сӗтеле чышкипе ҫапнӑ, Ольӑна ларма хушнӑ, ун хыҫҫӑн вара вӑрӑм документ вуласа пама тытӑннӑ, ҫав документ тӑрӑх, акӑ мӗн пулса тухнӑ: Арсентий Павлович Соколов, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта хӑйӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванне вӑл халӑх тӑшманӗ пулнӑшӑн суд тунине пытарса пурӑннӑскер, хӑй ют ҫӗршыв агенчӗ пулса тӑрать, ӑна вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех лешсем хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, халӗ, хӑйӗн хуҫисем хушнине пурнӑҫласа, юрӑхсӑр ҫӗнӗ топливо хатӗрленӗ, ҫав топливӑпа усӑ курнипе куҫ кӗретех катастрофа пулмалла пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан вара, авлансан, текех туссем юлмарӗҫ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен арӑмӗ унӑн тусӗсене юратмастчӗ, лешсем те ун арӑмне кӑмӑлламастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лешсем каллех Якура сырӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешсем часах кӗпӗр! пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса ачисене тӑрантрӗ, лешсем тутлӑн ҫывӑрса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешсем шикленчӗҫ пулас, текех ҫулӑхма шутламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ҫав хушӑрах пилӗк тенкӗлӗх укҫана банкнотсемпе улӑштарасси ҫинчен сӑмах пымаҫ – лешсем те, ыттисем те пӗр тан пулӗҫ.

При этом речь о замене пятирублевых монет банкнотами не идет – и те, и другие будут в обороте на равных.

Пушкӑртстанра пилӗк тенкӗлӗх ҫӗнӗ купюрӑсем ҫаврӑнӑша кӗнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2023-0 ... -n-3410381

Чирлӗ ҫынсем юмӑҫсем патне ҫӳренӗ, лешсем вӗсене вӗрсе-ҫурса «сипленӗ», хӑйсем вара чӑн-чӑн медицина науки ҫинчен нимӗн, те чухламан.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ача-пӑчасем хӑранипе ним те калайман, ашшӗ-амӑшӗсем вӗсене ыталасан, лешсем макӑрса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Лешсем калаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Лешсем карӗҫӗ тит те, чӑнах та ҫук тит, пӗре анчах тит.

Те пошли — и вправду нет, лишь одна лошадь стоит.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех