Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ирпе (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кантрана тем чул явсан та вӗҫӗ пулать тенӗ пек, Ивана та пӗр ирпе чӗнет пуҫлӑх колхоза.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Ирпе ирех мӑнастиртен тухса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ирпе, каҫпа кустӑрма айӗнчен тусан хӑпармасть.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ыран ирпе каялла ҫитетпӗр, — хӗрарӑм куҫӗнчен тӳп-тӳррӗн пӑхрӗ Борис.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ыран ирпе пристаньре тӗл пулӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ах, хӗрӗм, ҫав ӗнтӗ пирӗн, ват ҫынсен, сывлӑхӗ, улшӑнса тӑракан кӗрхи ҫанталӑк пекех, ирпе лайӑх та, каҫчен тем пулать:

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӗнер ирпе кӑна курнӑччӗ эпӗ ӑна, чиперехчӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ сана чармастӑп, тархасшӑн… ыран ирпе кайма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗнле пурӑнатӑр, ачасем? — тенӗ Орлова хӑй вӗрентекен ачасене, ирпе класа пырсан.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ирпе вара Вӑрмар ялӗ тӑрӑх «МТСа ҫаратнӑ» текен хыпар сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫаран ҫулнӑ вӑхӑтра ял кӗтӗвне ирпе ирех хӑвалатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ирпе ирех Микулапа арӑмӗ сарлака сак ҫинче калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирпе Микула ӑна ӑсатма пычӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Паян ирпе пирӗн яла икӗ лав килсе кӗнӗ, — пуҫларӗ вӑл хӑй сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑнтӑрлапа, ӗнерхи пекех пахчасем урлӑ, Сергей Петӗр тетӗшӗ патне кайрӗ, ӑна паян ирпе килте мӗн-мӗн пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ара-ҫке, ӗнер ирпе пирӗн пата леш Ехремӗн кӑтра Уҫӑпӗпе Настаҫ ывӑлӗ Павӑл пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юнкун ирпе ирех Вӑрнар урамӗсем талккӑшӗпех каток евӗр ҫуталма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Хӗрсен харсӑр аллисенче ирпе ирех пуҫласа тӗттӗм пуличченех ҫутӑ ҫурласем вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра ун хӗрринче яланах шывра чӑмпӑлтатакан ачасен хаваслӑ сассисем илтӗнсе тӑратчӗҫ, ирпе ирех тата каҫсерен пулӑ тытма юратакансем ҫыран хӗрринче унта та кунта курӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Ирхине вӑрманта Ухтивана пӗрре курсах вал канӑҫлӑхне ҫухатрӗ, пымалла мар ҫӗртенех утара ыран ирпе тепре пыма пулчӗ.

Накануне, увидев единственный раз Ухтивана, она сразу потеряла покой, сама напросилась прийти снова к отцу на пасеку, хотя и не было в том нужды.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех