Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дрибб (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман йӑла-йӗркипе кӑнтӑр кунӗнче хӑнана ҫӳремеҫҫӗ, ҫавӑнпа та Тарт кӑштах именет; алӑкран пӑшал кӳпчекӗпе тӳнклеттерсенех Дрибб тухса тӑчӗ: сарӑ шӑлӗсене йӗрнӗ, ку — вӑл кулнине пӗлтерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Киммине хӑйӑр ҫине хӑрушла сулӑмпа кӑларса персе Тарт Дрибб килӗ енне утрӗ.Выбросив лодку на песок ужасным швырком, Тарт подошел к дому Дрибба.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Йыттине кимӗ ҫине лартрӗ те Тарт Дрибб патне кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Ӑнланмаллах мар тунсӑхӗпе кӑштах кӑсӑкланса, хумханса ӳкнӗ Тарт, хӑйне ыттисенчен уйрӑмрах тесе шухӑшлаканскер, мӗншӗн тесен вӑтӑр утӑмран мӑйӑра тӗп-тӗл лектереет — хӑйӗн пӗлӗшӗсене пурне те черетпе шӗкӗлчесе тухрӗ, ҫапах та — тивӗҫлипех шанмалли Дрибб ҫеҫ юлчӗ; усламҫӑ хаҫат вулама пӗлнине тата куҫлӑхпа — вӗреннӗ ҫынсен япалипе — ҫӳренине умне кӑларса тӑратсан Тарт хӑйне ҫӑмӑлрах туйма тытӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Дрибб Адара шывӗпе анатарах пӗчӗк ялта, халӗ Тарт тӑракан вырӑнтан пилӗк ҫухрӑмра, пурӑнать.Дрибб жил в деревушке по течению Адары ниже того места, где находился Тарт, верст пять.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.