Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем валли «Раҫҫей ачисем» ятлӑ шкул лагерӗ йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тахҫантанпах кӗтнӗ ҫу ҫитни мӗн тери телей... // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ey-3797514

Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулти «Алые паруса» отрядри ачасем Тамара Серафимовна Федотова ертсе пынипе уҫӑ сывлӑшра интереслӗ вӑйӑсене аса илсе, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та активлӑ ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем уҫӑ сывлӑшра интереслӗ вӑйӑсене аса илсе, вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та активлӑ ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... rn-3805016

Ачасем Пишпӳлекри парксемпе ҫӑлкуҫсенче ҫаплах йӗрке кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫтарнӑ ҫӗрте мар, ҫӳп-ҫап тӑкман ҫӗрте таса // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... sa-3805012

Ачасем валли викторина ирттернӗ: «Пӗл, пултар, сыхла!» унӑн чи активлӑ хутшӑнаканӗсем призсем илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уфа шкулӗсенчен пӗринче ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх тематика смени уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -n-3804691

Ҫакӑн пек лагерьсем хулан тӗрлӗ районӗсенче «Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцине пула уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уфа шкулӗсенчен пӗринче ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх тематика смени уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -n-3804691

158-мӗш гимназире шкул ҫумӗнчи лагерь ӗҫлет, унта ачасем ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче «Ҫул-йӗр юхӑмӗн Азбуки» программа шайӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уфа шкулӗсенчен пӗринче ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх тематика смени уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -n-3804691

Ачасем валли илӗртӳллӗ вӑйӑсем, аттракционсем питӗ нумай ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр! кӗрлерӗ Акатуй // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... uy-3803699

Ачасем «Хаваслӑ волейбол», «Музыка шарӗ», «Матрешка» , «Пусмӑрҫӑсем» тата ытти шӳтлӗ конкурссене, вӑйӑ-ӑмӑртусене хавасланса хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗ клубӗнче сывлӑш шарӗн уявне ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... rn-3800644

Ачасем хӑйсен юратнӑ сывлӑш шарикӗсем ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлнӗ: «Мӗншӗн шарик вӗҫет», «Мӗншӗн ҫӑмӑл вӑл», «Сывлӑш шарикӗ ҫинче ларма юрать-и».

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗ клубӗнче сывлӑш шарӗн уявне ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... rn-3800644

Ачасем интересленсе итленӗ, ыйтусем панӑ.

Куҫарса пулӑш

"Крепость" отряд ачисем пушар чаҫӗнче экскурсире пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3806266

Ачасем илемлӗ те оригиналлӑ номерсем хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Алло, эпир талантсене шыратпӑр! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... -r-3806281

Унтан ачасем Пушкин произведенийӗсене вулакансен конкурсне хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулта А.С. Пушкин 225 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3807425

Ачасем ҫапла шут тытнӑ: Тӑван ҫӗршыва юратни — кашни ҫыншӑн чи пӗлтерӗшлӗ туйӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗ клубӗнче Раҫҫей кунне паллӑ тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3808415

Ачасем уяв историне пӗлнӗ, «Тӑван ҫӗршыв» сӑмаха мӗнле ӑнланни ҫинчен шухӑшланӑ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗ клубӗнче Раҫҫей кунне паллӑ тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3808415

«Ачасем черетпе килсе ҫӳреҫҫӗ. Кӳршӗм Ольга Зайнетдинова та кунне темиҫе хут кӗрсе, халӑма пӗлсе тухать», — тет Елена Федотовна.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ калаҫӑва мӗн ҫитӗ?! // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cava-mn-it

Ҫавӑн чухлӗ вӗренекенсем хушшинче тӗрлӗ йӑр-япӑш ачасем те пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

Хӑйне пӗр шеллемесӗрех Украинӑри ачасем патне вӗceне кирлӗ япалисене часрах илсе ҫитерсе пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Мухтанас та, савӑнас та килет ял ҫыннисемпе! // Тамара Соловьева. https://avangard-21.ru/gazeta/50352-mukh ... cynnisempe

Патӑрьелӗнчен Украинӑна ачасем патне кирлӗ япаласем илсе кайса паракан волонтëрсем пур иккене пурте пӗлеҫҫӗ ха, ҫaвсемпе пӗрле ҫӳреҫҫӗ пирӗн хастар ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Мухтанас та, савӑнас та килет ял ҫыннисемпе! // Тамара Соловьева. https://avangard-21.ru/gazeta/50352-mukh ... cynnisempe

«Ҫутҫанталӑк парнисемпе усӑ курнисӗр пуҫне вӗсене упрама та пӗлмелле. Хамӑршӑн кӑна мар, килес ӑрусемшӗн те. Эпир пурӑнакан вырӑн, тавралӑх таса та симӗс пултӑр», — теҫҫӗ ачасем.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Кружок руководителӗ Клавдия Николаева тата Тӑвай лесничествин начальникӗ Юрий Емельянов ертсе пынипе ачасем вӑрман ҫӑлкуҫне полиэтилен хутаҫсенчен, пластик савӑтсенчен, йывӑҫ тураттисенчен тасатнӑ, ҫӑлкуҫ ҫулне тасатса уҫса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех