Шырав
Шырав ĕçĕ:
Маншӑн вӑл кунтан лайӑхрах пекчӗ, анчах тӗлӗнмелле: тӑван ял илемне аса илсе, ун ҫинчен калама шут тытсассӑн, пуҫӑма нимӗнех те килместчӗ, сӑмахсем те тупӑнмастчӗҫ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Ҫак ӗҫ ҫинчен эпӗ паянхи куна ҫитсе те манаймастӑп, вӑл мана пӑшӑрхантарать, хам ҫине тиркесерех пӑхма кирли ҫинчен аса илтерет.
Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.
Ҫамрӑксем Дубининсем патӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ, шкула ҫӳренӗ вӑхӑтри ҫулсене аса илеҫҫӗ.Молодежь собирается у Дубининых и вспоминают года, когда они ходили в школу.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл амӑшӗн кантӑкри сӑнне аса илчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун чухне шӑннӑ ката хыҫӗнче выртса, кантӑк витӗр амӑшне курнине, мӗнле ӑна ыталас килнине аса илчӗ те Володя куҫхаршисене пӗрчӗ, янахне хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрса илчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хӑй ҫак юрра Бондаренко матроса юрласа панине аса илчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах партизансенчен пӗри сасартӑк аса илчӗ:
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗчӗк разведчик тӳрех хӑйӗн амӑшне аса илчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мӗншӗн тесен, ҫак хӑватлӑ пирӗн моряксене ҫеҫ аса илтерекен килӗшӳллӗ утӑма Володя палларӗ.Потому что он знал этот броский, прочный, ладный шаг, свойственный только нашим морякам.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах ҫак ырӑ шухӑшлӑ туратсем хушшинче ҫунакан ҫуртасен ӑшшипе чӑрӑш лӑсси шӑрши ҫапнӑ сывлӑша хӑй пурнӑҫӗнче пӗрре ҫеҫ сывласа илнӗ, тӗрлӗ тӗслӗ черчен шарсемпе ялтӑртатакан кӗленчесем, шӑрҫасем пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнса чӑнкӑртатнине илтнӗ ҫав ҫын яланах, пӗрре пӑхсах, юмахри пек ҫутӑ пайӑрка сапаласа тӑракан ачасен савӑнӑҫлӑ телейне аса илет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ача ҫак асамлӑ та ют япала ҫине пӑхса тӑрать; вӑл ӑна ҫав тери лайӑх, тӗлӗнмелле иртнӗ кунсене аса илтерет.Мальчик смотрел на это чужое и волшебное видение, напомнившее ему такие сладкие, чудесные дни.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тата тепӗр сехетрен вӑл чунтан курайми ютсен аллинчи хытса ларнӑ пек пӑрланнӑ ҫӗр ҫине тухассине аса илсенех, Володя чӗтреме пуҫланӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Эпӗ ак вилнӗ Шустов мучи мана вӗрентнине аса илтӗм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ аса илме те хӗн.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аса илме те хӑрушӑ!
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӑнсӑртран вӑл тахҫанах штабра пулнине, Зябрев Ваня Гриценкопа иккӗшӗнчен тӑрӑхласа кулса, ачасене вӑхӑтлӑха командир пулма хушнине аса илчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ним иккӗленмесӗр коньки ҫинче шуса пыракан ача ӗренки, нимӗҫ салтакӗсене хӑйсен ачалӑхне, таҫта инҫетре юлнӑ ҫемйисене аса илтерчӗ пулмалла, вӗсем ытла ҫемҫе, ҫепӗҫ кӑмӑл тыткӑнне кӗрсе ӳкрӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Таврари ҫынсем ҫав тери паллӑ ятсене илтсен, ҫӳле юлнӑ поселоксене, ялсене аса илсе, салхулланчӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӳлти вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑха аса илтерекен, ӑнланма ҫук чӑштӑртатнӑ сасса пурте итлеҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кайран партизансем нумайччен, пӗр майлӑ, йӑлӑхтаракан дежурствӑпа хурал тӑнӑ вӑхӑта ирттернӗ чух, ҫакна аса илетчӗҫ.