Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралнӑ (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиккасси ялӗнче кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ, кунти вӑтам шкулта 1948-1958 ҫулсенче вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/

Ҫуралнӑ кунпа ӑна ҫывӑх тӑванӗсем, пӗлӗш-хурӑнташӗ, ял-йыш тата ӗҫтешӗсем пӗтӗм чун-чӗререн саламлаҫҫӗ, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей тата вӑрӑм кун-ҫул сунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш хулине ҫур ӗмӗр ытла паха шывпа тивӗҫтерет // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... 8%d0%b2ec/

Сӑмах май, Вӑтаялӗнче тӗпленнӗ ӑста технарь пирӗн районти Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш хулине ҫур ӗмӗр ытла паха шывпа тивӗҫтерет // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... 8%d0%b2ec/

Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Упнер ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хуҫалӑхра — хӗрӗх ҫул ытла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%82a%d0 ... %bb%d0%b0/

Манӑн атте, Михаил Яковлевич Яковлев, 1921 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче Сивҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Матрена Васильевна 1932 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Пинер ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр пулсан та ӳпкелешмен // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d0%b9%d1% ... %b5%d0%bd/

Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Пинер ялӗнче пурӑнакан Матрена Васильева хӑйӗн 90-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр пулсан та ӳпкелешмен // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d0%b9%d1% ... %b5%d0%bd/

Кӗнекене XX ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенчи патшалӑх тата политика ӗҫченне, ВПК (б) Чӑваш обкомӗн иккӗмӗш секретарӗ пулнӑ, Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ Яков Андреева (1888-1975) халалланӑ.

Книга посвящена уроженцу деревни Апанасово-Темяши Яльчикского района, государственному и политическому деятелю 20-30-х годов XX века, второму секретарю Чувашского обкома ВКП(б) Якову Андрееву (1888–1975).

Обкомра ӗҫленӗ ҫын ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33005.html

Томас суд саккинчен ҫичӗ ҫул пытанса пурӑннӑ, анчах пӗррехинче ун пуҫӗнче вырӑнти ШӖМе ӗҫе вырнаҫас шухӑш ҫуралнӑ.

Семь лет Томасу удавалось скрываться от правосудия, пока он не решил поработать в МВД.

Кӑнтӑр Африка Республикинче преступник полицие вырнаҫма кайнӑ та йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32941.html

ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем телейлӗ ашшӗ-амӑшне харӑсах икӗ пӗчӗк ача ҫуралнӑ ятпа саламласа вӗсене пурнӑҫри пӗрремӗш патшалӑх хучӗсене – ҫуралнине ӗнентерекен хутсене – пачӗҫ, юлашкинчен вӗсене ырлӑх-сывлӑх, телей тата юрату сунчӗҫ.

Сотрудники отдела ЗАГС поздравили счастливых родителей с рождением сразу двух малышей и вручили первые в их жизни государственные документы – свидетельства о рождении, напоследок пожелав им здоровья, благополучия, счастья и любви.

Шупашкарӑн Мускав районӗнче 19-мӗш йӗкӗреше регистрациленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32895.html

Вӗсен пӗрремӗш пепкисем — икӗ арҫын ача — Элекҫейпе Тимахви ҫуралнӑ.

У них на свет появились первенцы, - два мальчика Алексей и Тимофей.

Шупашкарӑн Мускав районӗнче 19-мӗш йӗкӗреше регистрациленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32895.html

Хулан 108-мӗш ҫуралнӑ кунне уявланӑ май янӑ салют вӑхӑтӗнче Кызылра пӗр пайӗ тӳпенелле мар, хула ҫыннисен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ.

Во время салюта в честь 108-го Дня города в Кызыле часть залпов полетела не в небо, а в толпу горожан.

Кызылта фейерверк ҫынсен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32877.html

Евгений Теллин 1982 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Тӗнче экономики» специальноҫа алла илнӗ.

Евгений Теллин родился в 1982 году в Яльчикском районе, выучился по специальности «Мировая экономика» в Чувашском государственном университете имени И.Н. Ульянова.

Елчӗк ҫынни Промышленность аталанӑвӗн фондне ертсе пырӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32805.html

1984 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ.

Он родился в Чебоксарах 28 апреля 1984 года.

Шупашкар мэрӗн чӗри тапма чарӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32710.html

Хула кунӗн девизӗ «Ҫуралнӑ вырӑн - туртӑм вырӑнӗ» чӗнӳ пулса тӑчӗ.

Девизом дня рождения города стал лозунг «Место рождения – место притяжения».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Шупашкар хули кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/20/gla ... et-s-dnyom

Ун чухне Шупашкар хули ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.

В тот день отмечался день города Чебоксар.

Автобус ҫаврӑнса ӳкнӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32678.html

Эрнекунранпа сирӗн ҫӗнӗ партнер шырас кӑмӑл ҫуралнӑ.

В пятницу на этой неделе у вас появится желание в поиске партнера.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче пӗртӑвансене, тӑвансене кайса курас кӑмӑл ҫуралнӑ.

В выходные могут побудить вас навестить братьев и сестер или родственников.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре ҫуралнӑ юрату хӗрӳленме пултарӗ.

Служебный роман имеет шансы перерасти в нечто большее.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗслӗхрен, эрнекун ҫуралнӑ шухӑш питӗ интереслӗ те малашлӑхлӑ пулӗ.

К примеру, идеи, появившиеся в пятницу, окажутся весьма интересными и перспективными.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех