Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫтаппан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳсрӗ, ҫитӗнчӗ алӑ хыпанлӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Е тата: «Пирӗн Ҫтаппан паян урамран сӑран перчетке тупса кӗнӗ… Питӗ те пулӑхлӑ пирӗн Ҫтаппан», — тесе мухтанатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Вӑл ялта революцилле организаци тунӑ, ун ӗретне чылай ҫынна хутшӑнтарнӑ: Ваҫли, Макҫӑм, Прахӑр, Кӗтерук, Натюш, Муравьев, Микула ашшӗ Ҫтаппан, ҫамрӑк Уҫкапа Марье, Саначин, Наум т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан ӗҫ халӑхӗн ирӗке тухассишӗн тапраннӑ кӗрешӳ сӗмне кӗнӗ ҫеҫ пулсан, вӑл ҫав кӗрешӳре ыттисене май килнӗ таран пулӑшса кӑна пырать пулсан, унӑн ывӑлӗ Микула вара кӗрешӗве ертсе пыракан ҫын пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫак эпизода писатель кӑсӑкшӑн кӑна кӗртсе лартни уҫҫӑнах курӑнать, Ҫтаппан сӑнарне вӑл йӳнетсе, шӗветсе ҫеҫ ярать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан кӑмӑлӗ ҫав териех сасартӑк улшӑнасса никам та кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан юмарт ҫын, анчах вӑл пӗртте айван мар.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пирӗн кӑмӑл ҫав-ҫавах Ҫтаппан енчех.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан кӑмӑлӗнче халӑх тӗшмӗшӗсемпе йӑла тӳнтерлӗшӗсен хуйӑрӗ хулӑн пулин те, унӑн ырӑ енӗсене, ҫынлӑхне вӗсем хупласа хураймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Виҫесӗр тарӑхнӑ Ҫтаппан, пӗр шухӑшласа тӑмасӑр, кайнӑ та Миххан хапхипе чӳречисене аркатнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан уншӑн пӗртте ӳкӗнмест.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Лаша ҫухалсан, аптранипе, Татьяна Ваҫҫуха юмӑҫ патне каять — Ҫтаппан хирӗҫ мар.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӑнӑҫ пурнӑҫра Ҫтаппан хӑйне хӑй лӑпка, сӑпайлӑ тытни, ҫилӗ-тарӑху килсен кӑмӑлӗ вут пек хыпса илни, инкек-синкекре, асап-хурлӑхра чӑтӑмлӑ пулни, пӗр панӑ сӑмаха ҫирӗп тытса пыни — пурте ҫаксем ӳт-пӳ, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ та сывӑ ҫынна кӗвӗллӗ паллӑсем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан сӑнарӗн типлӑхӗ пирки иккӗленсе тӑмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӗсем ытларах вӗреннӗ, тӗнчепе ытларах паллашнӑ, унӑн хури шуррин сӑлтавӗсемпе тупсӑмне те Ҫтаппан ӳсӗмӗнчи ҫынсенчен лайӑхрах пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анчих ҫав кӗрешӗве пуҫараканни Ҫтаппан мар, унӑн ывӑлӗпе ывӑлин юлташӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан хӑйӗн юмартлӑхӗнчен вӑраххӑн та асаплӑн хӑтӑлса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӳрех калӑпӑр, ӗлӗкхи хресченӗн драматизмне, мӗскӗнлӗхне, юмартлӑхне Мранька Ҫтаппан сӑнарӗпе пултаруллӑн пӗтӗмлетсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан тем пек вӑйлӑ, анчах укҫаллӑ Михха унран тем чухлӗ вӑйлӑрах, Ҫтаппан ял-йыш умӗнче хисеплӗ, анчах унӑн хисепӗ муллӑ Миххан «хисепӗ» умӗнче ниме те тӑмасть, асап кӑна пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех