Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташсем (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлташсем!

Куҫарса пулӑш

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсем вара чӑн-чӑн туссем, чӑн-чӑн юлташсем, тет, тӗлӗнмелле сӑпайлӑ ҫынсем, тет.

Вот уж друзья так друзья! то-то приятели! то-то достойные люди!»

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— Эпӗ санпа пӗрлех савӑнатӑп, союза кӗнӗ юлташсем те — вӗсем ҫӗр вӑтӑрӑн — калама ҫук савӑнӗҫ, вӗсем эсӗ пырасса чӑтаймасӑр кӗтсе тӑраҫҫӗ.

— Я счастлив твоей радостью, и еще больше будут счастливы сто тридцать наших товарищей по Союзу; они ждут тебя с нетерпением и рассчитывают, что ты свершишь великие дела…

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Унта, Капуйӑра, вунӑ пин юлташсем хушшинче — шӑпах манӑн вырӑн.

Там, в Капуе, там среди десяти тысяч товарищей по несчастью мое место!

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Юлташсем шансах тӑрсан, пирӗн ҫӗнтерӳ те шанчӑклӑрах пулӗ.

Тем вероятнее наша победа, чем глубже будет доверие, которое мы внушим нашим товарищам по несчастью.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Паллакансем, юлташсем вӑрҫа кайнӑшӑн манран кулатчӗҫ.

А какое странное отношение к моему поступку явилось у многих знакомых!

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Колхозник юлташсем кӳренеҫҫӗ: ҫӗтӗлсе-хуҫӑлса пӗтнӗ ҫатансене юсамалла, теҫҫӗ.

Товарищи колхозники обижаются: надо, мол, плетни заделать, где прохудились.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чӑвашла пӗрремӗш изданипе тухнӑ кӗнекере хӑш-пӗр ытти ҫитменлӗхсем те пулма пултарӗҫ, ҫапах та вулакан юлташсем ку произведение хапӑл тусах йышӑнӗҫ тесе шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

— Пит аван юлташсем, кунти вырӑнсем лӑпкӑ — минӑсем ҫинчен илтменпе пӗрех.

— Прекрасно, товарищи, тут места тихие — о минах почти и не слыхали.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Юлташсем, ӗҫӗрсене лӑпкӑн туса пырӑр.

— Товарищи, спокойно делайте свои дела.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Мӑкланса ларнӑ эсир, марсиан юлташсем!..

Мохом обросли, товарищи марсиане.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юлташсем, эсир кунта сӳпӗлтетме пуҫтарӑннӑ-и е ҫапӑҫма-и?

— Разговаривать здесь собрались, товарищи, или воевать?

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Салам сире, юлташсем! — халӗ — тӗлӗкрилле шӑп.

— С приветом, товарищи! — Стало тихо, как во сне.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юлташсем, хӗҫ-пӑшалланӑр, юлашки самант-сехет ҫитрӗ…

К оружию, товарищи, настал последний час…

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«…юлташсем, пӑшӑлтисене ан тӑнлӑр…

«…товарищи, не слушайте шептунов…

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Аван-и, марсиан юлташсем!

— Здравствуйте, товарищи марсиане.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унтан хӑйӗншӗн хаклӑ, патша-тупӑ ӳкернӗ шӑвӑҫ портсигар кӑларчӗ, — унран вӑл мӗн пур фронтра ҫичӗ ҫул хушши уйрӑлман, — унтан патша-тупӑран шеплеттерчӗ: «Туртса яратпӑр-и, юлташсем?» — пурне те пирус сӗнчӗ.

Затем вынул жестяной, с тиснённой на нём царь-пушкой, заветный портсигар, — с ним он семь лет не расставался на всех фронтах, — хлопнул по царь-пушке, — «покурим, товарищи», — и предложил папирос.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Чарӑнӑр, юлташсем.

— Бросьте, товарищи.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юлташсем! — терӗ Челноков лӑпкӑн ҫеҫ, шеренга еннелле ҫавӑрӑнса тӑрса.

— Товарищи! — обернувшись к шеренге, спокойно сказал Челноков.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Юлташсем!..

Куҫарса пулӑш

1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех