Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ӗнтӗ шыва чӑмса тухсан та юрать, — ҫапла каларӗ те Атӑл хӗрринелле танккаса анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем таврӑннӑ чух Капранов, хуран айӗнчи кӑвайта вӑйсӑрлатса, хӗрсем шыва кӗнине бинокльпе пӑхса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пулӑ шӳрпи вӗреме кӗриччен Павӑлпа Иван та шыва кӗрсе тухма ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрарӑмсем шыва кӗрсе тухчӑр яшка пиҫиччен, — терӗ те пулӑҫ, ҫыран хӗрринчи хӳтӗрех вырӑна кайса, хуран ҫакма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шыва кӗрес вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ, паян илем кунӗ, — йӗпе алшӑллипе кӑкӑрне сӑтӑркаларӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халӑх тахҫанах Атӑл леш енче: кам пулӑ тытать, кам шыва кӗрет, — терӗ саламлас вырӑнне каччӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӗрлӗ чирсенчен усӑллӑ ҫак шыва пула 1883 ҫулта курорт йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку вырӑнти минераллӑ шыва вар хытнипе аптракансен ҫуршар стакан выҫварла ӗҫме юрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унта шыва кӗме те, пулӑ тытма та пулать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халичченхинчен ытла сарӑлнӑ ейӳ Казанка хӗрринчи хуралтӑсене шыва путарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Паян кӑшарни кунӗ, вырӑссем ӑна турра шыва кӗртнӗ кун теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Акчикассинче пурӑннӑ 45 ҫулти арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ.

По данным министерства чрезвычайных ситуаций, 45-летний мужчина, проживающий в Акчикасах, купался в необорудованном для купания месте.

Акчикасси арҫынни путса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32211.html

Ахтупай хурӑн хуппинчен тунӑ куркапа Яхутене чей тултарса пачӗ, лешӗ, ӗнертенпе апат курмасӑр йӑлт касӑлса ҫитнӗскер, тути-ҫӑварне пӗҫерте-пӗҫерте матрӳшке ярса тутлӑлатнӑ вӗри шыва васкаса ӗҫме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таврари кӑҫал качча кайнӑ е ҫураҫса хунӑ мӗн пур хӗрсенчен пухнӑ тата хӑш-пӗрисем хушса панӑ парнесене илессишӗн ҫынсем чӑм шыва ӳксе кӗрешрӗҫ, лаша пуррисем — хӑйсен лашипе, лаша ҫуккисем ҫын лашипе ут ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Э-э, тӑванӑм, ишме вӗренес текен ҫыннӑн шыва кӗрес пулать! — чарчӗ ӑна Ятламас.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсӗ пур — ун ҫинчен шухӑшласа ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑн, кашни утӑмра унпа тӗл пулу шыратӑн, хӑвӑн телейсӗр шӑпуна ылханса шыва сиксе вилме хатӗр, вӑл, ӑшҫунтармӑш, ним пулман пек лӑпкӑн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр иртсе каять, куҫ хӳрипе те пӑхса илмест сан ҫине.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрӗпе каннӑ хыҫҫӑн ытла та лайӑх ӑна вӑрманта, тин ҫеҫ шыва кӗрсе тухнӑ чухнехи пек уҫӑ, канлӗ, пуҫра та ырӑ аса илӳсем, ырӑ ӗмӗтсем кӑна.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хам савни туйӗнче чӑм шыва ӳкиччен ташлам!

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карта ҫумӗнче Ахтупайӑн юпах тихи хыҫаланать, пусӑ патӗнче сӑмсипе таса мар шыва пӑтратса кӑвакал нартлатать, пӳрт тӑрринче катӑк чӳлмекрен тунӑ мӑрьерен тӗтӗм мӑкӑрланать, Ахтупай ниҫта та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине сӗтел ҫине пӗр чаплашка шыв лартрӗ, ун тавра укҫа, ҫӑкӑр, кӑмрӑк, чул таткисем хурса тухрӗ, хӗврен юмӑҫ пӑхнӑ чухне тыткаламалли нухӑт хулли кӑларса унпа шыва тӗрлӗ еннелле ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех