Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраҫҫӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стена ҫинче вӑрҫӑчченхи картинкӑсӗм ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку эрнере Укахви ӗҫрен кашни кун ҫав тери ывӑнса таврӑнчӗ, — нихҫан ҫӗрулми кӑларман пек, аллисем сурса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, чӗрни хушшисем йӑлтах чӗрре кӗрсе пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Олимпиада Осиповна тап-таса сӑн-питлӗ, питҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ, кулнӑ хушӑра вӗсем ҫинче илемлӗ путӑксем пулса тӑраҫҫӗ, куҫӗсем, пысӑкран пулас, ҫын ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑлхара ашшӗн ҫине тӑрса хушакан сӑмахӗсем янраса тӑраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫе кайнӑ ытти колхозниксем те учӗсене килсе панӑ курӑнать, мӗншӗн тесен тислӗк купи патӗнче икӗ лаша хыҫкаланса тӑраҫҫӗ, ҫывӑхра тата тепӗр лаши клевер ани патне тухмалли алӑка уҫма хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрача кивӗрех хӗрлӗ блузка тӑхӑннӑ, пуҫне пӗчӗк тутӑр чӗркенӗ, тутӑр айӗнчен хӑйӗн йӗтен сӳсӗ пек сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Панулми пулнӑ ҫул вара тулли ҫимӗҫлӗ туратсем карта урлӑ урамаллах усӑнса тӑраҫҫӗ, — татса ил те ҫи.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ӑна аса илмесӗрех аса килет, юлашки ҫапӑҫусем ун куҫӗ умӗнче ӗнер каҫхине ҫеҫ курнӑ хӑрушӑ тӗлӗк пек тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Йӑлӑм ҫинче ҫумӑр пӗлӗчӗсем, ҫунӑ хыҫҫӑн типме тухса ҫакнӑ кӗпесем пек, йывӑррӑн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртен пуҫласа каҫчен, каҫ кӳлӗм пуҫласа ирччен татти-сыпписӗр ҫумӑр ҫӑвать; пӗр самантлӑха чарӑнать те ҫавӑнтах тепӗр хут пуҫласа ярать; ҫывӑхри вӑрман хыҫӗнчен ҫӑра пӗлӗтсем йӑтӑнса тухсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уяв ятӗнче «пӗрлӗх», «халӑх» сӑмахсем тӑраҫҫӗ те, чӑвашсен ку енӗпе мӗн ӗлӗкрен ламран лама куҫса пыракан ваттисен сӑмахӗсем нумай.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пӗрлӗхӗ – пысӑк хӑват // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %b0%d1%82/

Ку эрнере Скорпионсем лӑпкӑ кӑмӑлпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

На этой неделе Скорпионы отличатся уравновешенностью, дружелюбием.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Раҫҫейӗн чи хастар, паттӑр арҫыннисем мирлӗ пурнӑҫа хӳтӗлеме тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир айккинче тӑрса юлмастпӑр! // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d0%b ... bfa%d1%80/

Путса ларакан е йывӑрлӑхпа ку ҫакан техник ӑна сӗтӗрсе пулӑшма Иван Тякановпа Марат Сейфуллин хӑватлӑ техникӑпа хатӗр тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Константин Краснов, Геннадий Ильин, Андрей Леонтьев, Сергей Константинов, Аглем Камальтдинов турттарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Чӑнах та, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн сутлӑх хакӗсем чылайранпах пӗр евӗрлӗ тӑраҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем те, электроэнерги те, строительство материалӗсем те кунсерен хаклансах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Ҫумӑрсем ҫукаласа тӑраҫҫӗ пулин те, хирте ӗҫсем чарӑнсах лармаҫҫӗ.

Несмотря на дожди, работы на полях еще не завершились.

Кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, купӑста юлнӑ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%ba%d0%b ... bb%d0%bda/

Патша ҫумӗнче ик енӗпе ун ҫывӑх ҫыннисем тӑраҫҫӗ: Благовещенски собор священникӗ Сильвестр, Алексей Федорович Адашев, аслӑ князь пекех ҫап-ҫамрӑк Андрей Михайлович Курбский, Иван Васильевич Шереметев (Асли), Иван Федоровпч Мстиславский, Михаил Яковлевич Морозов, Дмитрий Федорович Палецкий, Владимир Иванович Воротынский, ӗҫре пулӑшма чӗннӗ думнӑй дьяксем, думнӑй дворянсем.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юсуфпа ывӑлӗсем ҫине тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта качакасем тӑраҫҫӗ, купӑста ҫиме кӗресшӗн!» — терӗм.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех