Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул тӑваткалӗнче Ухтиван урапа ҫинчен аннине курсан Паҫа кайри лавсем иртессе кӗтсе тӑчӗ те Ухтиван патне чупса пычӗ, ӑна аллинчен ҫатӑрласа тытрӗ.

Увидев, что на перекрестке Ухтиван спрыгнул с подводы, Пазя дождалась, когда проедут задние поезжане, подбежала к Ухтивану и схватила его за руки.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутине тутри вӗҫӗпе хупласа та ҫӗрелле пӑхса Ухтивана Чӗкеҫ инке те пырса алӑ тытрӗ.

Смущенно прикрывая уголком платка губы и глядя в землю, Чегесь протянула Ухтивану худую, почерневшую от повседневной работы руку.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Типшӗм Мултиер ҫӳллӗ те сарлака хул-ҫурӑмлӑ Ухтивана ҫенӗкре пырса алӑ тытрӗ те тӳсеймесӗр ӑна ыталаса илчӗ, пуҫне каҫӑртса куҫӗнчен пӑхрӗ.

Худощавый, невысокий Мульдиер несмело, даже робко пожал руку Ух-тивану, казавшемуся рядом с ним еше более могучим, но потом не сдержался, обнял его и, запрокинув голову, долго глядел на друга.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван пӗрре ҫех тытрӗ — хӗр ҫӗре тӑсӑлса ӳкрӗ, йӗкӗте мӑйӗнчен ыталаса илчӗ…

Ухтиван только пошевелился, как девчонка соскользнула на землю и, обвив парня за шею, вдруг притянула его к себе, нашла его губы.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван яшт ҫӗкленчӗ те ӑна уринчен ярса тытрӗ.

Ухтиван, молниеносно вскочив, ухватил его за ноги.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумай та иртмерӗ, чупса тухса Ухтивана аллинчен тытрӗ.

Через некоторое время он вынырнул из кустов и, схватив Ухтивана за руку, повлек за собой.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫавӑрса тытрӗ те… халь те ыратать-ха».

И сейчас еще болит, — потрогал плечо Ивук.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ку мӗн, секс кӗнеки мар пуль-ҫке? — темшӗн иккӗленерех алла тытрӗ Йӑван кӗнекене.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Старик ҫапла каларӗ, Нимӗн тума пӗлмерӗ, Хӑйӗн ӗҫне тытрӗ те Пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вара старик тӑчӗ те, Хӑйӗн ӗҫне пӑрахса, Хупса хучӗ алӑкне, Турчӑкипе ҫаклатса; Ҫине кӗрӗк тӑхӑнса Ҫӗлӗк тытрӗ хул айне; Ури айне шӑрт хурса Укҫа хучӗ хӑй умне; Унтан шурӑ сухалне, Кӑвак ҫӳҫне якатса Укҫа ҫине, суккӑрскер, Пӑхрӗ куҫне чакӑртса.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сукмак ҫухалчӗ; хӗр ҫапах Ват Атӑл еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах ӗҫ тухрӗ — Ҫул тытрӗ вӑрмана конвой…

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вара самант патак вӑл тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асать пурмис, шӑлне вӑл ҫыртрӗ, Вӑл Якура чӑртмаххӑн тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вара шур еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ шур витӗр тӗл туса Тӳрех хӗвел енне ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

…Барон, Ишут патне кӗмесӗр, Тӳрех ҫул тытрӗ Хусана.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ ҫул тытрӗ хырлӑха.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Карачӑм кутамккине ҫурӑм ҫинчен илчӗ те ал вӗҫҫӗн тытрӗ, унтан, юлташӗсемшӗн халь калани ҫителӗксӗррине туйса, малалла ӑнлантарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ӑна икӗ аллинчен те тытрӗ, таврара никам та ҫуккине кура, хӗрача патне ҫывхарса, ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех