Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фома ун умӗнче пуҫӗ усӑннӑҫемӗн усӑннине, анчах ӑна вӑл нимӗнле те чарма пултарайманнине туйса тӑнӑ…

А Фома стоял пред ним и чувствовал, что голова у него спускается на грудь и он не может помешать этому…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫакӑ ҫеҫ-и? — хӗр ыйтӑвӗнче кӑмӑлсӑрлану сисӗннӗ; Фома, ӑна туйса: — Ку ҫитмест-им тата? — тенӗ; кӑна вӑл хӗр тата тем ыйтасса шанса каланӑ.

— Только? — в вопросе девушки звучало разочарование; Фома услышал его и с надеждой спросил: — Мало разве?..

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома хӑй Ананий ҫине кӗвӗҫнӗ пек пулнине туйса кайнӑ, вара вӑл часрах Щуров хӑйне ҫаратса юлма пикенни ҫинчен аса илнӗ.

Фоме казалось, что он завидует Ананию, и парень поспешил напомнить себе попытки Щурова обобрать его.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапла, ӗлӗкхи пек пулас ҫуккинчен шикленсе, ун вырӑнне темӗнле урӑххи пулассине туйса, Фома хӗрарӑм патне каясран хӑйне хӑй ирӗксӗрленӗ, асапланнӑ…

Боясь, что как раньше не будет, а должно быть что-то другое, он удерживал себя и мучился…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл, шӑрҫасен сиввине туйса, ҫӳҫенсе илнӗ, вара кӑкӑр тулли палӑрса ҫитеймен йывӑр туйӑмпа тухса кайнӑ, — чӗри ун — темӗнле, ҫемҫе те ҫирӗп атмана лекнӗ пек тапнӑ…

Он вздрогнул от этого холодного прикосновения и ушел, унося в груди смутное, тяжелое чувство, сердце билось так, как будто на него накинута была мягкая, но крепкая сеть…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах алӑк патне ҫитсен, хӑй хӗрарӑма шеллесе кайнине туйса, ун ҫине хулпуҫҫи урлӑ пуҫне ҫавӑрса пӑхнӑ.

Но у двери в зал почувствовал, что ему жалко женщину, и посмотрел на нее через плечо.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫаксем пурте Фомана хӗснӗ пек, пӑвнӑ пек пулнӑ, вӑл вара хӑйне ҫухалса кайнӑн туйса илнӗ.

Всё это стесняло, давило Фому, и он чувствовал себя заплутавшимся.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Медынская сӑмахӗсем унӑн темӗнле шанчӑкне вӗлерсе пӑрахнӑ; ҫак шанчӑк хӑйӗн чӗринче пулнӑ иккенне вӑл халӗ анчах, шанчӑкӗ вилсе выртсан кӑна, туйса илнӗ.

Слова Медынской убили в нем какую-то надежду, надежду, присутствие которой в сердце своем он ощутил лишь теперь, когда она была убита.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома ӗнтӗ туйса илнӗ — ытах та мӗн кирлине халех калама пуҫламасан, кайран вӑл ӑна нимех те калас ҫук.

Фома почувствовал, что, если он сейчас не начнет говорить то, что нужно, — позднее он ничего не скажет ей…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ытах та хам аван пулсан, пурнӑҫӑм та аван пулмалла! — хумханма тытӑннипе чӗри чӗтревлӗн тапма пуҫланине туйса, сассине хӑпартса каланӑ Фома…

— А коли хорош я, так и мне должно быть хорошо! — воскликнул Фома, чувствуя, как им овладевает волнение и сердце начинает трепетно биться…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пухуран саланакан хресченсен сӑнӗсенчен вӑл вӗсем аптраса ӳкнине, шанчӑкӗсене ҫухатнине тата хӑйсен вӑйне шанманнине туйса илчӗ.

Наблюдая за крестьянами, когда они уходили с собрания, он видел на лицах смятение, безнадежность, неверие в свои силы.

ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Туйса илейӗр-ши, эпӗ ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл ман мӗнле осветленине?

А вот догадайтесь, что мне на это товарищ Сяо Ван ответил?

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ун чӗрине помещика курайманни, мӑшкӑла юлни тата ывӑлӗ умӗнче намӑс пуласса туйса тӑни ыраттарнӑ.

В сердце были гнев на помещика, досада на самого себя и стыд перед сыном.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Туйса тӑрас пулать ӑна…

— Это надо чувствовать…

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем ҫав хӳмене тӗкӗнме, ӑна туйса тӑни ҫинчен пӗр-пӗрне каласа пама хӑюлӑх ҫитереймен; ҫав вӑхӑтрах, ҫапах та хӑйсенче темӗскер — пӗр-пӗрне ҫывӑхлатаканни, пӗрлештерекенни пуррине тӗтреллӗн ӑнланса, хӑйсен сӑмахне малалла тӑснӑ.

Они не решались дотронуться до этой стены, сказать друг другу о том, что они чувствуют ее, и продолжали свои беседы, смутно сознавая, что в каждом из них есть что-то, что может сблизить и объединить их.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан, ҫак сӑмахсем пирки Медынская куҫӗсем ҫуталса илнине курсан, вӑл хӑйне айваннӑн, кулӑшлан туйса кайнӑ, ҫавӑнтах, хӑй ҫине тарӑхса, пусӑрӑннӑ сасӑпа калаҫма пуҫланӑ:

И, увидав, что его слова вызвали в глазах Медынской веселый блеск, почувствовал себя смешным и глупым, тотчас же озлился на себя и подавленным голосом заговорил:

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл шӳт тунӑ, кулкаланӑ, хӑйӗн пӗчӗк кӗлеткипе пурин тимлӗхне те хӑй енне ҫавӑрса илнӗ; Фома ҫав вӑхӑтра, ун хыҫӗнче тӑнӑ, вӑл, пуҫне усса, ылтӑнпа эрешленӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсем ҫине куҫ айӗн пӑхнӑ, старикӗн хӑюлӑхӗ пирки кӗвӗҫнӗ, хӑй именнине туйса тата ытларах именнӗ.

Он шутил, улыбался и сразу занял своей маленькой особой внимание всех, а Фома стоял сзади его, опустив голову, исподлобья посматривая на расшитых золотом, облеченных в дорогие материи людей, завидовал бойкости старика, робел и, чувствуя, что робеет, — робел еще больше.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫумӑр унӑн тумтирне йӗпетнӗ; вӑл, шӑнса чӗтренӗ пек пулнине туйса, киле тӑрса утнӑ.

Дождь смочил его платье; он почувствовал дрожь холода и ушел в дом…

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Анфиса аппа ӑҫта? — ыйтнӑ Фома, халӗ, ашшӗпе ҫеҫ юлсан, хӑйне темскершӗн аванах мар туйса.

— Где же тетка Анфиса? — спросил Фома, чувствуя, что теперь, наедине с отцом, ему стало почему-то неловко.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Вара мӗн? — ассӑн каласа янӑ Фома, хӑйӗн Пӑлакине аса илсе, тата темшӗн чӗрере савӑнӑҫ туйса.

— Что же она? — воскликнул Фома, вспомнив свою Палагею, и почему-то почувствовал в сердце радость.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех