Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
тивӗҫ (тĕпĕ: тивӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм ӗҫ формӑра; закон каҫарма тивӗҫ айӑппа киревсӗр ӗҫе пӗр-пӗринчен мӗнпурри те гербовӑй хут листи кӑна уйӑрса тӑрать.

Все дело в форме: преступление отделяется от невиновности одним тонким листом гербовой бумаги.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Вӑйлисене хӗҫпӑшалсӑрлатса вӑйсӑррисене хӗҫпӑшаллантарни вӑл — эпӗ хам упрама тивӗҫ обществӑллӑ строя улӑштарни пулать.

Разоружать сильных и вооружать слабых значило бы изменять общественный строй, а моя миссия — охранять его.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Этем тени ылхава тивӗҫ, вӑл йӑнӑшма пултарать.

Человек достоин презрения и может быть неправ.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

«Председатель Буриш мухтава тивӗҫ, чӑтма ҫук пӗлес килет хӑйӗн, ҫав кӑмӑл хӑйне йӗкӗлтесех тӑрать пулин те, хӑй ӗҫне вӑл ҫав кӑмӑл хыҫҫӑн ямарӗ, мухтава тухас кӑмӑл хыҫҫӑн каймарӗ вӑл, чӑнлӑха тӗппипех тавҫӑрса илес ӗҫрен аяккалла пӑрӑнса юлчӗ.

— Председатель суда Буриш, конечно, достоин похвалы, ибо он сумел уберечься от суетного любопытства, к которому склонен наш разум, и избегнуть духовной гордыни, которая хочет постичь все.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Васкавлӑн кӑна туса ирттернӗ следстви вӑл чӑн та айӑпланма тивӗҫ ҫын иккенне палӑртнӑ.

Краткое и скорое следствие подтвердило обвинения, тяготевшие над ним.

I // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Авалхи культурӑна лайӑх пӗлекенскер, антиквар, авалхи миниатюрсене пухакан Франс: «илемлӗ япала ырлӑха тивӗҫ», тенӗ.

Франс, хорошо знавший древнюю культуру, антиквар, собиратель старинных миниатюр, говорил: «красивая вещь заслуживает добра».

Анатоль Франс // А. Роскин. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с. — 3–6 с.

Анчах вӑхӑтра тумасӑр тӑма юрамасть, кая юлма тивӗҫ ҫук.

Просто нельзя не успеть, не имеем права не успеть.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗр Беридзе ҫеҫ хӑйне лӑпкӑ тытать, унӑн хумханма тивӗҫ ҫук.

Один Беридзе спокоен, он не имеет права волноваться.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем ҫинчен те эпир хамӑр отчетра лайӑх каласа пама тивӗҫ, ҫарти политработниксем вӑрҫӑра палӑрнӑ салтаксемпе офицерсем ҫинчен фронтран янӑ хӑйсен донесенийӗсенче шӑпах ҫавӑн пек ҫырса пӗлтереҫҫӗ.

Мы обязаны о них так же хорошо рассказать в своем отчете, как это делают армейские политработники во фронтовых донесениях об отличившихся в боях солдатах и офицерах.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Отчета ҫирӗм страницӑна вырнаҫтарма май ҫук, ыттине эпир пурне те пуҫра шухӑшлама тивӗҫ.

Не формально — мы обязаны профильтровать в мозгу все то, что немыслимо вместить в двадцать страниц.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пирӗн ҫынсем, пирӗн лашасем, пирӗн механизмлӑ чаҫсем ӗҫ кӗрешӗвӗсенче мӗнле ӗҫлени ҫинчен тата вӗсем мӗнле ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа кӑтартасси пирӗн таса тивӗҫ мар-ши вара?

Разве не святая наша обязанность — показать, в каких трудовых сражениях участвовали наши люди, наша конница, наши механизированные части и чего они достигли?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ ыттисенчен ытла чирлетӗп — манӑн ун пек тивӗҫ пур.

Я болею больше всех — я имею такой право.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Участок кунӗпех йӗркеллӗ ӗҫлеме тивӗҫ: тӗрӗслесе пӑхни пирӗн ӗҫе чакармалла мар.

— Участок обязан работать весь день нормально: испытание не должно снизить нашу выработку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шыва икӗ насуспа уҫлатпӑр — тахҫанах тытӑннӑ ӗнтӗ, ир тӗлне трубопровода шыв тулма тивӗҫ.

Качаем воду двумя насосами — и уже давно, часов двадцать, так что к утру трубопровод должен быть наполнен.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ пӗлме тивӗҫ.

Я должен знать.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Строительсен ҫӗнтерӗве уявлама чӑнласах тивӗҫ пулчӗҫ: вӗсем пролив урлӑ нефтепровода хӗллехи йывӑр условисенче тата техникӑра пулман меслетсемпе ӗҫлерӗҫ пулин те, срокчен ҫирӗм кун малтан хурса тухрӗҫ.

Строители имели право торжествовать победу: они уложили переход на двадцать дней раньше срока, в небывало трудных зимних условиях и методами, еще не известными в технике.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫакна ӑнланса илме тивӗҫ пулнипе шӑпах манӑн кӑмӑл тулать.

Наоборот, доволен, что мне дано понимать это.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ халӗ те Сергей Кузьмичӑн ответне илтетӗп: «Манӑн характерӗ ҫавӑн пек, ӑна улӑштараймӑн. Ҫынсем инкеке лексен — эпӗ нимӗн шеллемесӗр вӗсене пулӑшма тивӗҫ. Залкинд комиссара тата унӑн салтакӗсене пулӑшман пулсан, эпӗ хама ӗмӗр-ӗмӗрех ылханнӑ пулӑттӑм!»… терӗ.

И я до сих пор слышу ответ Сергея Кузьмича: «У меня такой характер, что его не переделаешь. Если люди в беде — я должен им помочь, ничего не щадя. Я проклял бы себя на всю жизнь, если бы не помог комиссару Залкинду и его ребятам!..»

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пирӗн ывӑл вилчӗ, анчах эпир хамӑр пурнӑҫа ҫӑмӑллатма тивӗҫ мар.

Сын наш погиб, и мы не должны облегчать себе участь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ кунта пулма тивӗҫ.

Мой долг — быть здесь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех