Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерсе (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Персире революци хыпса илнӗ кунсенче вара унтан шахпа пӗрле тухса тарнӑ та, отрядне ҫӗтерсе пӗтерсе, кӗтмен ҫӗртен тепӗр хут Каргина ҫитсе тухнӑ.

В дни персидской революции, спасаясь с шахом, бежал, растерял отряд и так же внезапно появился в Каргине.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйсен ухмахла йӗркисене туса хурса, вӗсем Российӑна пӗтерсе лартрӗҫ, халӗ пирӗн облаҫа пӗтересшӗн!

Они загубили Россию своими безумными порядками и хотят загубить и нашу область!

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗлермелле вӗсене, ним шеллемесӗр пӗтерсе тӑкмалла! — терӗ вӑл аяккалла ҫаврӑнса тӑнӑ Аннӑна харсӑррӑн.

Убивать их надо, истреблять без пощады! — сказал он чуть вызывающе отвернувшейся Анне.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмсине чӑртмаххӑн ҫӳлелле каҫӑртнӑ пулемет патӗнче номерсем саркаланса выртнӑ: наводчик Михалиди, прицела ытлашши ҫӳле илнӗ те, лентӑсене пӗр усӑсӑр пӗтерсе, ним чарӑнми шӑтӑртаттарать; ун ҫывӑхӗнчех хӑранипе кӑвакарса кайнӑ Степанов пашкаса выртать; хыҫалта, пуҫне ҫӗр ҫине чиксе, пӗвӗпе тимӗр шапа пек хутланса тата тӑсса хунӑ урисем ҫине кӑштах ҫӗкленсе, Крутогоров тусӗ — чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочи — выртать.

У пулемета, нелепо высоко задравшего нос, пластами лежали номера: наводчик грек Михалиди, взяв несуразно высокий прицел, жарил без передышки, растрачивая запас лент; около него квохтал перепуганный, позеленевший Степанов; позади, воткнув голову в землю, сгорбясь, как черепаха, чуть приподнявшись на вытянутых ногах, корячился железнодорожник, друг Крутогорова.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗлтӗр кӑна гимнази пӗтерсе тухрӑм.

— Да, я окончила в прошлом году гимназию.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗтерсе чикнӗ те пӗр миллионне — кайран туп ӑна… каттӑршнӑя, шыраса!..

Хапнул миллиончик — и скрылся… каторжанин!..

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Паллӑ ӗнтӗ, ҫавӑн пек правительство ҫӗршыва пӗтерсе хума ҫеҫ пултарать.

Ясно, что такое правительство ведет страну к гибели.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Халех ҫак телеграммӑна ярса парӑр, — сӗнет вӑл Романовскине, ҫырса пӗтерсе.

— Передайте немедленно эту телеграмму, — дописав, попросил он Романовского.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл халӗ, калаҫӑва пӗр сӑмахпа пӗтерсе, казаксене уйӑрса кайма май килнӗ саманта ирттерсе янӑшӑн кулянчӗ.

Он с тоскою думал, что напрасно упустил момент, когда можно было словом одним кончить переговоры и увести казаков.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсир дивизи командирӗн распоряженине пӑхӑнмастӑр пулсан сире хӗҫ-пӑшалпа пӗтерсе тӑкӗҫ.

В том случае, если вы не подчинитесь распоряжению командира дивизии, против вас будут направлены вооруженные силы.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сарӑ картун ҫине ӳкернӗ сӑн ӳкерчӗкрен Петрон ватӑларах тӑнӑ пичӗ темӗнле сапӑррӑн пӑхать; пӗтерсе хунӑ шурӑрах мӑйӑхӗн вӗҫӗсем ҫӳлелле шӑртланса тӑраҫҫӗ, ҫирӗп пӑчӑртаса тытнӑ тути сӑмси айӗнчен палланӑ кулӑпа ирӗлсе ейӗлет.

С серого куска картона самодовольно глядело постаревшее лицо его, торчмя стояли закрученные белесые усы, под курносым носом знакомой улыбкой щерились твердые губы.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Наступление вӗсем сылтӑмран кӗчӗҫ, питӗ асӑрханса пынӑччӗ, часовойсене маларах пӗтерсе тӑкма ӗлкӗрнӗ пулсан, нимӗҫсене, тен, ӑнсӑртран пырса ҫапма та ӗлкӗретчӗҫ пулӗ.

Они шли правее первой полуроты, шли осторожно и, возможно, застали бы немцев врасплох, предварительно сняв часовых.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, ҫӑвӑнса пӗтерсе, кӑштӑркка пир ал шӑллипе питне шӑлчӗ.

Бунчук кончил умыванье и, растирая лицо черствым холстинным полотенцем, сказал:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыран санран суйлав бюллетенне туртса илеҫҫӗ пулсан, сан аллуна хӗҫ-пӑшал е тата машина техникин юлашки ҫитӗнӗвӗсем тӑрӑх тунӑ хӑвӑрт перекен тупӑ тыттараҫҫӗ пулсан, — ил эсӗ ҫав вилӗмпе аркату хатӗрне, вӑрҫӑран хӑракан ҫемҫешке те нӑйкӑш ҫынсем йӗрмӗшсе хӳхленине ан итле; тӗнчере рабочи класа ирӗке кӑларас ӗҫшӗн вутпа та хурҫӑпа пӗтерсе тӑкмалли халлӗхе питӗ нумай юлнӑ-ха.

Завтра у тебя отняли избирательный бюллетень, тебе дали в руки ружье и великолепную, по последнему слову машинной техники оборудованную скорострельную пушку, — бери эти орудия смерти и разрушения, не слушай сентиментальных нытиков, боящихся войны; на свете еще слишком много осталось такого, что должно быть уничтожено огнем и железом для освобождения рабочего класса.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Буденновецсем урпа ҫулса пӗтерсе, тулӑ ҫулма тухнӑ; автоколонна килнӗ, колхозсем патшалӑха тырӑ пама тытӑннӑ; виҫӗмкун Усть-Невинска икӗ ҫӗнӗ учительница килнӗ: «Иккӗшӗ те пит ҫамрӑк, пит вӑтанаканскерсем, инкек кӑна вӗсемпе, аран-аран хваттер тупса патӑм».

О том, что буденновцы первыми закончили косовицу ячменя и косят пшеницу; что прибыла автоколонна и началась хлебосдача; что позавчера в Усть-Невинскую приехали две новые учительницы: «Такие собой чересчур молоденькие да стыдливые, что просто с ними одна беда — насилу устроил их с жильем».

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫимелли, патшалӑха памалли тулла пӗтерсе хунӑ, кӗркунне сапса хӑварнӑ та, ун ҫинчен урӑх аса та илмен…

А посевы товарной пшеницы загубили, бросили осенью в землю, а потом о них забыли…

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мелехов — халӑхран уйрӑлса кайнӑ, ҫавӑн пиркиех хӑйӗн пурнӑҫне пӗтерсе хунӑ ҫын.

Мелехов — человек, оторвавшийся от народа и поэтому загубивший свою жизнь.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Салтаксем, пӗтӗм махорка запасне туртса пӗтерсе, ҫӗнӗрен илсе килессе кӗтсе, тӗмсӗлме тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, шӑп ҫак вӑхӑтра ординарец-гусар вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Уже искурен был весь запас махорки и люди изныли в ожидании, когда прискакал ординарец-гусар.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахова, халь кӑна учебнӑй команда пӗтерсе тухнӑ тесе, пост начальникӗ туса ячӗҫ.

Астахов — как только что окончивший учебную команду — был назначен начальником поста.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ял хыҫӗнче хӑяхпа сарӑ хӑмӑш хушшипе ҫыранланса выртакан ҫырма урлӑ сапёрсем сарлака кӗпер хывса пӗтерсе пыраҫҫӗ.

За деревней в лощине, поросшей желтыми кувшинками и осокой, саперы доканчивали просторный мосток.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех