Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗт сăмах пирĕн базăра пур.
йӗкӗт (тĕпĕ: йӗкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче — Дон енчен тулхӑрса вӗрекен хӗвелтухӑҫ ҫилӗ ҫӗрлехи хура тӳпене пӑлхатнӑ тата станицӑна сивӗ пӗлӗтсемпе хупласа илнӗ вӑхӑтсенче — Кавӗрле мучи, пуҫне алли ҫине хурса, суранлӑ йӗкӗт патӗнче ларчӗ.

В длинные зимние ночи, когда восточный ветер, налетая с Обдонья, мутил почерневшее небо и низко над станицей стлал холодные тучи, сиживал Гаврила возле раненого, уронив голову на руки.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Кавӗрле мучи шурӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт умне пӗшкӗнчӗ, унӑн хуралса кайнӑ пичӗ ҫине тинкеререх пӑхрӗ те хӗрхеннипе шартах сикрӗ: халӗ ӗнтӗ ун умӗнче хаяр сӑнлӑ, йӗп пек витерсе пӑхакан куҫлӑ продкомиссар мар, вунтӑхӑр ҫулсенчи ҫамрӑк ҫын выртать.

Нагнулся Гаврила над белокурым, вглядываясь в почерневшее лицо, и дрогнул от жалости: лежал перед ним мальчишка лет девятнадцати, а не сердитый, с колючими глазами продкомиссар.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Иккӗмӗшӗ, шатра питлӗ, хура мӑйӑхлӑ йӗкӗт, шӑлӗсене ниҫта кайса кӗрейми тарӑхса, хаяррӑн йӗрсе хунӑ; пуҫне хулпуҫҫийӗсем хушшине хутлатса, мелсӗррӗн мӑкӑрӑлса выртать.

Второй, щербатый и черноусый, выгнулся, вобрав голову в плечи, оскалясь непримиримо и злобно.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт — тыткаларӑшне кура, начальник пекки пулмалла — сивӗре атӑ кӗлисемпе таклаттарса, ҫирӗппӗн каларӗ:

Рослый, белокурый, по виду начальник, постукивая на морозе каблуками, сказал:

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

— Ватӑлса кайнӑ эсӗ ют ҫӗрте, йӗкӗт!

— Постарел ты, парень, в чужих краях!

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Йӗкӗт, мӗнле пурӑнса курман ҫын эсӗ! — кӑшкӑрчӗ Карпов.

— Паря, какой же ты непрактичный! — кричал Карпов.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эсӗ мӗн хӗпӗртесе ӳкрӗн, йӗкӗт? — ыйтрӗ Карпов Умарӑран.

— Что ты развеселился, паря? — спросил Карпов Умару.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем пирӗнтен иртсе кайрӗҫ, йӗкӗт.

Обскакали они нас, паря.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗкӗт, темскер пулнӑ пулмалла.

Паря, что-то случилось, видно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсене пула, йӗкӗт, механиксем мӗн чухлӗ асап курчӗҫ!

Сколько, паря, муки приняли из-за них механики.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗкӗт, халех чупса каятӑп!

Паря, уже бегу!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Начальник лайӑх кулать, йӗкӗт.

— Хорошо, паря, начальник смеется.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Мӗн шыраса ҫӳрет вӑл тайгара, йӗкӗт? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Карпов.

— Что он ищет в тайге, паря? — с удивлением спросил Карпов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗкӗт, сыхлан! — илтӗнчӗ хыттӑн кӑшкӑрни.

— Паря, берегись! — раздался зычный окрик.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ӑҫта каятӑн, йӗкӗт?

— Ты куда, паря?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Чӑт, йӗкӗт.

— Крепись, паря.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

«Пӑхӑр йӗкӗт чӗкеҫ вӗҫсе килнӗ».

«Смотри, паря, первая ласточка прилетела».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗкӗт, пӑр тапранса кайрӗ вӗт! — терӗ Карпов.

— Ледоход начался, паря! — сразу определил Карпов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Мӗншӗн, йӗкӗт?

За что, паря?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗкӗт, вӗсем кунти кураксем, ҫурхи кайӑксем, — шиклӗн каларӗ Карпов Алексее.

— Паря, это здешние грачи, весенняя птица, — с тревогой докладывал Карпов Алексею.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех