Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтах сăмах пирĕн базăра пур.
йӑлтах (тĕпĕ: йӑлтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар куҫ айӗн пӑхса илчӗ те: — Эпӗ хам мӗн пама пултарнине йӑлтах паратӑп. Мана нимӗн те ытлашши кирлӗ мар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кам пӗлмест пуль ӗнтӗ, ӗлӗк, патша чухне, тӗрлӗ халӑхсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерме, пӗр-пӗринчен уйӑрса яма тӑрӑшатчӗҫ пулсан, халӗ пурнӑҫ йӑлтах урӑхланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сысна витине кӗрсен, йӑлтах паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта йывӑҫ-мӗн ҫук, йӑлтах уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсен ялӗ йӑлтах йывӑҫ айӗнче ларать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗртен-пӗр хӗрӗ ҫеҫ, Сергей хыҫӗнчи, йӑлтах ашшӗ урапи ҫинчен ӳксе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫил хапха витӗр картишӗнче мӗн пурри те йӑлтах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Предприятире тырӑ хумалли кӗлетсене йӑлтах тасатса дезинфекциленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Ӗҫлӗ хутшӑнусене ҫирӗплетни, ҫӗнӗ контрактсем алӑ пусни, пысӑк малашлӑхлӑ партнерсене шырани - ку йӑлтах халӗ пулӗ.

Укрепление деловых связей, подписание новых контрактов, поиск перспективных партнёров – это всё про данный период.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ҫапла тӑвӑп, ҫапла тӑвӑп, — унпа йӑлтах килӗшрӗ Алттыш.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӳречерен йӑлтах курчӗ Кӗркке: урамра хӑйӑр ҫинче халӑх хӗвӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хальхинче, кӳренмелле сӑмахсем илтнӗ хыҫҫӑн, хан нуратдинӗ те тӑрӑшмарӗ ҫар пурлӑхне йӑлтах илессишӗн.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Калас пеккине йӑлтах калӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑкӑр йӑлтах сӗтел ҫинчи ӗҫме-ҫимене.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑлтах тӗлӗнтертӗн мана, Сарыев мӑрса, санран кӑна кӗтменччӗ терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сан ҫӗрӳсене государь йӑлтах туртса илме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей пӳрчӗ йӑлтах пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сылтӑм енче, ялсем тӗлӗнче мӗнле кӑна кимӗ пур, вӑл йӑлтах сирӗн.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗс-и ку йӑлтах, стрелецкий голова?

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шӗкӗр хулана Чалӑма куҫарас тесен Ту енне йӑлтах хамӑр алла илмелле.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех