Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Иисус тата каланӑ: сирӗн хушшӑрта чӗрӗ Турӑ тӑнине, Вӑл сирӗн патӑртан ханаансене, хетсене, евейсене, ферезейсене, гергесейсене, аморрейсене тата иевусейсене хӑваласа ярасса эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлӗр: 11. эсир Иордан урлӑ каҫнӑ чухне пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи сирӗн умӑртан пырӗ; 12. Израиль йӑхӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр; 13. Ҫӳлхуҫанӑн, пӗтӗм ҫӗр Патшийӗн, саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксен ури Иордан шывне ярса пуссассӑнах, Иордан шывӗ типсе ларӗ, тури енчен юхакан шыв чарӑнса хӳме пек тӑрӗ, тенӗ.

10. И сказал Иисус: из сего узнаете, что среди вас есть Бог живый, Который прогонит от вас Хананеев и Хеттеев, и Евеев, и Ферезеев, и Гергесеев, и Аморреев, и Иевусеев: 11. вот, ковчег завета Господа всей земли пойдет пред вами чрез Иордан; 12. и возьмите себе двенадцать человек из колен Израилевых, по одному человеку из колена; 13. и как только стопы ног священников, несущих ковчег Господа, Владыки всей земли, ступят в воду Иордана, вода Иорданская иссякнет, текущая же сверху вода остановится стеною.

Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

58. Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, 59. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; 60. сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; 61. хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; 62. эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.

58. Если не будешь стараться исполнять все слова закона сего, написанные в книге сей, и не будешь бояться сего славного и страшного имени Господа Бога твоего, 59. то Господь поразит тебя и потомство твое необычайными язвами, язвами великими и постоянными, и болезнями злыми и постоянными; 60. и наведет на тебя все [злые] язвы Египетские, которых ты боялся, и они прилипнут к тебе; 61. и всякую болезнь и всякую язву, не написанную [и всякую написанную] в книге закона сего, Господь наведет на тебя, доколе не будешь истреблен; 62. и останется вас немного, тогда как множеством вы подобны были звездам небесным, ибо ты не слушал гласа Господа Бога твоего.

Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫӳлхуҫа сана хӑрӑнтарса ҫитернипе, сивчирпе, тар чирӗпе, шыҫӑ чирӗпе, типпе хӑварса, ҫунтаракан ҫил тата хура тутӑх ярса тертлентерӗ, вӗсем санран ху пӗтсе ҫухаличчен те хӑпмӗҫ.

22. Поразит тебя Господь чахлостью, горячкою, лихорадкою, воспалением, засухою, палящим ветром и ржавчиною, и они будут преследовать тебя, доколе не погибнешь.

Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсассӑн та санӑн аллусен ӗҫӗнче Ҫӳлхуҫа сан ҫине хӑвна пӗтерсе ҫитеричченех ылхан, сехӗрленӳ, инкек ярса тӑрӗ — вара эсӗ хӑвӑн усал ӗҫӳсемшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн часах пӗтсе ларӑн.

20. Пошлет Господь на тебя проклятие, смятение и несчастье во всяком деле рук твоих, какое ни станешь ты делать, доколе не будешь истреблен, - и ты скоро погибнешь за злые дела твои, за то, что ты оставил Меня.

Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эсӗ вара Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫапла кала: манӑн аттем ҫул ҫӳрекен Арам ҫынни пулнӑ, Египета кайса, пысӑках мар ушкӑн ҫынпа унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнта унран аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса кайнӑ, те; 6. анчах Египет ҫыннисем пире хӗн-инкек кӑтартнӑ, пире хӗсӗрленӗ, йывӑр ӗҫпе тертлентернӗ; 7. вара эпир аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе йӑлӑнма тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа эпир йӗрсе йӑлӑннине илтнӗ, пирӗн асапӑмӑра, пирӗн йывӑр ӗҫӗмӗре, пире мӗнле пусмӑрланине курнӑ; 8. вара Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен [Хӑйӗн аслӑ тӗреклӗхӗпе тата] хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе, сехӗрлентерекен хӑрушлӑхсем ярса, паллӑсем кӑтартса, кӗтретсем туса [Хӑй] илсе тухнӑ, 9. ҫапла пире ҫак вырӑна илсе ҫитерчӗ, пире ҫак ҫӗре — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пачӗ; 10. акӑ ӗнтӗ эпӗ, эй Турӑҫӑм, Эсӗ мана панӑ ҫӗрӗмӗн, [сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗрӗн,] чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫӗсене илсе килтӗм, тесе кала.

5. Ты же отвечай и скажи пред Господом Богом твоим: отец мой был странствующий Арамеянин, и пошел в Египет и поселился там с немногими людьми, и произошел там от него народ великий, сильный и многочисленный; 6. но Египтяне худо поступали с нами, и притесняли нас, и налагали на нас тяжкие работы; 7. и возопили мы к Господу Богу отцов наших, и услышал Господь вопль наш и увидел бедствие наше, труды наши и угнетение наше; 8. и вывел нас Господь из Египта [Сам крепостию Своею великою и] рукою сильною и мышцею простертою, великим ужасом, знамениями и чудесами, 9. и привел нас на место сие, и дал нам землю сию, землю, в которой течет молоко и мед; 10. итак вот, я принес начатки плодов от земли, которую Ты, Господи, дал мне, [от земли, где течет молоко и мед].

Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Арҫынсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ чухне [вӗсенчен] пӗрин арӑмӗ упӑшкине ҫӑлас тесе пырсассӑн, аллине тӑсса, упӑшкине хӗнекене намӑс вырӑнӗнчен ярса илсессӗн, 12. унӑн аллине касса тат — куҫу [ӑна] хӗрхенсе ан тӑтӑр.

11. Когда дерутся между собою мужчины, и жена одного [из них] подойдет, чтобы отнять мужа своего из рук бьющего его, и протянув руку свою, схватит его за срамный уд, 12. то отсеки руку ее: да не пощадит [ее] глаз твой.

Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Кам та кам ҫураҫман хӗре тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, вӗсене асӑрхаса тытсассӑн, 29. хӗрпе выртнӑ ҫыннӑн хӗрӗн ашшӗне аллӑ [сикль] кӗмӗл памалла, хӗрӗ вара унӑн арӑмӗ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн лешӗ ӑна пӑсӑка кӑларнӑ; хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑл арӑмӗнчен уйӑрӑлаймӗ.

28. Если кто-нибудь встретится с девицею необрученною, и схватит ее и ляжет с нею, и застанут их, 29. то лежавший с нею должен дать отцу отроковицы пятьдесят [сиклей] серебра, а она пусть будет его женою, потому что он опорочил ее; во всю жизнь свою он не может развестись с нею.

Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫураҫнӑ хӗре кам та пулин хирте тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, арҫыннине ҫеҫ вӗлерме тытса памалла, 26. хӗрне вара нимӗн те ан ту; вӑл вилмелле усал ӗҫ туман: ӑна ҫапла хур кӑтартни кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине тапӑнса вӗлернипе пӗрех, 27. мӗншӗн тесессӗн арҫынни ӑна хирте тӗл пулнӑ, ҫураҫнӑ хӗр кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман.

25. Если же кто в поле встретится с отроковицею обрученною и, схватив ее, ляжет с нею, то должно предать смерти только мужчину, лежавшего с нею, 26. а отроковице ничего не делай; на отроковице нет преступления смертного: ибо это то же, как если бы кто восстал на ближнего своего и убил его; 27. ибо он встретился с нею в поле, и хотя отроковица обрученная кричала, но некому было спасти ее.

Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Кам та кам авланса арӑмӗ патне кӗрет те ӑна курайми пулать пулсассӑн, 14. ӑна пӑсӑлнӑ хӗр тесе, унӑн ятне ярса: «эпӗ ҫак хӗре качча илсе ун патне кӗтӗм те унӑн хӗрлӗхне тупмарӑм» теет пулсассӑн, 15. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗн хӗрлӗх паллисене хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне хапха патне илсе тухчӑр; 16. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗ аслӑ ҫынсене калатӑр: хамӑн хӗрӗме эпӗ ҫак ҫынна качча панӑччӗ те, [халӗ] вӑл ӑна курайми пулнӑ, 17. ӗнтӗ вӑл [ун ҫинчен]: «эпӗ санӑн хӗрӳн хӗрлӗхне тупмарӑм» тесе ят ярса ҫӳрет; ман хӗрӗмӗн хӗрлӗх паллисем акӑ, тетӗр.

13. Если кто возьмет жену, и войдет к ней, и возненавидит ее, 14. и будет возводить на нее порочные дела, и пустит о ней худую молву, и скажет: «я взял сию жену, и вошел к ней, и не нашел у нее девства», 15. то отец отроковицы и мать ее пусть возьмут и вынесут признаки девства отроковицы к старейшинам города, к воротам; 16. и отец отроковицы скажет старейшинам: дочь мою я отдал в жену сему человеку, и [ныне] он возненавидел ее, 17. и вот, он взводит [на нее] порочные дела, говоря: «я не нашел у дочери твоей девства»; но вот признаки девства дочери моей.

Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр; 24. урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ; 25. никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ.

22. Ибо если вы будете соблюдать все заповеди сии, которые заповедую вам исполнять, будете любить Господа, Бога вашего, ходить всеми путями Его и прилепляться к Нему, 23. то изгонит Господь все народы сии от лица вашего, и вы овладеете народами, которые больше и сильнее вас; 24. всякое место, на которое ступит нога ваша, будет ваше; от пустыни и Ливана, от реки, реки Евфрата, даже до моря западного будут пределы ваши; 25. никто не устоит против вас: Господь, Бог ваш, наведет страх и трепет пред вами на всякую землю, на которую вы ступите, как Он говорил вам.

Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе 18. вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине, 19. ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ; 20. санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ; 21. вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.

17. Если скажешь в сердце твоем: «народы сии многочисленнее меня; как я могу изгнать их?» 18. Не бойся их, вспомни то, что сделал Господь, Бог твой, с фараоном и всем Египтом, 19. те великие испытания, которые видели глаза твои, [великие] знамения, чудеса, и руку крепкую и мышцу высокую, с какими вывел тебя Господь, Бог твой; то же сделает Господь, Бог твой, со всеми народами, которых ты боишься; 20. и шершней нашлет Господь, Бог твой, на них, доколе не погибнут оставшиеся и скрывшиеся от лица твоего; 21. не страшись их, ибо Господь, Бог твой, среди тебя, Бог великий и страшный.

Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Е мӗнле те пулин турӑ, санӑн куҫу умӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗншӗн Египетра тунӑ пек — асапсем ярса, паллӑсем, хӑватсем кӑтартса, вӑрҫӑпа, тӗреклӗ аллипе, хӑватлӑ вӑйӗпе, хӑрушла сехӗрлентерсе — урӑх халӑх хушшинчен хӑй валли халӑх ҫӑлса тухма пикенсе пӑхнӑ-и?

34. или покушался ли какой бог пойти, взять себе народ из среды другого народа казнями, знамениями и чудесами, и войною, и рукою крепкою, и мышцею высокою, и великими ужасами, как сделал для вас Господь, Бог ваш, в Египте пред глазами твоими?

Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Тапранӑр, ҫула тухӑр, Арнон юхӑм шывӗ урлӑ каҫӑр; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей ҫыннине — тата унӑн ҫӗрне паратӑп; ҫав ҫӗре ярса илме хатӗрлен, унпа вӑрҫӑ вӑрҫ; 25. ҫак кунран тытӑнса Эпӗ тӳпе айӗнчи пур халӑха та сан умӑнта хӑратса та сехӗрлентерсе тӑрӑп; сан ҫинчен илтнисем чӗтресе, санран сехӗрленсе ӳкӗҫ, терӗ Турӑ.

24. Встаньте, отправьтесь и перейдите поток Арнон; вот, Я предаю в руку твою Сигона, царя Есевонского, Аморреянина, и землю его; начинай овладевать ею, и веди с ним войну; 25. с сего дня Я начну распространять страх и ужас пред тобою на народы под всем небом; те, которые услышат о тебе, вострепещут и ужаснутся тебя.

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӑрҫа ҫӳрекенсем халӑх хушшинчен пӗр ҫын юлми вилсе пӗтсессӗн, 17. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 18. эсӗ халӗ Моав чикки тӗлӗнчен, Ар хули тӗлӗнчен, иртсе пыратӑн, 19. аммонсем патне ҫывӑхарса ҫитрӗн; вӗсемпе хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӑл ҫӗре Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ; 20. вӑл рефаимсен ҫӗрӗ шутланнӑ; ӗлӗк унта рефаимсем пурӑннӑ; аммонсем вара вӗсене замзумимсем теҫҫӗ; 21. вӗсем — аслӑ та йышлӑ халӑх — Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене аммонсем умӗнчен пӗтерсе тӑкрӗ те, аммонсем вара, вӗсене хӑваласа ярса, вӗсен ҫӗрӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ, 22. Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсемшӗн те Вӑл ҫавӑн пекех тунӑччӗ, вӗсен куҫӗ умӗнчен хоррейсене пӗтерсе пӑрахнӑччӗ, Исав ывӑлӗсем вара, вӗсене хӑваласа кӑларса, вӗсен ҫӗрне вырӑнаҫрӗҫ, паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ; 23. Газа хули патне ҫитиех ларса тухнӑ ялсенче пурӑннӑ аввейсене те Кафтортан тухса килнӗ кафторимсем пӗтерсе тӑкрӗҫ те вӗсен вырӑнӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.

16. Когда же перевелись все ходящие на войну и вымерли из среды народа, 17. тогда сказал мне Господь, говоря: 18. ты проходишь ныне мимо пределов Моава, мимо Ара, 19. и приблизился к Аммонитянам; не вступай с ними во вражду, и не начинай с ними войны, ибо Я не дам тебе ничего от земли сынов Аммоновых во владение, потому что Я отдал ее во владение сынам Лотовым; 20. и она считалась землею Рефаимов; прежде жили на ней Рефаимы; Аммонитяне же называют их Замзумимами; 21. народ великий, многочисленный и высокий, как сыны Енаковы, и истребил их Господь пред лицем их, и изгнали они их и поселились на месте их, 22. как Он сделал для сынов Исавовых, живущих на Сеире, истребив пред лицем их Хорреев, и они изгнали их, и поселились на месте их, и живут до сего дня; 23. и Аввеев, живших в селениях до самой Газы, Кафторимы, исшедшие из Кафтора, истребили и поселились на месте их.

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Моавпа хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр; унӑн ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Ар хулине Эпӗ Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ, терӗ; 10. унччен унта эмимсем — аслӑ та йышлӑ халӑх, Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем — пурӑннӑ, 11. рефаимсем хушшинче вӗсем Енак ывӑлӗсем пек шутланнӑ; моавсем вара вӗсене эмимсем теҫҫӗ; 12. Сеир тӑвӗ ҫинче ӗлӗк хоррейсем пурӑннӑ; анчах Исав ывӑлӗсем вӗсене унтан хӑваласа ярса хӑйсен куҫӗ умӗнчен пӗтерсе тӑкнӑ та вӗсен вырӑнне вырӑнаҫнӑ — Израиль йӑхӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа еткерлӗхе панӑ ҫӗре йышӑннӑ пек вырӑнаҫнӑ; 13. ҫапла ӗнтӗ, тапранса тухӑр та Заред айлӑмӗпе иртӗр, терӗ Туррӑмӑр.

9. И сказал мне Господь: не вступай во вражду с Моавом и не начинай с ними войны; ибо Я не дам тебе ничего от земли его во владение, потому что Ар отдал Я во владение сынам Лотовым; 10. прежде жили там Эмимы, народ великий, многочисленный и высокий, как сыны Енаковы, 11. и они считались между Рефаимами, как сыны Енаковы; Моавитяне же называют их Эмимами; 12. а на Сеире жили прежде Хорреи; но сыны Исавовы прогнали их и истребили их от лица своего и поселились вместо их - так, как поступил Израиль с землею наследия своего, которую дал им Господь; 13. итак встаньте и пройдите долину Заред.

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара эсир, кашниех пилӗкрен хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне ҫакса ярса, ӑссӑрла, ту ҫине улӑхса кайма шухӑш тытрӑр.

И препоясались вы, каждый ратным оружием своим, и безрассудно решились взойти на гору.

Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вӑрҫӑра пулнисем ярса илнӗ тупӑшран тапӑра ҫакӑн чухлӗ илсе килнӗ: вак выльӑх — ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин пуҫ, 33. шултӑра выльӑх — ҫитмӗл икӗ пин пуҫ, 34. ашак — утмӑл пӗр пин пуҫ, 35. ҫынсен, арпа хутшӑнман хӗрарӑмсен, шучӗ мӗнпурӗ вӑтӑр икӗ пин чун пулнӑ.

32. И было добычи, оставшейся от захваченного, что захватили бывшие на войне: мелкого скота шестьсот семьдесят пять тысяч, 33. крупного скота семьдесят две тысячи, 34. ослов шестьдесят одна тысяча, 35. людей, женщин, которые не знали мужеского ложа, всех душ тридцать две тысячи.

Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ; 8. вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ; 9. мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ, 10. вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ; 11. ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 12. тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.

7. И пошли войною на Мадиама, как повелел Господь Моисею, и убили всех мужеского пола; 8. и вместе с убитыми их убили царей Мадиамских: Евия, Рекема, Цура, Хура и Реву, пять царей Мадиамских, и Валаама, сына Веорова, убили мечом [вместе с убитыми их]; 9. а жен Мадиамских и детей их сыны Израилевы взяли в плен, и весь скот их, и все стада их и все имение их взяли в добычу, 10. и все города их во владениях их и все селения их сожгли огнем; 11. и взяли все захваченное и всю добычу, от человека до скота; 12. и доставили пленных и добычу и захваченное к Моисею и к Елеазару священнику и к обществу сынов Израилевых, к стану, на равнины Моавитские, что у Иордана, против Иерихона.

Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

52. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 53. вӗсене ят тӑрӑх еткер ҫӗр уйӑрса памалла; 54. йышлӑраххисене ҫӗрне нумайрах пар, сахал йышлисене ҫӗрне сахалрах пар, кашни йӑха шута кӗнӗ ҫын шутӗнчен шайласа ҫӗр памалла; 55. ҫӗре шӑпа тӑрӑх уйӑрмалла, кашнийӗн хӑйӗн еткер пайне ӑру пуҫӗнчи ашшӗ ячӗпе уйӑрнӑ ҫӗртен илмелле; 56. пысӑк йышлӑ ӑру-и, сахал йышлӑ ӑру-и — вӗсенӗн еткер ҫӗрне шӑпа ярса пайламалла.

52. И сказал Господь Моисею, говоря: 53. сим в удел должно разделить землю по числу имен; 54. кто многочисленнее, тем дай удел более; а кто малочисленнее, тем дай удел менее: каждому должно дать удел соразмерно с числом вошедших в исчисление; 55. по жребию должно разделить землю, по именам колен отцов их должны они получить уделы; 56. по жребию должно разделить им уделы их, как многочисленным, так и малочисленным.

Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Иаков йӑхӗнче ҫурални хулана ярса илӗ, ӑна тӗппипех пӗтерӗ.

19. Происшедший от Иакова овладеет и погубит оставшееся от города.

Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех