Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хальхинче сăмах пирĕн базăра пур.
хальхинче (тĕпĕ: хальхинче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, хальхинче эпӗр ҫӗнтереймесен те, пире тӗнчери ылттӑн миххи пусарса хурас пулсан та, пурпӗрех пирӗн революци урӑх чухне мар, хальхи вӑхӑтра кирлӗ япала.

Если даже мы на этот раз не выдержим и мировой мешок с золотом задавит нас, то все равно наша революция является необходимой именно теперь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тата тепӗр икӗ уйӑхран вӑл каллех хут илнӗ, хальхинче унтан масонсен ушкӑнӗнче тӑнипе тӑманни ҫинчен тата ытти кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен ыйтса пӗленҫи пулнӑ, юлашкинчен вара, вӑл хӑй масонсен ушкӑнӗнче тӑманни ҫинчен пӗлтерсен, 5-мӗш уйӑх ҫине кайсан, ӑна хӑй ыйтнӑ ҫӗре ямалла тунӑ.

Еще через 2 месяца он получил запрос, не принадлежит ли он к масонским ложам, и еще подобного рода формальности, и после отрицательного ответа наконец на 5-й месяц вышло его определение.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Штабс-капитан тӗшмӗше ӗненекен ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ӗҫ умӗн хӗрарӑмсемпе ҫӳренӗшӗн пысӑк ҫылӑх пулать тесе шутланӑ, анчах хальхинче вӑл хӑйне хӑй юриех хӗрарӑмшӑн пӗтсех каякан этемле тыткаларӗ, вӑл ун пек этем иккенне Гальцин князь та, Калугин та ӗненмерӗҫ пулас, пуринчен ытла ку хӗрлӗ тутӑрлӑ хӗре тӗлӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен вӑл штабс-капитан хӑйсен чӳречи умӗпе иртсе пынӑ чух хӗреле-хӗреле кайнине пӗр хут кӑна мар асӑрханӑ.

Штабс-капитан был суеверен и считал большим грехом перед делом заниматься женщинами, но в этом случае он притворился большим развратником, чему, видимо, не верили князь Гальцин и Калугин и что чрезвычайно удивляло девицу в красном платочке, которая не раз замечала, как штабс-капитан краснел, проходя мимо ее окошка.

3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Анчах хальхинче Власьевна патӗнче кухньӑра: шкула варалама юрамасть, тепӗр эрнерен сентябрӗн пӗрремӗшӗ ҫитет.

Только на этот раз у Власьевны в кухне: в школе пачкать нельзя, через неделю первое сентября.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хальхинче ӑна казаксем нимӗн чӑрмавсӑрах кӑларса ячӗҫ.

Он беспрепятственно вышел за линию казачьего оцепления.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хальхинче Кольхаун итленӗ.

На этот раз Кольхаун повиновался.

IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Норд яланах хӑрушӑ пулмасть, анчах хальхинче ку мана хытах пӑшӑрхантарать.

Норд не всегда бывает страшен, но этот…

IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хальхинче вара ку мӗнле шӑна сӗрленине Бенедикт пичче уйӑрса илеймерӗ-ха, анчах, сассинчен шутласан, вӑл темле пысӑк шӑна пулмалла пек туйӑнчӗ.

И вот жужжание этого насекомого показалось кузену Бенедикту незнакомым, а судя по его силе, оно должно было исходить от какого-то гиганта.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Магомельте Ливингстона чир тепӗр хут, хальхинче сакӑрвунӑ куна, ураран ӳкерет.

В Мамогеле болезнь снова свалила Ливингстона с ног на восемьдесят дней.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах Муани-Лунгӑран ҫунса пӗтеймен темиҫе шӑмӑ ҫеҫ юлнипе хальхинче урӑхла тумалла пулчӗ.

Но на этот раз, поскольку от Муани-Лунга осталось лишь несколько обуглившихся костей, пришлось поступить по-иному.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫара кайма ят тухсан вара (хальхинче те хӑй ҫара кайсах пӗтессе ӗненсех ӗненмерӗ-ха йӗкӗт), мачча каштине пуртӑпа лачӑрт картса хунӗ евӗр, ӑшӗнче ҫирӗп тӗвӗ туса хучӗ: «Дина унӑн арӑмӗ пулать…»

Когда пришла повестка в армию (он не очень-то поверил, что возьмут его на этот раз в армию после таких переломов), он твердо сказал отцу: «Дина будет его женой…»

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук, каласа ӑнлантарапах эпӗ ӑна хальхинче, каласа ӑнлантарапах.

Нет, надо объяснить…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Анчах хальхинче эпӗ физикӑпа математика факультетне кӗретӗп, — пӗлтерчӗ Оля.

— Но теперь я пойду на физико-математический факультет, — заявила Оля.

Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хальхинче вара вӑл малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех кирлӗ пек асӑрханман…

На этот раз — что случалось с ним не часто — он был неосторожен с самого начала и до конца.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Хальхинче вӑл вӑрахчен тӑна кӗреймесӗр выртрӗ, юлашкинчен куҫӗсене уҫсан вара ывӑлӗ унӑн сулахай аллипе тӑрмашнине курчӗ.

На этот раз беспамятство продолжалось дольше, и он пришел в себя, когда мальчик возился с его левой рукой.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Хальхинче ӗнтӗ эпӗ вӗсене виҫӗ пин долларлӑх ӳкеретӗпех, унтан пӗртте кая мар, — терӗ Бен хӑйне хӑй, сывлӑш хӑмписене шавлӑн кӑларса ярса.

— На этот раз, — сказал он себе, шумно выпуская пузырьки воздуха, — я уж наснимаю их не меньше чем на три тысячи долларов.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

— Эпӗ ав пакша йывӑҫ тӑррине хӑпарнине куратӑп, — шутласа кӑларать хальхинче Маняша та, — пирӗн Оля пекех хӑпарать.

— Я вижу, белочка на дерево карабкается, — придумывает уже и Маняша, — карабкается, как наша Оля.

Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Чӗмпӗрте ӗнтӗ Ульяновсен ҫемйи тӑваттӑмӗш хут ҫӗнӗ хваттере, хальхинче хӑйсен ҫуртне куҫрӗ.

Пятый раз переезжала семья Ульяновых в Симбирске на новую квартиру, но на этот раз переезжала в свой дом.

Ҫӗнӗ ҫурт // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хальхинче вӑл шлюпка ҫинелле ҫӗмрен пек пычӗ.

На этот раз он стремительно понесся прямо на шлюпку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах хальхинче Халл капитан сунар хыҫҫӑн типҫӗр ҫине тухса ӗҫе вӗҫлеме каялла таврӑнасси ҫинчен шутлама та пултараймарӗ.

Но теперь капитан Халл и думать не мог после охоты повернуть обратно к суше, чтобы закончить эту операцию.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех