Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ку ҫӗршыва ютран килнӗ тӑшмансем тытса тӑнине те каласах хӑварас пулать.А надо сказать, что страной этой правили чужеземные захватчики.
Куҫсаҫӳрен икӗ ҫын ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Парнесенчен тӗлӗнсе кайнӑ султан, хӑй килӗнчи ҫынсене ҫав пуканесем пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлме хушать.Подивился султан подарку и повелел придворным узнать, чем отличается одна кукла от другой.
Виҫӗ ылтӑн пукане ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Эпӗ вӑл мӗн хак тӑнине каласа парӑп, вара эсир те чӗррӗн юлма пултаратӑр, — тенӗ пӗррехинче ҫав старик хӑйӗн юлташӗсене.Я скажу, как велика ему цена, и спасу вашу честь, — сказал он своим товарищам.
Пӗр бадшах хӑй хакне пӗлни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вулакан «пӗр бадшах хӑй хакне пӗлни ҫинчен» юмахра манархӑн хакӗ катӑк ҫур пус кӑна тӑнине пӗлет, «Раджапа унӑн визирӗ ҫинчен» юмахра — Раджа хӑйне пӑхакансене мӗнле хисеплет, вӗсем те ҫавӑн пекех хисеп тунине курать.
Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Унӑн тӗррисем ҫине тимлӗрех пӑхсан ӑстаҫӑ пиҫиххийӗ тӑршшӗпех ҫирӗп йӗрке тытса тӑнине куратӑн.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Сӑнаса тӑнӑ чухне ҫав тери шухӑша кайнипе, хыҫалтан, тепӗр енчен, фабрика енчен, виҫҫӗн пырса тӑнине Михальчук сисмерӗ те.
XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл ӑна халӑх хушшинче тӑнине курчӗ, Василий малалла ыткӑннӑ чухне, Тараса тытнӑ чухне унан тӗксӗмленнӗ куҫӗсем ҫинчи ҫӑмламас куҫхаршисем пӗрӗннине те вӑл асӑрхарӗ.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫапла вара, хуть те ӑҫтан пырсан та пӗр-пӗр этажран анатӑри-и, е директор кабинетӗнчен тухаканни пулать: ҫав бак патӗнче айӑпли тӑнине куратех.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл эпир пур те хӑйӗнчен йӗрӗнсе тӑнине асӑрхаман пек ҫӳрет, кашниех хӑйне тав тутӑр тесе, пурне те юрама тӑрӑшрӗ.
XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах вӑл пуҫри ӑстӑнне ҫухатмарӑр, ыттисене хӑйсемшӗн мӗн тери асаплӑх ҫитсе тӑнине ӑнланса иличчен, хӑйӗн малашнехи ӗҫӗсен планне улӑштарма та ӗлкӗрчӗ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫак ылханлӑ ҫынсем хушшинче хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫип ҫинче тытӑнса тӑнине пӗлмесӗр тӑман пулин те, вӑл хӑйне хӑй канлӗ тыткалать.
XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тен эсир доктор, колледжран вӗренсе тухнӑ доктор кунсерен хамӑр пата килсе тӑнине нимӗн вырӑнне те хумастӑр пулӗ?Может быть, вы ни во что не ставите ежедневные визиты доктора, доктора, окончившего колледж?
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хамӑр тимӗр тӑлӑсемпе сулланса тӑнине, пирӗн ҫинче ҫӑхансем явӑннине ҫаплипех куратӑп эпӗ.Так и вижу, как болтаемся мы в железных оковах, а над нами кружат вороны.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хамӑн тивӗҫлӗхе чакарас мар тесе, эпӗ пиратсене хам вӗсене сӑнаса тӑнине систересшӗн пулмарӑм.Не желая уронить свое достоинство, я не хотел, чтобы пираты заметили, что я наблюдаю за ними.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫакна эсӗ мӗнле туни ҫинчен пӗлместӗп, анчах карап тӗрӗс тӑнине тата сиен курманнине шанатӑн.Как ты это сделал, я не знаю, но я уверен, что корабль цел и невредим.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Кунта ӗҫ мӗнре тӑнине эпӗ тӗтреллӗн ӑнланма пуҫларӑм.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ суднона хӑрушлӑх хӑратса тӑнине куртӑм.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ хама мӗн тери хӑрушлӑх хӑратса тӑнине манса кайнӑ та, сылтӑм енчи борт урлӑ пӗшкӗнсе, карап пуҫӗ айӗнче шыв мӗнле кӑпӑкланнине пӑхрӑм.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Кунта эпӗ вӗсен тавра палуба хӑмисем ҫинче юн йӑрӑмӗсем хуралса тӑнине асӑрхарӑм та, вӗсем ӳсӗр пуҫпа ҫапӑҫнӑ чухне пӗрне пӗри ҫӗҫӗсемпе чикнӗ пулӗ, тесе шутларӑм.
XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сильвер куҫран ҫухалсанах, ун ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑракан капитан, пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ те, постра пӗр пӗччен Грэй тӑнине ҫеҫ асӑрхарӗ, чи малтанхи хут эпир капитан мӗнле ҫиленнине куртӑмӑр.
XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.