Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апат тунӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр кӗпе вӗҫҫӗн аслӑк айне тухать те, ҫавӑнтах Гапкӑна икӗ дыня илсе килме хушать.

Как только отобедает и выйдет в одной рубашке под навес, сейчас приказывает Гапке принести две дыни.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Шӑрӑх пула пуҫласан, Иван Иванович бекешипе аялти тумтирне хывать те, кӗпе вӗҫҫӗн кӑна юлса, картишӗнче те урамра мӗн пулса иртнине пӑхса, аслӑк айӗнче канса выртать.

Иван Иванович, когда сделается слишком жарко, скинет с себя и бекешу и исподнее, сам останется в одной рубашке и отдыхает под навесом и глядит, что делается во дворе и на улице.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Кризогон, хуҫи вилнӗшӗн пит куляннипе урӑх ӗҫе пурне те манса кайнӑскер, ҫырӑва нимӗн пӑхмасӑрах туникӑпа кӗпе хушшине хурса, каллех хӑйӗн господинӗн ӳчӗ патӗнче малалла тӑрмашрӗ.

Хризогон, бывший вне себя от горя, машинально взял письмо и, не обратив на него никакого внимания, положил его между туникой и рубашкой, продолжая хлопотать около тела своего господина и благодетеля.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Йӗмне унне хулӗ урлӑ кӗпе ҫийӗнех пиҫиххи пек ансӑр кӑна пусма-таварпа ҫакса янӑ, унӑн вӗҫне пысӑк перламутр тӳмерен ҫаклатнӑ.

Штаны у него держатся на помочах — перекинутой через плечо поверх рубашки узкой матерчатой ленте, застегнутой на огромную перламутровую пуговицу.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Юнашарах, ҫул ҫинче, чечеклӗ кӗпе тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать, кӑвак куҫӗсем унӑн ачасем ҫине кулса пӑхаҫҫӗ.

Рядом на дорожке стоит молодая женщина в цветастом платье и смеющимися серыми глазами смотрит на них.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя апатланатчӗ те юлташӗсем патне тухса чупатчӗ, вӑл каялла килнӗ ҫӗре амӑшӗ мӗн те пулин ҫӗлетчӗ е кӗпе ҫӑватчӗ.

Костя наедался и убегал к товарищам, а когда возвращался, мама что-нибудь шила или стирала.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗр пӑрӑхӗ ҫинче матроссенни пек йӑрӑм-йӑрӑмлӑ кӗпе типет, тепри ҫинче — хура шӑлавар.

На одной из труб сохнет тельняшка, на другой черные брюки.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫарти пек, похода кайнӑ пек: трусы те кӗпе.

По-боевому, по-походному: трусы и рубашку.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Унӑн чӗркуҫҫийӗсем те ури тупанӗсем пекех ашланса кайрӗҫ, вӑл вӗсене кӗпе татӑкӗсемпе ҫыха-ҫыха сиплесе пычӗ пулин те, ун хыҫӗнчи чулсемпе мӑк ҫинче ҫӗлен евӗр авкаланса пыракан юнлӑ йӗр выртса юла пуҫларӗ.

Колени человека были содраны до живого мяса, и ступни тоже, и хотя он оторвал две полосы от рубашки, чтобы обмотать их, красный след тянулся за ним по мху и камням.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ӑна Тускуб хӗрӗн кӗпе арки ҫут тӗнчерен уйӑрнӑ.

Весь свет ему закрыло подолом тускубовой дочки.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫил унӑн кӗпе аркине силлет.

Ветер подхватил её подол.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ Лось курать: Аэлита ун хул пуҫҫи таран, ҫинҫе те ҫӑмӑл — хӗр ача пек, унӑн сарлака кӗпе арки тӗкӗрле мозаика тӑрӑх вӗлкӗшет.

Теперь Лось рассмотрел, что Аэлита была ему по плечо, тонкая и лёгкая, как девочка, подол её широкого платья летел по зеркальной мозаике.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ман ҫири кӗпе ҫӗрсе ҫӗтӗлет ав, виҫҫӗмӗш уйӑх ҫарамас ҫӳретӗп.

На мне рубашка сгнила, третий месяц хожу голый.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пьерон кӗпе ҫаннисем чавса таранах татӑлса ӳкнӗ, шурӑ пудра та унӑн пит-куҫӗнчен сирпӗнсе тӑрать.

У Пьеро по локоть были оторваны рукава, белая пудра осыпалась со щёк.

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Мальвина питех те илемлӗ кӗпе тӑхӑнса ячӗ.

Мальвина была одет в хорошенькое дорожное платье.

Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Мальвина таса кӗпе тӑхӑнмашкӑн чупрӗ.

Мальвина побежала переодеваться.

Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Артемон хытӑ вӗрсе пычӗ те, Пьерона кӗпе ҫухинчен ярса илсе, силлеме пуҫларӗ.

Подскочивший с громким лаем Артемон схватил Пьеро за шиворот и начал трясти.

Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино Пьерона кӗпе ҫаннисенчен ярса илчӗ те, чечексемпе витӗнсе тӑракан чӑтлӑха сӗтӗрсе кайрӗ.

Буратино схватил Пьеро за рукав и потащил его в заросли мимозы, покрытой цветами в виде круглых жёлтых пахучих пупырышков.

Буратино Ухмахсен Ҫӗршывӗнчен тарать те, инкек-синкек тӗлӗшпе, хӑйӗн юлташне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино ун патнелле ӳпӗнсе пӑхрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ; вӑл вӑрӑм ҫанӑллӑ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ Пьеро пулчӗ иккен.

Буратино наклонился над ним и с удивлением увидел, что это был Пьеро в белой рубашке с длинными рукавами.

Буратино Ухмахсен Ҫӗршывӗнчен тарать те, инкек-синкек тӗлӗшпе, хӑйӗн юлташне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Картонран тунӑ йывӑҫ хыҫӗнчен вӑрӑм ҫанӑллӑ, вӑрӑм шурӑ кӗпе тӑхӑнса янӑ пӗчӗк ҫын сиксе тухрӗ.

Из-за картонного дерева появился маленький человечек в длинной белой рубашке с длинными рукавами.

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех