Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫалӑха ертсе пыракансене, кунта ӗҫлекенсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Боредский (Пинер округӗ), Пинер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Шуйский, райадминистрацин ялхуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Н.Николаев, районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн директорӗ В.Нестеров, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши, историк-таврапӗлӳҫӗ, «Деревни на Анише» кӗнеке тата ытти нумай кӗнекесен авторӗ А.Святсков килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Марафон пухмачне ҫак кун чи малтанах хӑйсен тӳпине ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем, районти тӗрлӗ предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителӗсем хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Аслӑ хӗрӗ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кӑҫал вӗри шыв ыйтӑвне татса парасса ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ шантарсах каларӗ – апла пулатех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пурӗ 26 млн тенкӗ кирлӗ, хальлӗхе ял тӑрӑх администрацийӗ 11 млн тенкӗ палӑртнӑ, ӑнлантӑр ӗнтӗ, ку кӑна ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа та ыйтӑва пӗр ҫулта кӑна татса пама май килмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ял тӑрӑх пуҫлӑхне панӑ тепӗр ыйту вӗри шывпа ҫыхӑннӑ, «Советская» урамра пурӑнакансем хутса ӑшӑтакан сезон вӗҫленсенех вӗри шывсӑр аптӑрама пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗнчен Александр Ивановран, райадминистрацин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнчен Борис Романовран, Кӳкеҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗнчен Владимир Вершининран, надзор ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн дознавателӗнчен Геннадий Димитриевран йӗркеленнӗ ушкӑн Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хальлӗхе ҫамрӑк специалиста пӗтӗмпех тивӗҫтерет: ӗҫ те, мӗншӗн тесен техникӑпа вӑл пӗчӗкренех кӑсӑкланнӑ; шалу та; ял пурнӑҫӗ те…

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак утӑма тума ӑна ял хуҫалӑх предприятийӗнче практикӑра пулни те хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Аякра вырнаҫнӑ Коснар, Хыркасси, Тренккасси, Мӑштавӑш ял ачисем килӗсене хӗлӗпех шкулти йӗлтӗрсемпе ҫӳренӗ, хӑйсен ӑсталӑхне ӳстерсе пырса сывлӑха ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Унтан ял канашне совет ӗҫӗсен специалисчӗн должноҫне сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чӑрӑшкасси ял тӑрӑх администрацийӗ тата шкул, вырӑнти депутатсем вӗсене ҫапла майпа канма тӑтӑшах май туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Район больницин, Янӑш ял тӑрӑхӗн, «Теплоэнергосети» ООО ветеранӗсем те дистанцие парӑнтарса пьедестал ҫине хӑпарма тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӗрарӑмсенчен чи маттуррисем Лапсар ял тӑрӑхӗн, «Теплоэнергосети» ООО, Кӳкеҫ лицейӗн командисем пулни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Арҫын командисенчен Янӑш, Лапсар ял тӑрӑхӗсен, «Теплоэнергосети» ООО командисем палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Уява ку ял ҫыннисем пӗве хӗрринчи беседка умӗнче ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Моряксем парӑнмаҫҫӗ», – терӗ те ял старости Николай Трофимов пӗр пӑтлӑ икӗ кире пуканне ним мар 21 хут ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫавӑнпа та пирӗн ял ҫыннисене ҫывӑхрах пулма тӑрӑшмалла, яланах чунтан юрламалла.

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӗсене пула ял ҫапах «сывлакалать».

Куҫарса пулӑш

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Тралькасси, Хӗрлӗ Чутай, Акчикасси ял тӑрӑхӗсем, «Хӗвел» ача сачӗ ҫунисене ыттисенчен ытларах капӑрлатнипе палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех