Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех 2023 ҫулта Патшалӑх Канашӗ Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗ ҫумӗнчи законодательсен Канашне федераллӑ саккунсен 7 проектне тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh

Ҫавӑн пекех ҫурт-йӗр туянма паракан социаллӑ тӳлеве илме пултарассин переченьне те анлӑлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh

Ҫавӑн чухлӗ йыша округри культура керменӗ тахҫантанпах йышӑнман.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Старта Вӑрмар округӗнчи шкулсенче вӗренекенсем, ҫавӑн пекех аслӑрах ӳсӗмри ҫӑмӑл атлетсем те тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетсем ӑмӑртнӑ // Надежда ШИШКИНА. http://gazeta1931.ru/urmary/11948-c-m-l- ... tsem-m-rtn

«Спорт — пурнӑҫ норми» проект шайӗнче массӑллӑ спорт аталанать, ҫавӑн пекех физкультурӑпа туслӑ пулма условисем лайӑхланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетсем ӑмӑртнӑ // Надежда ШИШКИНА. http://gazeta1931.ru/urmary/11948-c-m-l- ... tsem-m-rtn

Ҫавӑн пекех педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Людмила Михайловна Чернова та палӑк умне тухса алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытма тивнӗ педагогсен, малалла вӗренме шутланӑ Вӑрмарти шкултан вӗренсе тухнӑ выпускниксен ӗмӗчӗсем пӗр шелсӗр татӑлни пирки каларӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла указка вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытнисене асӑнса // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11959-alla-u ... ene-as-nsa

Ҫавӑн пекех Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11 В класра вӗренекен Артем Петров та Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тыткӑнлакан сӑмахсем каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Ҫавӑн пек хастар ҫынсем ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, ҫамрӑк ӑрура патриот туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Пирӗн республикӑра паянхи куна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 65 ветеран, тӑлӑха юлнӑ 988 хӗрарӑм, ҫула ҫитмесӗр тӑшмансен пусмӑрӗнче пулнӑ 26 паттӑр, «Блокадӑри Ленинградра пурӑнакан» паллӑна тивӗҫнӗ 24 ҫын, ҫавӑн пекех 2 пин ытла тыл ӗҫченӗ пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Пӗчӗк пӳ-силлӗ, чӑп-чӑмӑр хулҫурӑмлӑ, тин кӑна шуратнӑ ҫарӑк евӗр яка хӗрарӑм яш хурӑн айне пырса тӑнӑ-тӑман таҫтан пӗр ӑстрӑм ҫил пырса тухать, лапсӑркка хурӑна кӗҫ-вӗҫ ҫулҫӑсӑр хӑварас пек чаштӑртаттарса, мӗнле килнӗ ҫавӑн пекех хӑвӑрт лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑп та лӑп ҫавӑн чух ҫывӑхрах анине шӑтӑр-шӑтӑр, тимлӗ ҫыхса шыва янӑ целлофан миххе асӑрхать вӑл, вара, тепре ывӑҫланӑ шыва сапса, асӑрханса михӗ патне пырать, ӑна ҫӗклесе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавӑн пекех «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула тӑрӑхӗ» наци проекчӗпе нумай хваттерлӗ ҫуртра сусӑр ҫынсем валли 3 пандус вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

Ҫавӑн пекех поселокри тӗп площадь те «Хӑтлӑ хула тӑрӑхне йӗркелесси» программӑпа ҫӗнелсе улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

Культура ҫурчӗн заведующийӗ Андрей Иванович Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, республика пулӑшнипе кӑҫал клуб валли 658 898 тенкӗлӗх аппаратура /колонкӑсем, сабвуфер, микрофонсем тата ытти те/, ҫавӑн пекех чӑваш кӗписем заказ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Ҫавӑн пекех «Культура» наци проекчӗ пурнӑҫланнипе ялсенче 11 клуб хута янӑ, Ҫӗрпӳре республикӑри пӗрремӗш Культура аталанӑвӗн центрне уҫнӑ, 3 клуба тата ачасен 9 искусство шкулне тӗпрен юсанӑ, 8 автоклуб туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн С.В. Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Н.И. Пуклакова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем, СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. СССР спорт мастерӗсене С.С. Уливанова тата Н.А. Сейфуллина асӑнса самбо енӗпе турнирсем, Олимп чемпионӗн В.С. Соколовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн бокс енӗпе турнир йӗркелетпӗр. Унсӑр пуҫне йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн Вӑрмар округӗн чемпионачӗсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хушшинче «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» фестивальсем, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн мини-футбол енӗпе турнир тата ытти мероприятисем те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

«Спорт — пурнӑҫ норми» проект пурнӑҫланнӑ май массӑллӑ спорт аталанса халӑх хушшинче анлӑ сарӑлать, ҫавӑн пекех ҫынсене физкультурӑпа туслӑ пулма условисем лайӑхланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ҫавӑн пекех Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакансене паллӑ пулӑм ячӗпе Тикашри территори пайӗн пуҫлӑхӗ Валерий Нарсов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн культура аталанӑвӗн тата библиотека ӗҫӗсен центрӗн директорӗ Алена Саминова, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн строительствӑпа территорисен аталанӑвӗн управленийӗн строительствӑпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн пайӗн начальникӗн заместителӗ Екатерина Иванова ӑшшӑн саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Ҫавӑн пекех савӑнӑҫлӑ хыпар — Вӑрмар округне 9,5 миллион тенкӗлӗх ҫӗнӗ автотранспортпа — автоклубпа тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Ҫавӑн пекех Вӑрмарти тӗп библиотекӑн методикӑпа библиографи уйрӑмӗн заведующийӗ Татьяна Федорова округри библиотекӑсен ӗҫне тишкерсе хакларӗ, 2024 ҫулхи задачӑсене палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех