Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уншӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ӗнтӗ вӑл — эсӗ ҫынсем пек пулмарӑн, сӑнчӑрна татса кайма тӑрӑшрӑн, сана уншӑн тирпейлессе те урӑхла тирпейлетпӗр тени пулать пулмалла.

Будто кто-то хотел сказать, мол ты был не как остальные люди, пытался разорвать цепи, за то тебя и похороним по-другому.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тата ыйт: хам анана эпӗ Эрнюк пиччесен лашипе сухаларӑм, уншӑн эпӗ ӑна авӑн ҫапнӑ чух ӗҫлесе пама пулнӑ.

— Нет, ты у него спроси, я вот этот самый надел вспахал да засеял на Эрнюковых лошадях, а после отработал за это у него на молотьбе.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уншӑн вараланма та…»

Стоит ли из-за нее пачкаться?

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ сана уншӑн пӗр япала каласа парӑп».

А я зато тебе расскажу такое…

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Выртмари лашасене утланса тарасси е ҫывӑракан хуҫисем урлӑ каҫса кӗрсе тимӗр ҫӑрапа питӗрнӗ кӗлете уҫасси уншӑн чи ҫӑмӑл ӗҫ пулнӑ.

Для него пустячным делом было оседлать лошадь и, переступив на ней через хозяина, увести из ночного, проще простого он мог открыть любой железный замок.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тавтапуҫ сана уншӑн.

И спасибо тебе за это!

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫук, уншӑн мар.

— Не-ет, не за этим.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вара уншӑн мӗн тӑвас пулать манӑн?»

— Что я тебе за это должен?

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн калаҫмалли пур уншӑн».

— Ладно, чего уж там…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уншӑн эсе пирӗн уй-хирсенче, вӑрмансенче, ҫарансенче, ҫырмасенче хӑвӑн пуянлӑхна ӳстер, ял ҫыннисем яланах тутӑ та сывӑ, выльӑх-чӗрлӗхӗсем ӗрчевлӗ пулччӑр».

За это и ты нас не обдели добром: взрасти свои богатства на полях, в лугах, лесах наших; в водах разведи несметную рыбу, пусть мои сельчане сыты и здоровы будут; пусть год от году плодится у них скот на подворье…

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тӗрӗс, — савӑнса ӳкрӗ Яка Илле, — уншӑн эсӗ те айӑплӑ, ватта сулӑнтӑн пулас.

— Верно, верно, — обрадовался вдруг Илле, — Только в этом, пожалуй, ты виноват в первую голову, стареешь, видать…

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ара-а-а, уншӑн ма ҫилленес, вӑл халь тин тухнӑ йӑла мар, ӑна ваттисем ҫапла хушса хӑварнӑ.

— Зачем сердиться, это не нами придумано, старики нам заказывали этот обычай.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Парас, парас, ачасем, уншӑн чухӑна юлас ҫук, вӑл авалхи йӑла, пиртен тухнӑ йӑла мар», — тесе карчӑк нӳхреп лаҫҫине кӗрсе кайрӗ, ачасене икӗ ҫӑмарта, ҫур услам ҫу, пӗр ывӑс пӑри кӗрпи илсе тухса пачӗ.

— Дать, дать надо, ребятки, от этого не обеднеем, обычай этот не от нас, издревле идет, отчего ж не почтить, — приговаривает старушка и выносит из погребницы два яйца, половину головки масла, горсть полбенной крупы — для жертвенной каши.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уншӑн хаклӑрах параҫҫӗ тетни пасарта?

Что, за это на базаре дороже, что ли, дадут?

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫук, уншӑн мар вӑл.

Нет, не из-за этого.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чи ҫывӑх хула — Шупашкар та уншӑн ҫичӗ тинӗс леш енчи юмахлӑ ҫӗр-шыв пек туйӑнса тӑрать.

Самый ближний город Чебоксары представляется ему сказочной землей за семью морями.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вырсарни пасарӗпе Мӑнарни пасарӗ чухах уншӑн.

Воскресный базар в Ишаках да субботний в Хурагасах для него пока самые что ни на есть подходящие.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлтерчӗ халь Ваҫлей хӗре: «Баронӑн вӑхӑчӗ хӑрушӑ, — Чӗр вилӗм хатӗрленӗ уншӑн, — Васкас тӗл пулмалли ҫӗре».

Куҫарса пулӑш

XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫук, ҫук, ӑна каҫараймастӑп, Ан ыйт та уншӑн эс манран, Хам чӗрене эп чараймастӑп…

Куҫарса пулӑш

XXXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Барон пӗлет: нихҫан та уншӑн Чечек чун алӑкне уҫмасть — Ҫуралнӑ тӗнчене ҫак куншӑн Вал урӑх пурнӑҫа куҫмасть.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех