Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне 214 ялти 55 пин ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ.

По состоянию на 12 декабря без света сидят 55 тысяч жителей в 214 деревнях.

79 ялта электроэнерги ҫук-ха // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33701.html

Ҫак вӑхӑтра хурӑнлӑ ҫул тӑрӑх утса пыракан сӑран сумкӑллӑ хӗрача Алимпи тӗлне ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Тракторист, вӑл тӑнине курса пулас, ун тӗлне ҫитсен, тӳрех чарӑнчӗ.

Тракторист, видимо, увидев, сразу же остановился возле него.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Агнис Улькасен тӗлне ҫитрӗ.

Агниссия дошла до дома Ольгиевых.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ку ӗҫ пӗр ӗмӗтленмен ҫӗртен ун тӗлне килчӗ.

Эта работа свалилась на нее неожиданно.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Акӑ вӑл, ирхине ялхуҫалӑх министерстви тӗлне ҫитрӗ те, пирусне сӳнтерсе ҫурт ҫумӗнчи урнӑна пӑрахрӗ.

Вот он утром подошел к Министерству сельского хозяйства, потушил сигарету и бросил в урну возле здания.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Мӗскӗн чӗрем тӗлне хуйхӑрмалли тупӑнсах тӑрать…

Куҫарса пулӑш

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑри чӗрчунсем уртаракан чирпе асапланнӑ 20 тӗслӗхе - пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен чылай нумайрах - шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Хӑйсен тӗлне машина чарӑннине асӑрхаса, Ваҫук аслашшӗпе амӑшӗ те урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Ах, ачам, мӗнле ырӑ ҫынсем тӗлне пулнӑ эсӗ, вилес ҫӗртен ҫӑлса хӑварнӑ-ҫке, — терӗ кукамай, куҫне шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хамӑр хапха тӗлне ҫитсен тин сывлӑш ҫавӑртӑм.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан, «Чи-чи кӑсӑя» тӗлне уҫса: — Халь ҫакна вуласа пар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл куриччен, алӑри хутаҫа ыраш ӑшне пӑрахрӑм, паллӑ ан пултӑр тесе ун тӗлне кӑвак чечек татса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Никам та куҫ тӗлне пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫырмара ҫӑл тӗлне пӗлетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте Ҫтаппан пиччесен тӗлне ҫитнӗ, васкаса утать, анчах вӑйран сулӑннӑ пирки, утти ӳсӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан пиччесен тӗлне хӗрарӑмсем пухӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кай хӑвӑртрах киле, ҫын куҫӗ тӗлне ан пул, — терӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл, чӑнах та, чиркӳ патнеллех анса кайрӗ, пуп ҫурчӗ тӗлне ҫитсен чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ырах тухтӑр тӗлне пултӑмӑр-ҫке, вӑл сыватрӗ, — терӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех