Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасшӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тархасшӑн (тĕпĕ: тархасшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире панӑ шампански бутылки камӑннине эпӗ пӗлмерӗм (кайран мана ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл пурте пӗрле туяннӑскер пулнӑ), ҫавӑнпа туссене хамӑн укҫапа хӑналас килчӗ, кӗсьери укҫана эпӗ тӑтӑшах хыпашла-хыпашла пӑхрӑм, вара вунӑ тенкӗлӗх хут укҫа кӑлартӑм та, хам патӑма ҫынна чӗнсе илсе, ӑна укҫа патӑм та: тархасшӑн тата пӗр ҫур бутылка шампански илсе килӗрччӗ тесе пӑшӑлтатса каларӑм, анчах ҫакна пурте илтрӗҫ, мӗншӗн тесен пурте ман ҫине ним шарламасӑр пӑхатчӗҫ.

Так как я не знал, кому принадлежит поданная бутылка шампанского (она была общая, как после мне объяснили), и я хотел угостить приятелей на свои деньги, которые я беспрестанно ощупывал в кармане, я достал потихоньку десятирублевую бумажку и, подозвав к себе человека, дал ему деньги и шепотом, но так, что все слышали, потому что молча смотрели на меня, сказал ему, чтоб он принес, пожалуйста, уже еще полбутылочку шампанского.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Каяр, тархасшӑн.

Поедем, пожалуйста.

XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗррехинче, пысӑк праҫник кунӗ, эпӗ хамӑра асӑрхаса тӑракан сержанта ҫапла каларӑм: «Сержант господин, паян пысӑк праҫник, эпӗ ӑна палӑртасшӑн. Икӗ бутылка мадера илсе килӗр, тархасшӑн, эпир ӑна пӗрле ӗҫӗпӗр».

Один раз, в большой праздник, я сказал сержанту, который смотрел за нами: «Господин сержант, нынче большой праздник, я хочу вспомнить его. Принесите, пожалуйста, две бутылочки мадер, и мы вместе выпьем ее».

IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Командӑсем ан пар, тархасшӑн, — хуравларӑм эпӗ.

— Пожалуйста, не командуй, — отвечал я.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сывӑ пул, савнӑ тусӑм, ман чир пирки те, ху выляса янишӗн те ан пӑшӑрхан, тархасшӑн; хӑвӑртрах ӗҫӳсене пӗтер те ачасемпе пӗрле ҫу каҫма пирӗн пата кил.

Прощай же, милый друг, не беспокойся, пожалуйста, ни о моей болезни, ни о своем проигрыше; кончай скорей дела и приезжай к нам с детьми на целое лето.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эсӗ ытла та ырӑ, савнӑ тусӑм; ман кӑмӑла хуҫасран, хӑван ӗҫӳсем чӑннипе епле пулса пынине пытаратӑн; ҫапах эпӗ ҫакна тӗшмӗртетӗп; эсӗ, ахӑртнех, питӗ нумай выляса янӑ, анчах эпӗ тупа тӑватӑп сана, ҫакӑншӑн пӗртте кӳренместӗп; ҫавӑнпа ку ӗҫе тӳрлетме май пулсан, тархасшӑн ун пирки нумай ан шухӑшла, кӑлӑхах ан хуйхӑр.

Ты так добр, милый друг, что из страха огорчить меня скрываешь настоящее положение своих дел; но я догадываюсь: верно, ты проиграл очень много, и нисколько, божусь тебе, не огорчаюсь этим; поэтому, если только дело это можно поправить, пожалуйста, много не думай о нем и не мучь себя напрасно.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тархасшӑн, ан хӑра, савнӑ тусӑм: эпӗ хама самаях лайӑх туятӑп, Иван Васильич чармасан, ыран ура ҫине тӑма шутлатӑп.

Пожалуйста, не пугайся, милый друг: я чувствую себя довольно хорошо и, если Иван Васильевич позволит, завтра думаю встать.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ну хӑть маншӑн, тархасшӑн, — тет вӑл ачашланса.

— Ну для меня, пожалуйста, — говорила она, ласкаясь.

XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫапла, ку ҫав тери аван, савнӑ чунӑм, — терӗ кукамай, ҫакӑн хыҫҫӑн княгиня ман сӑвва итлеме тивӗҫлӗ мар пулнӑ пек, ӑна чӗркесе коробка айне хурса, — ку питӗ лайӑх, анчах калӑр-ха, тархасшӑн, ҫакӑн хыҫҫӑн эсӗ ачусенчен мӗнле ҫепӗҫ туйӑмсем ыйтма пултаран-ха?

— Да, это прекрасно, моя милая, — сказала бабушка, свертывая мои стихи и укладывая их под коробочку, как будто не считая после этого княгиню достойною слышать такое произведение, — это очень хорошо, только скажите мне, пожалуйста, каких после этого вы можете требовать деликатных чувств от ваших детей?

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ну, айтӑр, ан йӗр тархасшӑн: чӑтма пултараймастӑп.

— Ну, пойдемте; только не плачь, пожалуйста: терпеть не могу!

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тархасшӑн, эппин… мӗншӗн эсӗ пире вӑл вӑйӑпа савӑнтарасшӑн мар-ха? — ҫулӑхрӗҫ ӑна хӗрачасем, — Эсӗ Charles, e Ernest, е ашшӗ пулатӑн, хӑшне кӑмӑллатӑн — ҫавӑ пул, — терӗ Катенька, ӑна куртка ҫаннинчен туртса тӑратасшӑн пулса.

— Ну, пожалуйста… отчего ты не хочешь сделать нам этого удовольствия? — приставали к нему девочки, — Ты будешь Charles, или Ernest, или отец — как хочешь? — говорила Катенька, стараясь за рукав курточки приподнять его с земли.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Кукӑль илсе парсамччӗ мана, тархасшӑн, — терӗ вӑл.

— Передай мне, пожалуйста, пирожок, — сказала она.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тархасшӑн хӑвӑн хӑрушӑ йыттусене питӗрсе тытма хушсам, картиш урлӑ кӗнӗ чух мӗскӗн Гришӑна вӗсем чутах ҫыртса ҫурман, вӗсем капла ачасем ҫине те тапӑнма пултараҫҫӗ.

— Вели, пожалуйста, запирать своих страшных собак, а то они чуть не закусали бедного Гришу, когда он проходил по двору. Они этак и на детей могут броситься.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Бояна, унӑн шухӑшӗсемпе иккӗленӗвӗсене ӑнланса илнӗ пек, ун ҫине пӑхса: — Ӑнланатӑп… Анчах хурлӑхпа вӑрҫӑ ҫинчен паян тархасшӑн ан калаҫ. Мӗн те пулин лайӑххи ҫинчен калаҫ, шӑпах халӗ мана ҫавӑн пек калаҫу кирлӗ, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Словно читая его мысли, Бояна посмотрела на него и шепнула: — Я понимаю… Только, прошу тебя, не говори сейчас о войне и о горе. Расскажи мне что-нибудь хорошее, мне так это нужно.

12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Шыв тупса манӑн сылтӑм алла ҫуха тархасшӑн.

Достань, пожалуйста, воды, обмой мне правую руку.

12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тархасшӑн ан калаҫ, — терӗ Уча, ӑна куҫран пӑхмасӑр.

Молчи, пожалуйста! — сказал Уча, не глядя ему в глаза.

7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Санран ҫакна кӑна ыйтатӑп: ыратнипе ҫухӑрасран, малтан чӗлхене татса илсемччӗ, тархасшӑн, — тесе йӑлӑннӑ Арӑслан.

— Прошу тебя об одном, — взмолился лев, — откуси прежде всего мой язык, чтобы я не мог кричать от боли.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

— Тиллӗм, эсӗ чӑннине каларӑн пулсан, хӗрхен мана тархасшӑн, манӑн пыршӑсене туртса кӑлар-ха.

— Лисонька, если ты говоришь правду, так вытащи, сделай милость, и мои кишки.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Ме сана, — тет, — пирамидон, эсӗ ӑна, тархасшӑн, ҫисе яр-ха.

На вот, — говорит, — скушай, пожалуйста, на всякий случай пирамидону.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Вырт, тархасшӑн, вырӑнтан та ан хускал.

Лежи, пожалуйста, и не двигайся.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех