Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрте (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывлӑх сунса, пӳрте шаларах кӗме ирӗк ыйтса кӗрсессӗнех кӑмӑллӑн чӗнсе илчӗ хӑй патнелле.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Крыльцаран пӳрте кӗрсессӗнех радио сасси хулленрех илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Эпир пӗр систермесӗрех ҫитрӗмӗр хисеплӗ ватӑ патне, апла пулин те хапхи те, пӳрте кӗмелли алӑкӗ те питӗрсе мар.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Нухрат шӑппӑн пӳрте кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ялта чи чаплӑ пӳрте ярса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫпа ҫӗр каҫма тӗттӗм пӳрте хупса тул енчен питӗрсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн пӳрте, выльӑх-чӗрлӗхе сыхла, ҫак ҫурт патне усал-тӗселе ан яр, — терӗ старик ҫав-ҫавах пӳлӗхҫе кӗл туса.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем макӑрса тӑранса пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса ирӗксӗртен тенӗ пек пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрте кӗрсен Нухрат тӳрех тӗпелелле иртсе Пайпике инкене пӗр карҫинкка какай тыттарчӗ, ун хыҫҫӑн тин путмар ҫинче выртакан Северьян патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пусма вӗҫне тухнӑ Северьян ҫакна курчӗ те малтан хӑй тӗллӗн кулса илчӗ, ҫавӑнтах кунта кулмалли нимех те ҫуккине ӑнланса каялла пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак сирӗн пӳрте хирӗҫ ҫул леш енче тимӗрҫӗ лаҫҫи лартатпӑр та, унта ӗҫлеме тытӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теплере пӗрре картишӗнчи лутра пӳрте Нухрат кӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай вӑрҫнине хӑлхана чикмесӗр вӑл ҫӗр пӳрте тирпейлеме, арҫынсем касса хатӗрленӗ пушӑта тӗркесем туса тула кӑларма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах та, шӑп кӗтнӗ вӑхӑтра ҫӗр пӳрте Эрнепи ҫитсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрманта пурӑнакан ҫын туйӑмӗпе Ятламас ҫӗр пӳрте кӗрсенех сисрӗ: кунта такам пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шыва чылайӑшӗ хулари евӗр пӳрте кӗртме тытӑннӑ хыҫҫӑн урамри тарасасемпе пусӑсен хисепӗ кӑштах чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Хам мӗн ыйтупа килнине пӗлтерсен мана пӳрте кӗме чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Пӳрте кӗмешкӗн ҫенӗке картлашкапа аннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Эрне пуҫламӑшӗнче пӳрте тасатӑр.

В начале недели нужно сделать дом чище.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех