Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хушшинче тӗлӗнсе кӑшкӑрашнисем, ырланӑ сасӑсем, ырӑ кӑмӑлпа шӳт тунисем илтӗнеҫҫӗ.Среди них слышались удивленные восклицания, одобрительные возгласы, добродушные шутки.
56 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Юлташӗсем тӑрӑшнине Сева ҫав тери ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнчӗ, анчах ӑна калаҫма йывӑр.Сева с благодарностью смотрел, как хлопочут товарищи, но говорить ему было трудно.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӗсем те, Саша аслашшӗ пекех, ӗҫлеме юратаҫҫӗ, никама улталамасӑр тата никамран хӑрамасӑр тӳрӗ кӑмӑлпа пурӑнаҫҫӗ.Любят они трудиться, живут честно, не кривя душой и никого не боясь.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Сергей Николаевич упа пек ҫаврӑнӑҫусӑр Матвеич ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхса ларчӗ.Сергей Николаевич с веселым любопытством смотрел на неуклюжего, как медведь, Матвеича.
13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Гена кулса илчӗ, хӑрах куҫне хӗсрӗ те ӑшӑ кӑмӑлпа ыйтрӗ:
5 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
— Пӗлӗт ҫинчен килнӗ тискер кайӑк е ҫын лекрӗ! — тулли кӑмӑлпа, пилӗкне аран тӳрлетсе тата тӑнлавне шӑлса каларӗ профессор.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Тӑрӑшса тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлес пулсан; эпир часах никам умӗнче те нимӗнрен те кая пулмӑпӑр ҫеҫ мар, тата, тен, тӑванӑмсем, ҫутӗҫ енӗпе мала тухнӑ ҫӗршывсене те намӑслантарӑпӑр, вырӑс ячӗн мухтавне ҫӳллӗ пусӑма ҫӗклӗпӗр.
Тӑван ҫӗршыв мухтавӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Кӗркуннехи вӗтӗ ӗпхӳ епле пӗрӗхсе тӑнине сӑнласа парать-и вӑл е тинӗс ҫинчи ҫил-тӑвӑла ӳкерсе кӑтартать — кашнинчех унӑн хӑйне май расналӑх сисӗнет, ӗҫе пӗр пек кӑмӑлпа туни палӑрса тӑрать.С одинаковым интересом он описывает мелкий осенний дождик и грозный смерч на море.
Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.
Ырӑ кӑмӑлпа панӑ хуть мӗнле парне те ҫынра яланах хире-хирӗҫле лайӑх кӑмӑл вӑратать.
Парнесем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ачасем сӑвӑ каласа е юрӑ юрласа парасшӑн пулсан, вӗсене хавхалантармалла, кӑмӑлпа итлемелле, анчах ирӗксӗрлеме юрамасть.
Ҫуралнӑ кун // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӗтел ҫине лайӑх майланӑ, ун хушшинче ларма канлӗ пулсан ҫеҫ, тутлӑ пӗҫерсе хатӗрленӗ апата тулли кӑмӑлпа, киленсе ҫиме пулать.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑл, ҫурт хӗрринчи пахча алӑкне уҫса, пӑшӑрханнӑ кӑмӑлпа пахчине кӗрсе кайрӗ, хӳме аяккипе иртрӗ, тӗксӗм ҫырма хӗррине анчӗ, ҫӗрпӳрт патне ҫитсе чарӑнчӗ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ваҫилей алхапӑллӑн васкаса тумланчӗ, питне-куҫне ҫуса ӗлкӗреймерӗ, ларса апатланаймарӗ, страшниксем патне пӑшӑрханнӑ кӑмӑлпа тухса чупрӗ.Васьлей быстро оделся и, не умывшись, не позавтракав, кинулся в контору стражников.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫын сӑмахне итлессӗм ҫук та-ха, ҫапах сӗнес ӗмӗтӗм пур, ыр кӑмӑлпа ҫӳрекен ӑслӑ та чипер ҫынна пӗрер тулли черкке сӗннӗ пулӑттӑм.Да я не больно слушаю людскую молву-то, а все ж хочу вам предложить по чарочке.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Укҫине вара вӑрман теҫетникне хӑйне ҫеҫ ал вӗҫҫӗн тыттарӑп та, ӑна сӑмахпа та кӑмӑлпа юраса, йывӑҫ кӑларӑп, ҫапла майпа улт-ҫич аршӑнлӑ пӳрт пекки лартайӑп-ши тетчӗ вӑл.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Тавтапуҫ ырӑ кӑмӑлпа чӗннӗшӗн, ҫапла чыспа ӑсатнӑшӑн.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кунта унӑн ачалӑх вӑхӑчӗ иртнӗ, яш чухнехи кунсем ҫакӑнта пурӑнса сисӗнмесӗр иртнӗ, унӑн куҫ тӗлне килмен кӗтес те пытанса юлман пуль, ура пусман вырӑн юлман пуль, ҫапах та вӑл, хӑй пуҫӑн ҫӗнӗ йӗр хывас пек хӗпӗртесе, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа утать.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫре ялсенче хӑвна тӳр кӑмӑлпа пулӑшма пултаракан туссем тупма тӑрӑш.Там, на месте, постарайся подобрать себе надежных друзей-помощников.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ӗҫ пӗтернӗ ачасем ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа пӳрте кӗчӗҫ.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Маншӑн тесен, таса кӑмӑлпа ӗҫлесе пултӑр.— Что сказать, по мне — так делать все по совести, с чистой душой.
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.