Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтах сăмах пирĕн базăра пур.
йӑлтах (тĕпĕ: йӑлтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавсем, йӑлтах ҫавсем тӑнран суптараҫҫӗ ӑна…»

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑлтах йӗркипе каласа пар, — лӑпкӑ пулма тӑрӑшрӗ амӑшӗ, анчах та унӑн янахӗ самаях чӗтреме пуҫланине ывӑлӗ лайӑх курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анне хӑй йӑлтах, ӳсӗр пуҫӗпе… —

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Таварне йӑлтах кооператива парса хӑварӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑлтах хатӗрленсе ҫитсен, Хветут ял тӑрӑх тухса кайрӗ, лаша усракан ҫывӑхрах ҫынсемпе тӑванӗсем патне кӗре-кӗре тухрӗ — нимене кайма пултарни е пултарайманни ҫинчен калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ саккунӗсем те йӑлтах пирӗн енче.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Укаҫ кинеми йӑлтах тӗрӗс каларӗ, Матвей Александрович, — тӳрех тавӑрчӗ Хрестук.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Укаҫ ывӑлӗ хӑйне мӗн каласа кӑтартнине йӑлтах акса тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑлтах тӗрӗсне каланӑ пултӑр, атту ак текех киле те кӗртместӗп, Кӑтрасем патӗнчех пурӑн тетӗп, — терӗ те хӗрарӑм, куҫӗпе Казаковпа Степанов ҫинелле йӗрлесе пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Калатӑп, йӑлтах тӗрӗссине калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан пӗр карчӑкӗ алӑк патнелле ҫывхарнӑ хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Кала, Укаҫ тӑхлачӑ, ял пуҫлӑхӗсене, йӑлтах тӗп-тӗрӗсне каласа пар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку йӑлтах коммунистсен ӗҫӗ тесе, вӗсене ятлаҫакансем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗншӗн ҫакна йӑлтах пухура каласа памарӑн?

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Гури, йӗри-тавра пӑхса, шӑппӑн кӑна паян хӑй Уҫӑппа тата Павӑлпа пӗрле малтан чиркӳ хуралҫи патӗнче пулнине, унтан Уҫӑп Якку пуппа мӗнлерех калаҫнине, кайран пӗлтерӳсем ҫырса вӗсене Павӑлпа иккӗшӗ ял тӑрӑх ҫыпӑҫтарса ҫӳренине йӑлтах тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ҫапла хушрӗҫ, ҫӳлтен мӗн хушнине пирӗн йӑлтах пурнӑҫламалла.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Святойсен ячӗсене пупсем хӑйсем те йӑлтах пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗчӗк нацисене йӑлтах пӗтерни те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫхине ҫӳҫӗре те, сухалӑра та кастарӑр, ыран, кӗлӗ пуҫланас вӑхӑт ҫитсен, халӑх умне тухӑр та эсӗр те йӑлтах ҫак Тени пупӗ пек тӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫук ҫав, Якку атте, сирӗн пурнӑҫ шӑпи йӑлтах хӑвӑрӑн аллӑрта, — терӗ Уҫӑп, теме систернӗн.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑнасем хыҫҫӑн Хрестук ҫурт ӑшчиккине йӑлтах тирпейлесе ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, ӑна унчченхинчен те илемлӗ сӑн кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех