Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илеҫҫӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыҫҫӑнах учительница пырса тухать; вӗренекен хӗрачасем ӑна хупӑрласа илеҫҫӗ, салона кураҫҫӗ — ой! ай! текелеҫҫӗ, унтан хытӑ шавлама пуҫлаҫҫӗ; Костя часах тухса каять.

Следом появляется учительница; школьницы окружают ее, рассматривают салон, охают, ойкают и поднимают такой галдеж, что Костя сейчас же уходит.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Халӗ ӗнтӗ эпир хамӑрӑн ҫӗре ҫӗнетӗпӗр! — вӑл чӑмӑрӗпе сӗтел ҫине ҫапать — куркисем сиксе илеҫҫӗ, юлнӑ сӑрине пӗрре сыпсах ӗҫсе ярать те ура ҫине тӑрать; тинех ӗнтӗ вӑл мӗн тери пысӑк та вӑйлӑ ҫын иккенни курӑнать.

Уж теперь-то мы нашу землю образуем! — Он стукает по столу кулаком так, что кружки подпрыгивают, одним глотком допивает оставшееся пиво, поднимается, и только теперь становится видно, какой это большой и сильный человек.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Паян та пирӗн ентешсем тинӗс ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнӑҫлӑ алла илеҫҫӗ, карапсем тӑвакан отрасльте вӑй хураҫҫӗ, карапсем ҫинче, шыв ай киммисенче служба тивӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫӗршывӑмӑрӑн тинӗсри чиккисене хураллаҫҫӗ.

И сегодня наши земляки успешно осваивают азы морского дела, трудятся в судостроительной отрасли, несут службу на кораблях и подводных лодках, охраняя морские рубежи Отечества.

Тинӗс-ҫар флочӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/07/25/glav ... aet-c-dnem

«Вӑрнарта маршрутка тавраш, автобус тавраш ҫук. Тупӑш ҫук тесе пӗтерсе хучӗҫ. Халь ытларах таксипе ҫӳреҫҫӗ — Вӑрнар тӑрӑх пӗр хак, 90 тенкӗ. Нумайӑшӗ Мускава кайса укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ, машшинлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех велосипедпа ҫӗрекенсем чылай. Тепӗр чухне тӗлӗнсе хытса каятӑн: 80 ҫулхи карчӑк велосипедпа яра парать!» — каласа пачӗ Станислав.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Совет ҫыннисем, иртнӗ вӑхӑтсенчи аслӑ революционерсене хисеплекенсем, чурасене ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫма ертсе кайнӑ паттӑр Спартака хӗпӗртесе аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Вӗсем пӑчкӑсемпе пуртӑсем алла илеҫҫӗ.

Взяли они топоры и пилы.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вӗсем тула тухаҫҫӗ, учӗсене вӗҫертеҫҫӗ, калла-малла пӑхса илеҫҫӗ; шуррисем пурте пӳртре лараҫҫӗ, апатланаҫҫӗ.

Вышли они из хаты, отвязали коней, оглянулись, а белые все по хатам сидят, ужинают.

Буденный // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вӗсем ахаль ҫынсенчен чи тасисене, вӑйлисене, чун-чӗрипе йӑвашшисене суйласа илеҫҫӗ те вӗсене ҫурҫӗрелле те хӗвел тухӑҫнелле ӑсатма тытӑнаҫҫӗ.

Они отбирали среди простых людей наиболее чистых, сильных и кротких сердцем и стали выводить их на север и на восток.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулине тапӑнса-вӑйсӑрлатса ҫӗнсе илеҫҫӗ, стенисене аркатаҫҫӗ.

Город Ста Золотых Ворот был взят приступом и стены его разрушены.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем апат-ҫимӗҫпе тумтир кирлӗ чухлӗ илеҫҫӗ те малалла — кӑнтӑр-хӗвел анӑҫнелле — каяҫҫӗ.

Они взяли запасы пищи и одежды и пошли далее на юго-запад.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн пуҫӗн тирне ҫӳҫӗпе пӗрле касса илеҫҫӗ те ҫӳллӗ шалҫа ҫине ҫакса хураҫҫӗ.

С головы её сняли волосы вместе с кожей и прибили их к высокому шесту.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗрлисем Земзе ӑс-пӗлӗвне, йӑла-йӗркипе ӳнерӗсене хӑвӑрт алла илеҫҫӗ, хӑнӑхаҫҫӗ.

Красные быстро усвоили знания, обычаи и искусства Земзе.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем хулана ярса илеҫҫӗ те ҫаратаҫҫӗ.

Они овладели городом и разграбили его.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Земзе ҫыннисем вӗсем ҫине тапӑнаҫҫӗ, тыткӑна илеҫҫӗ те ҫӗр сухалама, ҫурт-хуралтӑ тума, тимӗр тӑпри, ылтӑн чава-чава кӑларма хистеҫҫӗ.

Люди Земзе нападали на них, брали пленных и заставляли пахать землю, строить жилища, добывать руду и золото.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Магацитлсем Аолсен хӗр-упраҫне качча илеҫҫӗ те вӗсенчен Тусен кӑвак йӑхне ҫуратаҫҫӗ.

Магацитлы взяли девственниц Аолов и родили от них голубое племя Гор.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав авӑкра пулассине каласа кӑтартнине аса илеҫҫӗ: «Туман мӗскӗн ывӑлӗ, усалшӑн мӗлке пулса тӑр, вара тӳпе ывӑлӗн юнлӑ куҫӗ санӑн мӗлкӳне вӗлерме хӑмсарни — харама».

Тогда вспомнили пророчество: «Стань тенью для зла, бедный сын тумы, и кровавый глаз сына неба напрасно пронзит твою тень».

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем Аолсен ял-хулине кӗре-кӗре аркатаҫҫӗ, мӗн кирлине илеҫҫӗ, хирӗҫ тӑракансене вӗлереҫҫӗ.

Они пошли в селения Аолов, и брали то, что хотели, и сопротивляющихся им убивали.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсене алӑк урати ҫинче Аэлитӑн тимлӗ те ачаш куҫӗсем кӗтсе илеҫҫӗ.

Внимательные, ласковые глаза Аэлиты встречали их на пороге.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем влаҫа ярса илеҫҫӗ те урӑхла, ҫӗнӗ саккунсен никӗсӗ ҫинче — тӗрӗслӗх, ырӑ кӑмӑллӑх, талантлӑ пулас килеслӗх саккунлӑхӗ — тӗнчене ҫӗнетсе улӑштарма тытӑнаҫҫӗ.

Они овладели властью, и стали строить мир на иных, новых законах — справедливости, милосердия и законности желания счастья.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӗҫ акӑ мӗнре: Европӑри тата Америкӑри пысӑк радиостанцисем темиҫе ҫул ӗнтӗ ӑнланмалла мар сигналсем илеҫҫӗ.

Дело вот в чём: уже несколько лет на больших радиостанциях в Европе и в Америке начали принимать непонятные сигналы.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех