Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Реабилитаци оборудованийӗ туянма, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене комплекслӑн ҫӗнетме, сахал тупӑшлӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу парассине аталантарма Чӑваш Ен федераци бюджетӗнчен 235 млн тенкӗ илет.

На приобретение реабилитационного оборудования, комплексную модернизацию центров занятости населения, развитие социальной поддержки семей с низким уровнем дохода Чувашия получит 235 млн рублей из федерального бюджета.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл яланах ултӑ пӗр тӑван пӗр-пӗриншӗн тӗрев, пулӑшу пулнине, савӑнӑҫра та, хуйхӑра та пӗрле пулнине, тӑванпа пурӑнма, хутшӑнма ансат пулнине аса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Лешӗн, ура туртнипе халтан кайнӑскерӗн, нимӗн калама та ҫӑварӗ уҫӑлмасть, кӑмӑлсӑррӑн кӑна арӑмӗ ҫине пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Ҫынпа йӗркеллӗн сӑмах хушаймасть, сутӑн илет тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Ларсан-ларсан пуҫне хыҫа-хыҫа илет.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

А пуян Ваҫинкка пурне те парать, никама та пуш алӑпа ямасть, кайран вара, кӗркунне, пӗр пӑтшӑн пӑт ҫурӑ сӑтӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук, ачаш чунлӑскер, хӑй те ӗсӗклесе илет, Лисукӗ вара куҫне уҫайми макӑрать…

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Халь аптӑрамасть ӗнтӗ, Макар Ильич, йӑл илет.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хайхи вӑрӑ пырса аллине хӳме хушӑкне чикет кӑна — ӑна хаяр йытӑ ярса илет те тулласа тӑкать…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ачи ман иккӗ мар-ха, виҫҫӗ, — шӳтлесе илет тепӗр чух Натюш.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑс-пуҫ, чун-чӗре уҫӑлнӑ самантсенче вӑл хӑй тӗрӗс мар пурӑннине, йӑнӑш ҫулпа чуптарнине, ҫав ҫул ҫӑмӑллишӗн ҫеҫ хӑй унпа пынине ӑнланса-туйса илет.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кашни ӳкерчӗкӗшӗн Лавр (кив укҫапа) сакӑр вунӑ-ҫӗр тенкӗрен кая мар илет.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак ҫӗр лаптӑкӗ йышӑннӑранпа Лавр Кузьмичӑн пахча ҫимӗҫ туянас хуйхи пӗтрӗ, мӗн кирлине вӑл йӑлтах кунта туса илет.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Мӗн тӑвӑн: вӑрҫа!» — вӗҫсе илет пуҫра яланхи йӑлӑхтармӑш шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халӗ кӑштах вӑй илет пулас, пӗр эрне каялла вӑл кун ҫути курас ҫын марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Атте купӑс калатчӗ, анне юрлама юратнӑ. Атте хӑй те юрра ӑстаччӗ. Мана та ҫынсене савӑнтарасси вӗсенчен куҫнӑ пуль», — аса илет Надежда Петровна.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Ҫавӑнпа та ҫыннӑн чун-чӗринче хӑш туртӑм-сисӗм ытларах вӑй илет, кӑмӑлӗ хӑш ӗҫ патне ытларах сулӑнать — ҫавна суйласа илет те.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

«Малтанлӑха 10 ҫын анчахчӗ. Кӗпе-йӗм кӑна ҫӗлетчӗҫ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн производствӑна сарсах пытӑмӑр. Ӗҫ тумтирӗ, вырӑн таврашӗ тата пысӑкрах ытти япала ҫӗлеме тытӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсен йышӗ те 54 ҫынна ҫитрӗ», — аса илет халӗ Анатолий Витальевич.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Ку йывӑҫсене хӑҫан лартни ҫинчен каласа парать, вӗсем ҫумне пырса тӑрса, хӑй ҫӳллӗшӗпе виҫсе пӑхать, ывӑҫ тупанӗпе ҫапкаласах, лӑпкаса илет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫавӑнтах аса илет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех