Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Яла сăмах пирĕн базăра пур.
Яла (тĕпĕ: яла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выл шывӗ урлӑ хывнӑ ҫӗнӗ тимӗр кӗпер ҫывӑхӗнче район хулинчен таврӑнакан Мирун пиччепе унӑн вунсаккӑрти ывӑлӗн Мӗтрин автобус ҫинчен ирӗксӗртен тенӗ пекех анма тиврӗ: автобус Асламасалла каять, ашшӗпе ывӑлӗн вара Шӑмат таврашӗнчи йӑмраллӑ пӗчӗк яла ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Пыраймастӑп пуль, мӗншӗн тесен тӑван яла эп нумайлӑха килмен.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Тӑван яла отпуска килмесӗрех пурӑнмастӑн ӗнтӗ, ун чухне мана кашнинчех систерме тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫавӑнта агрономсен пӗр уйӑхлӑх курсӗнче вӗренет иккен, Моляков яла канма таврӑнни ҫинчен ӑна пӗр тусӗ пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Инҫетри Ҫӗпӗрти колхозра икӗ ҫул ӗҫлесен хура кӗркунне Моляков тӑван яла канма килнӗччӗ, ҫавӑн чух амӑшӗн килӗнче эрне пурӑнчӗ-пурӑнмарӗ-и — ун ячӗпе телеграмма персе ҫитрӗ: «Володя, тархасшӑн, Шупашкара кил. Кунта эп кам патӗнче пурӑнма пултарнине эс пӗлме тивӗҫ. Ира».

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Тӑван яла кам патне килетӗр халь? — хӗрхенерех ыйтрӗ Лариса.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Кӗҫӗр ҫиччӗ тӗлне хамӑн тӑван яла ҫитетӗп.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Пӑртак хурланса илнӗшӗн ӑна тиркеме кирлӗ мар: хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑван яла юлашки хут вӑл вунӑ ҫул каялла килсе кайнӑ, инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче вара ҫирӗм ҫула яхӑн пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫыравҫӑн Зоя йӑмӑкӗ аса илнӗ тӑрӑх, пӗррехинче пиччӗшӗ яла Геннадий Айхипе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Темиҫе яла та кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнласах та, тахҫан ҫын пурӑннӑ яла мар, вилӗм шӑтӑкне пырса кӗнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Укаслу хурахӗсем хуҫаланнӑ тепӗр яла кайса йӗрке туса килес.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яла ҫунтарса яма кам ыйтрӗ сана?

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яла кӗрсе, вӗсем ял лаппинче чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сюльдяшов салтакӗсем яла васкамасӑр, хӑйсен вӑйне шайне палӑртса, мӑнаҫланса пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ҫарӗ Килтешрен тухса кайнӑранпа ҫак яла Аванкай мучи иккӗмӗш хут килсе кӗрет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑйӗн чӗри ыратнине ирттерсе ярассишӗн тата кӗпӗрнатора юрассишӗн Килтеше те, ытти ялсене те ҫунтарса яма хатӗр, и-и, темиҫе яла кӑна-и, вӑл кашни тӗл пулакан ҫынна халӗ шалча ҫине лартма хаваспах хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер ҫав тери сыхланса яла кӗчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫалапа вара ҫапла шухӑш турӗ: «Каҫпа яла каятӑп, киле кӗретӗп те лайӑх ухӑ, туп-тулли укҫа, хӗҫ, апат-ҫимӗҫ илсе тухӑп. Вара ут утланса каялла сӑптӑрӑп. И-и, пурӑнӑп вара!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яла кӗмелле мар-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех