Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сире (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах халӗ сире вӗсемпе пуринпе те паллашма йывӑр пулать пулӗ.

Только трудно вам будет сейчас со всеми познакомиться.

Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Атьӑр-ха, сире шкул кӑтартам.

Пойдем-ка, я вам школу покажу.

Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Ак ҫакӑнта сире валли пурне те хатӗрлесе хунӑ, — терӗ те Власьевна, пӗчӗк алӑка уҫса ячӗ.

— Вот тут для вас все приготовлено, — сказала Власьевна и распахнула маленькую дверь.

Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Акӑ, Якур мучи хапхана яр уҫса ячӗ те, лашасене чӗлпӗртен тытса шкул картишне ҫавӑтса кӗчӗ, унтан ҫӗлӗкне хывса: — Ну, ырӑ сунса кӗтетпӗр сире, пӗчӗк кайӑкӑмсем! — терӗ.

Вот уже дядя Егор распахивает ворота, вводит лошадей под уздцы на школьный двор и, снимая шапку, говорит: — Ну, добро пожаловать! — И, помолчав, добавляет: — Пичужки вы малые!

Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вӑл сире ҫак йывӑр вӑхӑтра та вӗренме май пачӗ!

Она и в такое тяжелое время дала вам возможность учиться!

Вӗренсе тухакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Кӑнтӑрлахи апат тума яшка та ҫитет сире, каҫ ҫиме манне илӗр.

На обед вам по тарелке вашего супа хватит, а на вечер мой возьмешь.

Ҫулла Ленӑпа Чижик // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Ну, асапларӗҫ те сире, атсемӗрсем, — хушса хучӗ вӑл чупнӑ май.

— Ну, измучили же вас, братцы, — добавил он на бегу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Его высокопревосходительство сире пирӗн ӗлккем дамӑсене сирӗн аллӑра парать.

Вашим заботам его превосходительство поручает наших прекрасных дам.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Его высокопревосходительство сире апат патне чӗнет.

Их высокопревосходительство приглашает вас, господа, за стол.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Эпӗ сире паян пӗрескере кӑтартӑп.!.

Да я вам покажу сегодня одну…

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Сире кам кирлӗ? — ыйтрӗ вӑл.

— Вам кого? — спросила она.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Эпӗ сире ҫывӑрма кансӗрлерӗм те, анчах тата пӗрех минут чарӑнса тӑрам-ха.

Но я вам помешала спать, я задержусь у вас еще на минутку заодно уж.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗрлӗх пултӑр эппин, — эпӗ сире, милочка пӗр сӑмах калас тетӗп.

Заодно уж, я хотела вам сказать, милочка…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кӑтартӑп эп сире красноармеец.

Я вам, перетак вашу мать, покажу красноармейца!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кӑтартӑп эп сире бунтсем тумаллине!

Будете знать у меня, как бунтовать!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Эпӗ сире, шуйттансене, пур коммунистсемпе пӗрле пыршӑ-пакартӑсӑр хӑварӑп.

Я вам, черти, вместе с вашим Троцким своими руками кишки выпущу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кӑтартӑп эпӗ сире Ресефесерсем!

Я вам покажу Ресефесерию, Совдепию.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Эпӗ сире!..

Я вас!..

— Чимӗр-ха, ак сире, — хӳнкӗртетет ун ҫумӗнче тӑракан пысӑк казак.

— Ось погодите, — басит его сосед, дюжий казак.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Мӗнпе ҫав тери кӳрентерчӗҫ сире ылттӑн погонлисем?

Чем это вас так обидели золотопогонники?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех