Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурте сăмах пирĕн базăра пур.
пурте (тĕпĕ: пурте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн урамра ҫуртсем пурте ҫӳллӗ, пирӗнни пек, тӑватӑ хутлӑ, пилӗк хутлӑ.

На нашей улице все дома большие, четырехэтажные и пятиэтажные, как наш.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Игорь Александрович каланисем пурте мана питӗ хытӑ пырса тиврӗҫ, Игорь Грачев ҫавӑнтах ура ҫине тӑрса, хӑй ӳкерни ҫинчен каласа парӗ тесе шутланӑччӗ эпӗ, анчах Игорӗн хӑйӗн тӳрӗлӗхне пачах кӑтартса парас килмерӗ пулмалла, вӑл хӑйӗн партти хушшинче нимӗн чӗнмесӗр ларать.

На меня очень подействовало все, что сказал Игорь Александрович, и я думал, что Игорь Грачев тут же встанет и признается, что это сделал он, но Игорю, видно, вовсе не хотелось доказывать, что он честный человек, и он молча сидел за своей партой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ольга Николаевна пире юри ҫавӑн пек задача панине эпир, паллах, пурте тавҫӑрса илтӗмӗр, ӗҫ ҫакӑнпа пӗтес ҫуккине сисрӗмӗр.

Мы все, конечно, догадались, что Ольга Николаевна нарочно задала нам такую задачу, и чувствовали, что на этом дело не кончится.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте: эпӗ класра ачасем нумай пухӑнса ҫитсен килтӗм, теҫҫӗ.

Каждый говорил, что он пришел, когда в классе было уже много ребят.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте шӑп лараҫҫӗ.

Все молчали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте пӗр чӗнмесӗр лараҫҫӗ.

Все сидели молча.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте ҫӗнӗ пекех туйӑнать.

Все было как новенькое.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте мана вратарь тӑвасшӑн калаҫаҫҫӗ, анчах манӑн тапӑну центрӗ е ҫурмазащитник пулни пулас килет.

Все говорили, чтоб вратарем был я, но мне хотелось быть центром нападения или хотя бы полузащитником.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Хӗрачасем пурте хӑйсене хӑйсем питӗ ӑслӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Все девчонки воображают, что они очень умные.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Эсир пурте ҫуллахи вӑхӑтра ӳссе кайнӑ, ҫавӑнпа та халь сире класс пӗчӗк пек туйӑнать.

— Все вы за лето выросли, вот вам и кажется, что класс меньше.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте пӗлтӗрхи пекех ларма шутларӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ парта хушшинче пӗччен пултӑм, манӑн мӑшӑр ҫук.

Все ребята решили сесть как в прошлом году, поэтому я оказался за партой один, у меня не было пары.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ӑна курсан, пурте савӑнса кайрӑмӑр.

Все очень обрадовались, увидев ее.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Йӑлӑхтарса ҫитеретӗр?.. — пӗр харӑс кӑшкӑрса ятӑмӑр эпир пурте.

Надоедите?.. — закричали мы все сразу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте пирӗн патӑмӑрта кӑҫал та вӑл вожатӑй пулать-и е пире кама та пулин урӑххине уйӑрса параҫҫӗ-и, тесе ыйтаҫҫӗ.

Все спрашивали, будет он у нас в этом году вожатым или нам дадут кого-нибудь другого.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте ӑна сӑрса илчӗҫ.

Все обступили его.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ҫу вӑхӑтӗнче эпир пурте ӳссе кайнӑ, хӗвелпе пиҫнӗ.

Все мы за лето выросли, загорели.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Федя Рыбкина шутламасан, пурте, — ответлерӗ Игорь Грачёв.

— Все, если не считать Феди Рыбкина, — ответил Игорь Грачев.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Ак халӗ ӗнтӗ пурте пухӑнса ҫитрӗмӗр пулас, — терӗ Женя Комаров.

— Вот теперь, кажется, уже все в сборе, — сказал Женя Комаров.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Эпир пурте Ваньӑна пӑрахрӑмӑр та Букатин ҫине тӑрӑнтӑмӑр.

Все бросили Ваню на произвол судьбы и накинулись на Букатина.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурте Ваньӑна хирӗҫ чупрӑмӑр, ун ҫине тӑрӑнтӑмӑр.

Все побежали навстречу Ване и набросились на него.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех