Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыҫалта — лӑпкӑ тинӗс евӗр хумханкалакан, туналанакан, сӗт кӗнӗ, ҫумӑр хыҫҫӑн урӑлнӑ кӗрхи ыраш; сылтӑмрах, таҫта катара — имшер чечеклӗ симӗс кавирпе хупланнӑ сӑрт-улӑх; ҫавӑнтах уйрӑм хуҫалӑхсен ӗне кӗтӗвӗ курӑк кӑшласа ҫӳрет; тип вар, хыт-хура айне пытаннӑскер; ҫатӑрах типнӗ пӗве.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Урамра упа сурчӑкӗ пек ҫумӑр лӑслатать.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Салакайӑксем чакӑлтатсан, кураксем ахӑлтатсан вара ҫумӑр пулать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тап-таса кунӗ пуҫ тӳпинченех ӑшаласа тӑракан ялтӑркка хӗвелпе (ҫумӑр хӗвелӗпе) шӑраннӑран пӳлӗмре ытла та пӑчӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тин ҫеҫ ҫурхи пӗрремӗш аслатиллӗ ҫумӑр, чӗреслетсех ҫуса, тавралӑха тасатса, чӗрӗ тӗнчене йӳшкӗнтерсех шӑварса иртнӗччӗ те, халӗ вара ҫанталӑкӗ хаваллӑ, тӑп, сывлӑшӗ чечен.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗрарӑмӑн питӗнче уяр ҫумӑр лӑслата пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Вӗсен пит-куҫӗнче каллех аслатиллӗ ҫумӑр ӑмӑрлӑхӗ ситреленсе сирӗлсе ҫухалчӗ, унта телей, ҫурхи шурӑмпуҫ хӗвелӗ вӗлт-вӗлт хӗмленчӗ, йӑлтӑр-йӑлтӑр йӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗрпе каччӑ ҫума-ҫумӑнах, малалла чикӗнсе, пӗр хыпӑнчӑк чупӑ сулӑмне ӳксе, чалӑшлатса, чӗреслетсе ҫапса, пӗр юхӑмлӑн чашлаттаракан ҫумӑр айӗн килкарти еннелле пушар сӳнтерме виркӗннӗ пек ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӗҫех Илле пророк ҫулу ҫапрӗ -куҫа шартарса, тӑхлан пӗлӗте каса-каса, ҫиҫӗм вӑльтлатса, хӗреҫленсе илчӗ, аслати пуш пичке кустарнӑ пек кӗмсӗртетрӗ, «пысӑк калибрлӑ тупӑран кӗрӗслеттерчӗ», шарт! та шарт! аҫа ҫапрӗ, вара тачка ҫумӑр тумламӗсем пат та пат пӑтлатрӗҫ, пӑчлатрӗҫ, унтан ҫӗре харсӑррӑн тӳнккемех пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пурис ҫак ҫулҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӑварӗ патне туртса ҫывхартрӗ те вӗсем ҫинчи пур-ҫук ҫумӑр шывне ӗмӗтсӗррӗн, чыхлана-чыхлана ҫуллама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна ӑнкарса Пурис текех унӑн аппаланӑвне сӑнаса тӑрасшӑн пулмарӗ: ал айӗнчи йӑвӑ тӗмӗ айне, ҫумӑр шывӗпе самай лӑймакаланнӑ, кӑҫалхи хӑрӑк ҫулҫӑпа хупланнӑ ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлчӗ те, купарчи ҫине майлашӑнкаласа ларса, хӑйне лӑшах ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗрӗ ытлашшипех нӳрленчӗ, лӑмланчӗ пулин те, каллех упа сурчӑкӗ пек ҫумӑр лӗс-лӗс те йӑскӑл-йӑскӑл йӑскаса ҫума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун-кун пӑхкаларӗ, сывлӑша тайса итлерӗ — йӑс-йӑс ҫуса ыйха яракан вӗтӗркке, сӑпрам ҫумӑр йӑскӑлтатнисӗр пуҫне ниҫта та нимӗн те илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫу каҫа ӑшалакан хӗвелпе пиҫсе хурални, ӳт-тире йӗпе-сапа та витрелетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗрлени кӑна мар, чӗре карти татӑлмаллах выҫӑпа кавсӑлни те, кунсерен ыйхӑ татни те, ытти таппа-тан йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ кунта, анчах каллех вӗсене чӑтма ир тӑрсан та, каҫ выртсан та куҫ умӗнчех тӑракан Полина сӑнарӗ, унпа хӑйӗнпе кӗҫ-вӗҫ курнӑҫас шанӑҫ чун ҫирӗплӗхӗ те тӳсӗмлӗх парса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун каҫине лӑш курмасӑр утса йӗнченӗскер, лачкам шыва ӳкнӗскер, вӑл, каллех пӗрер чӗрӗм канса илес тесе, тӑрмаша-тӑрмаша рюкзакне хыврӗ те ҫӗр ҫине лартрӗ, вара ҫумӑр шывӗпе шӳнӗ ҫулҫӑсемпе хупланнӑ нӳрӗ ҫӗр ҫине ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек лӑчӑрӑнса-тӑшӑрӑлса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Самаях ӑшне кантармаллаччӗ те, анчах шывӗ ҫумӑр шывӗпе хутӑшскер пулчӗ пулас: ни сӗлтӗ пек ҫемҫе мар, ни хытӑ мар, шӑл айӗнче йӑлхи те, тӑмӗ те кӑчӑр-кӑчӑр турӗ, ҫӑвара шыв хӑлти те, шыв кӑпшанкисем те лекрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сулахай енчен сивӗ варкӑш пӗр чӑрмавсӑр вӑштӑртатса иртет, ҫавӑнтанах вӗтӗ, сивӗ ҫумӑр пӗрӗхкелесе илет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫывӑхрахри йывӑҫсем ҫеҫ «курса юлӑр ӗнтӗ пире, эпир те кӗҫех каҫ тӗттӗмлӗхӗнче ирӗлсе-шӗвелсе, хура чатӑр хыҫне пытанса ҫухалӑпӑр» тенӗ пек ҫумӑр шывӗпе кӳпченӗ юлашки ҫулҫисемпе юлашки вӑйне пухса сывпуллашнӑн выляткаласа, ҫапкалашкаласа, кичемлӗх, хура тунсӑх кӗвви ӗнӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сулахай енче, ҫеремлӗ-тӗмескеллӗ вырӑнта, ҫумӑр шывӗпе хӑймаланса тӑракан тӑрӑхларах пӗчӗк лупашка куҫа кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Рюкзакӗ каптака ҫине меллӗн лармалла тӗкӗнсен хӑй те, чӑнкӑ ҫыранӑн хавха хӗрри шӳтерсе ҫунӑ ҫумӑр хыҫҫӑн кӑшӑр-кӑшӑр йӑшнӑ пек, васкамасӑр, асӑрханса купарчипе ҫӗр ҫине, каптака ҫумне тӗренсе майланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех