Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗп сăмах пирĕн базăра пур.
ҫирӗп (тĕпĕ: ҫирӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑр сӑмаха ҫирӗп тытӑпӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен сӑмахӗ ҫирӗп.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ан хӑра, — ҫирӗп сасӑпа каларӗ Пинер.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл чӳрече умне ларнӑ та ҫумӑр ҫунине пӑхнӑ май ҫирӗп шӑнӑрлӑ аллисемпе кӗреҫе сухалне якаткала-якаткала илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер хӗрӗхрен иртнӗ ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ лутака чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пит-куҫӗ унӑн пысӑк, питҫӑмартисем тухарах тӑраҫҫӗ, янахӗ ҫирӗп, тӑваткӑлрах.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай ҫирӗп пӳ-силлӗ, ҫӳллӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атейпе Укаслу чиркӳ ҫумӗпе иртрӗҫ те юман хапхаллӑ, ҫирӗп хӳмеллӗ хӗрринчи шурӑ пӳрт патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркиней ҫеҫ шанчӑклӑ уртипе Ҫирӗп вӑрҫать Хусан шывӗ хӗрринче: Пукач ҫарӗ ун патне пынипе Ҫар вӑйланать пӗр самант хушшинче.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Аслӑ кинӗ — ҫирӗп кин, Ҫиҫӗм пекех куҫ-пуҫсем, Хуньяшшӗнӗн сӑмаххи — Уншӑн хӗскӗч халапсем.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Сире ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр. Сиртен вӗренсе юлакансем, ӗҫӗре малалла тӑсакан пултаруллӑ ҫынсем йышлӑ пулччӑр. Вӗсем вара шухӑшӑрсене хӑйсен тӗррисенче пурнӑҫа кӗртчӗр», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/

Техосмотр хыҫҫӑнхи канашлура патшалӑх техника надзорӗн инженерӗ С.Н.Кокарев ӗҫсем вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Паллах, ун чухне асатте каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне тӗплӗн ӑнланма пултарайман, анчах вӗсем ӑсӑма ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫумӑнта ялан ҫирӗп шанчӑклӑ тусу пултӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эпӗ тарӑхнипе вӑшт ҫеҫ ҫаврӑнса тӑратӑп, хамӑн винтовкӑна ҫирӗп тытса ун ҫине тӗллетӗп.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Эпир ҫӑра юнлӑ йӑх, юман пек ҫирӗп, йӑмра пек ӗрчевлӗ те чӗрӗ эпир! — терӗ ун чухне чунтан савӑннӑ Савин.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Анчах парӑнасшӑн мар ман паттӑрсем, гвардеецсем пек ҫирӗп…»

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ачасем автоматсене пӑрахмасӑрах вырӑнтан тапраннине курсан, Кузьма Васильч ӑнланчӗ: ачасем мӗн шутланине тӑваҫҫех, вӗсен кӑмӑлӗ ҫирӗп.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Желаю вам здоровья, счастья, благополучия и новых успехов в служении Отечеству!

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/27/gla ... aet-s-dnem

Сирӗн ӗҫӗре пурнӑҫлама ҫӳллӗ шайри кӑмӑл-сипет тата иксӗлми вӑй-хал, ҫирӗп чун хавалӗпе чӑтӑмлӑх кирлӗ, унпа пӗрлех пӗлӗве тата ӑсталӑха тӑтӑшах ӳстерсе тӑмалла.

Ваша работа требует высокой моральной и физической подготовки, силы духа и стойкости, а также постоянного совершенствования навыков и знаний.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/27/gla ... aet-s-dnem

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех