Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫил сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫил (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимӗр витнӗ пӳрт тӑрри ҫил варкӑштарса килекен вӗри сывлӑша пула хытах пӗҫертме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урса кайнӑ ҫил пушар енчен шӑпах ун килӗ еннелле вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асар-писер вӑйлӑ ҫил вут пуҫҫисене аякран аякка вӗҫтерсе каять, хушӑран Палас урлӑ каҫса, Сахар сачӗ патне те илсе ҫитерет, кӗҫ-вӗҫ тӑпӑлса тухас пек силленекен йывӑҫсем ҫине тӑка-тӑка хӑварать…

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑррисем, кӗлетсем лашлата-лашлата ишӗлеҫҫӗ, вӗсен айӗнчен сывлӑшалла ывтӑнса ҫӗкленекен вутпуҫҫисем, ҫил ытамне лексе, татах такам валли хуйхӑ-суйхӑпа инкек шыраса, таҫталла вӗҫсе ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ те тӗлӗнмелле лӑпкӑ ҫанталӑк тӑнӑ хушӑрах асар-писер ҫил талпӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пушар сӳнтерме хыпаланса, ачасем ҫавраҫил хӑйсем ҫинелле ахӑрса килнине туймарӗҫ те, Антунӗ чупса иртсе кайрӗ-ха, Вова шӑпах ҫавраҫил варрине лекрӗ, ҫил турткаласа лӑскама пуҫласан вара аллинчи витрине лаштах кӑларса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юланутҫи вара, ҫил ан чӑрмантартӑр тесе, урхамах ҫилхи ҫумнех ҫыпӑҫса ларнӑ пек курӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳперен хӗвел пӑхрӗ, тӳлек ҫил вӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук тутар килӗн ҫил хапхинчен кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сивӗ ҫил лӑскама тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурнӑҫ улӑм пӗрчи ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ вӑхӑтра Хрестук мӑйӗнчи тутӑрне салтса ҫӳлелле ҫӗклерӗ, ӑна ҫил ҫинче вӗлкӗштерсе, макӑрас пек сасӑпа ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра тепӗр пӑр катрамӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн сулӑнкаласа, Хветут картишӗ еннелле пӑрӑнчӗ, мӑн кӑкӑрӗпе вӗрлӗксемпе ҫил хапхана ҫӑмӑллӑнах лучӑркаса ватса, темле кӑна пӳрт кӗтессине ватмасӑр, урама йӑтӑнса тухрӗ, йывӑррӑн ҫаврӑнкаласа илчӗ, унтан, Сахар хуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ пек, кӑмӑлсӑррӑн Паласалла шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн кивӗ сӑхман аркипе сайра сухалне ҫурхи ашкӑнчӑк ҫил хаяррӑн лӑскать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫи, ҫил вӗҫтерсе каясран, хӑрах аллипе хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне ҫулса тытнӑ, тепринпе мӑрье ҫине таяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача лавкканалла ҫил пек вӗҫтерсе кӗрсе кайрӗ те кӗҫех пысӑк витре илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫил хапха витӗр картишӗнче мӗн пурри те йӑлтах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пире ядерлӑ хӗҫпӑшалпа хӑратакансем вара пӗлччӗр – ҫил ҫаврӑнса вӗсем майлӑ та вӗрме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Умра инҫетре те мар сарлака ҫуначӗсене аран йӑтса ларакан ҫил арманӗ, ун хыҫӗнче лапсӑркка йӑмрасемпе ҫӑкасем, унтан тин вӗсен айне пытаннӑ лутра пӳртсемпе ытти хуралтӑсем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫумӑр вӑхӑтра ҫурӗ, тӑпрана сивӗ ҫил типӗтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗмӗш кунӗнче ҫил тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех