Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче Настаҫ кинеми Твиккана тарӑхса лачах сурмарӗ: «Каяс-ши, каяс мар-ши?.. Кайсан мӗнле инкек тӗлне пырса тухатӑп-ши?..» терӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Шӑпах ун сӑмси тӗлне лекрӗ кушак.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

— Турат тӗлне лекрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Шӑрҫӑ тӗлне пулсан, шерепипех ҫӗклеймесен, туртса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Э-э, ҫук, инҫех каяймарӗ лӗпӗш, кӑткӑсем ӑна ҫунаттисенченех ҫыртрӗҫ пулас, кутӑн-пуҫӑн, шӑпах кӑткӑ йӑви тӗлне ҫаврӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Ыт ахальтен пӗрер карҫинкка илтӗмӗр; мӗн тупӑнать: кӑмпа пулсан — кӑмпа, ҫырла тӗлне пулсан — ҫырла татӑпӑр, терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Аннасен тӗлне ҫитсен ҫулран пӑрӑнса сукмак ҫине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ял уничи тӗлне ҫитсен, каллех вӑл йӑмрасем айӗнчи сак ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑл каҫхине качча ӑна чуп тумарӗ, хапха тӗлне ҫитсен ҫеҫ алла хыттӑн чӑмӑртаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кӗҫех Михаласен тӗлне те ҫитрӗҫ, чарӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Елюксен тӗлне те ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ӗне ури тӗлне пулнӑ бидон тӳнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӑй хӗвел ҫутинчен хупланас тесе, куҫӗ тӗлне ал тупанӗпе картлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Гриша, ытти чухне ҫерҫи евӗр чӗвӗлтетекен ачасен ушкӑнӗ тӗлне ҫитсен, машинине чарсах лартса каяканччӗ, халь хӑть хурах кӑшкӑрса хӑвала — тӑратмасть.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Ҫӗрулми «Агрохмель» агрофирмӑра, «Мураты» кооперативра ӑнса ҫитӗннӗ - юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне кашни гектартан вӑтамран 250 центнер тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Пирӗн республикӑра ЕГРН-а мӗнпур объектсем ҫинчен тӗрӗс те актуаллӑ даннӑйсемпе тултарас ӗҫе 2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне патшалӑх реестрӗнче кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне республикӑра 4349 ҫын ӗҫсӗр пулнине шута илнӗ.

По состоянию на 12 декабря в республике зарегистрировано 4349 безработных.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 4349 ҫын ӗҫ шырать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33702.html

Эрне пуҫламӑшӗ тӗлне, сӑмахран, вӑрнарсем вӑрнарсемшӗн 1,8 миллион тенкӗ ытларах пухнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Ҫавӑн пекех Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ, ҫар тӗсӗсен уявӗсем тӗлне патриотла авточупусене тухнӑ, паттӑр ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене сума суса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хунӑ, халӑха концертсемпе савӑнтарнӑ, аслисене те, ачасене те спорт мероприятийӗсене йышлӑн явӑҫтарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Хӑйнеевӗрлӗ уяв Волонтерсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ тӗлне иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех