Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таран сăмах пирĕн базăра пур.
таран (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Платонран Толстой таран — Шкап чӑтса ларать аран.

Куҫарса пулӑш

Коллекционер // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 55–56 с.

Вӑл сӗткен панипе Юман та ҫӳлеллех кармашнӑ. ӳсме пултарнӑ таран ҫӗкленнӗ те пурнӑҫри тӗрлӗрен йӑх-яха ҫатракалла юман милӗкпе хӗртме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.

Матвей Алексеевич паян кун та «Капкӑн» журналпа тачӑ ҫыхӑну тытать, пурнӑҫри тӳнтерлӗхсене май килнӗ таран тустарать.

Куҫарса пулӑш

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

Вӑл ҫичӗ ҫухрӑм каялла чакса, вут-хӗм кӑларса сан ҫинелле ыткӑнӗ, хӑватлӑ хӳрипе ҫапса кӑкӑр таран ҫӗр айне кӗртсе лартӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Халӗ те вӗсемпе май ҫитнӗ таран кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.

Паром кунсерен Мадейрӑран Порту-Санту таран ҫӳрет.

Паром ежедневно ходит от Мадейры до Порту-Санту.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Отельсене йышӑнассин ҫулталӑкри вӑтам кӑтартӑвӗ 2008 ҫулта 60,3% танлашнӑ, чи пыҫӑк кӑтартӑва пуш уйӑхӗпе ака уйӑхӗ кӑтартнӑ пулнӑ, ун чухне ҫак кӑтарту 70% таран ҫитнӗ.

Средняя годовая занятость отелей составила 60,3 % в 2008 году, достигнув максимума в марте и апреле, когда он достигал 70 %.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тросника туса илме тапхӑр-тапхӑррӑн утрав ҫине чурасене илсе пынӑ, ҫапла май XVI ӗмӗр тӗлне кунта кӳрсе килнӗ чурасен тӳпи утраври халӑх йышӗн 10% таран ҫитнӗ.

Рабы периодически использовались на острове для выращивания тростника и к XVI веку доля завезённых рабов достигла 10 % населения острова.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Утрав кӳлепипе хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле тӑсӑк, унӑн тӑршшипе сӑртсемпе тусен речӗ вырнаҫнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ 1220 метр таран ҫитет.

Остров вытянут с востока на запад, вдоль этого направления лежит центральная горная цепь с высотами до 1220 метров,

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Утрав мадера паллӑ эрехпе, вырӑнти хитре чечексемпе, фейерверкпа Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттернипе тата ҫемҫе ҫанталӑкпа (кунти сывлӑш температури 16°-ран 25°C таран ҫеҫ улшӑнса тӑрать) уйрӑлса тӑрать, ҫавна май кунта ҫӑвӗ-хӗлӗпех халӑх канма килет.

Остров является популярным круглогодичным местом отдыха, отличающимся известным вином мадера, цветами, новогодними празднованиями с фейерверком, и мягким климатом (температуры в пределах от 16 °C до 25 °C).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Мӑй таран ӗҫкӗ унта!..

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурашыв леш вӗҫӗнче пӳрт лартма ӗлкӗрнӗ, кирлӗ таран хуралтӑ ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сирӗн хӑвӑрӑн ӗҫ мӑй таран.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Хӗрӳ пӗтсе пырать ҫав пирӗн, ваттисен, — терӗ вӑл хӑйне бригада йышӑнма сӗнсен, — ӗҫлеччӗр ҫамрӑксем, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшӑпӑр вӗсене».

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ вара тракторӗ те хӑватлӑрах, чарӑнса Чакӑртатса лармасть, тӑватӑ-пилӗк йывӑҫ таран сӗтӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн халӗ пӗр тӗллев: вӑй пур таран ӗҫлемелле, вӗренмелле, халӑхпа пӗрле пулмалла, вӑрман пуянлӑхне упрассишӗн кӗрешмелле.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫур кӳлепи таран ҫӑрӑлчӑка путса аннӑ янавар малти урисемпе тапаҫланать.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ эс каснӑ таран, чи ҫирӗп пайне, вутта яма тивет.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ыттисем те вырӑн ҫитнӗ таран ларса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Граждан вӑрҫин ветеранӗ НКВД йӑлисене, ҫавӑн пекех ку тӗлӗшпе халӑх хывнӑ каларӑшсене аван пӗлнӗ: «НКВДна ҫӳремеҫҫӗ, унта илсе каяҫҫӗ», «Пӳрнепе НКВДна лекнӗ пулсан мӑй таран ҫыпӑҫса ларӑн», «Ҫӗпӗре хӑй ирӗкӗпе ҫӳремеҫҫӗ» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех