Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахран сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмахран (тĕпĕ: сӑмахран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, малта кӑтартнӑ пример тӑрӑх, вӗсем ман тӑшман ман ӗнене мӗнле майпа туртса илме пултарни ҫинчен ыйтса пӗлес вырӑнне урӑххисем ҫинчен: ман ӗне хӗрлӗ е хура тӗслӗ пулни ҫинчен, унӑн мӑйракисем кӗске е вӑрӑм пулни ҫинчен, ӑна килте е кӗтӳре суни ҫинчен, вӑл мӗнле чирсемпе чирленисем тата нумай ыттисем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр тавлашма юратаҫҫӗ.

Так, в приведенном мной примере они и не спросят, какое право имеет мой противник на мою корову, но будут без конца толковать о том: рыжая ли корова или черная; длинные у нее рога или короткие; дома ли ее доят или на пастбище; каким болезням она подвержена, и прочее, и прочее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла, сӑмахран, кӳршӗ ман ӗнене килӗштерет пулсан, вӑл вара, закон тӑрӑх ман ӗнене туртса илме пултарнине ҫирӗплетсе пама, адвокат тытать.

Так, например, если соседу понравилась моя корова, то он нанимает адвоката с целью доказать, что по закону он имеет право отнять у меня корову.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрлӗ япаласем тӗлӗшӗпе пулакан тавлашусем пирки, сӑмахран, — ӳт-тир ҫӑкӑр пулма, е ҫӑкӑр ӳт-тир пулма пултарать-и, мӗн авантарах: патак таткине чуптуни е ҫав патак таткине ҫунакан вутта пӑрахни, ҫыннӑн ҫири тумтирӗ мӗнле: хура, шурӑ, хӗрлӗ е тата кӑвак тӗслӗ пулмалла-и, — ҫак ыйтусем пирки пулнӑ тавлашусем тӗлӗшӗпе нумай миллион ҫын пӗтнӗ.

Споры о том, является ли тело хлебом или хлеб телом; что лучше: целовать кусок дерева или бросать его в огонь; какого цвета должна быть верхняя одежда: черного, белого, красного или серого, и так далее, — стоили многих миллионов человеческих жизней.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, акӑ, лимонад.

Взять, к примеру, лимонад.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӑмахран, ҫук ҫынсене усракан приютра пурӑнакансен те.

Были ещё и бедняки из приюта для бедных.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӑмахран, кашкӑрсем ҫинчен.

Вот, к примеру, о волках.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапах та кунта ҫакнашкал кӗтмен инкек те пулма пултарать: сӑмахран, каснӑ ӗнсесене пӗр-пӗрин пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ чухне ухмах ҫын ӗнсине ӑслӑ ҫын пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса лартсан, эпир ӑслӑ ҫыннине те ухмахлатма пултаратпӑр.

Правда, тут возникает опасение, что, приставляя мозги глупого человека к мозгам умного, мы рискуем сделать глупцом и этого последнего.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, ӑна пурнӑҫлани законсем йышӑннӑ чухне сенаторсене пурне те пӗр кӑмӑллӑ пулма, пренисене кӗскетме, хальхи вӑхӑтра пӗрре те калаҫман сенаторсене калаҫтаракан тума, ҫав хушӑрах ытлашши сӳпӗлтетме юратакан сенаторсене сахалтарах калаҫтаракан тума, ҫамрӑк сенаторсем часах хӗрсе каяссине чарса лартма, ватӑ сенаторсен кутӑнлӑхне пӗтерме, сахал ӑслисене ӑслӑлатма, ытлашши ҫивӗч ӑслисене пӳлсе лартма май паратчӗ.

внести единодушие, сократить прения, открыть несколько ртов, теперь закрытых, и закрыть гораздо большее число открытых, обуздать пыл молодости и смягчить черствость старости, расшевелить тупых и охладить горячих.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, цивилизациллӗ пур халӑхсен те чашӑк-тирӗксемпе сӗтел-пукансем пӗрпекрехех пулаҫҫӗ.

У всех цивилизованных наций мебель и домашняя утварь более или менее одинаковы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, хальхи вӑхӑтра вӗсем вырӑнтан тапранман икӗ ҫӗр пин сӑлтӑр каталогне тунӑ пулсан, пирӗн ҫӑлтӑрсен чи пысӑк каталогӗнче те вӗсеннинчен виҫӗ хут каярах ӳкернӗ-ха.

Так, ими составлен каталог двухсот тысяч неподвижных звезд, между тем как самый обширный из наших каталогов содержит не более одной трети этого числа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, хӗрарӑм е мӗнле те пулин выльӑх илемлӗхне кӑтартса парас пулсан, вӗсем яланах геометри терминӗсемпе: ромбпа, ҫаврашкапа, параллелогрампа, эллипспа е музыкӑри танлаштарусемпе усӑ кураҫҫӗ.

Желая, например, похвалить красоту женщины или какого-нибудь животного, они непременно воспользуются геометрическими терминами: ромб, окружность, параллелограмм, эллипс, или же заимствуют сравнения из музыки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, шӑши тытмалли хатӗрпе ҫакӑн пек истори пулса тухсан, е пальт валли хатӗрленӗ чуста, икерчӗ валли хатӗрленӗ вӗтетнӗ ҫӗрулми тӑкӑнса кайсан…

Вот, например, когда случается такая история, как с мышеловкой, или с тестом для пальтов, или с тёртой картошкой…

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӑмахран, король библиотеки ку ҫӗршывра чи пысӑк библиотека шутланать, анчах унта кӗнеке пин томран ытла мар; кӗнекисене ҫӗр ҫирӗм фут тӑршшӗ галлерейӑна вырнаҫтарса хунӑ, мана ҫав библиотекӑри кӗнекесемпе хам пӗлнӗ пек усӑ курма ирӗк пачӗҫ.

Так, например, королевская библиотека, самая большая во всей стране, насчитывает не более тысячи томов, помещенных в галерее длиной в сто двадцать футов. Мне было разрешено свободно пользоваться книгами из этой библиотеки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пушӑ вӑхӑт пур чухне Альфред ӑна тем ӗҫӗ тума та вӗрентет, сӑмахран, лаша кӳлме, йывӑҫран тӗрлӗ фигурӑсем касса кӑларма, табак чӑмлама — ку усӑллӑ ӗҫех мар ӗнтӗ, табак чӑмлама Эмиль юратсах та каймасть, пӗрре тутанса пӑхрӗ кӑна.

И когда Альфред бывал свободен, он учил Эмиля всевозможным вещам, например, запрягать лошадь, или вырезать из дерева разные фигурки, или жевать табак — это, правда, было не очень-то полезное занятие, да Эмиль этому и не научился, только разок попробовал, но всё же попробовал.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӑмахран, вӗсенчен пӗринче Эмиль амӑшӗ кӑлпасси тӗтӗмлесе пӗҫерет, тепринче Лина кӗпе-йӗм ҫӑвать.

Была, например, коптильня, где мама Эмиля коптила колбасы, и прачечная, где Лина стирала бельё.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӑмахран, пӗр тӑватӑ кронӑлӑх.

Так кроны за четыре, а?

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӑмахран, вӗсем Марианнелунда кайсан киле юлакан пӗчӗк Ида валли кучченеҫ.

Например, гостинец маленькой Иде, которая останется дома, когда они поедут в Марианнелунд.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӑмахран, Эмилӗн, «Мана кепка парӑр!» тесе каламалла.

Вот, к примеру, надо Эмилю сказать: «Дайте мне кепку!»

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сӑмахран, канат ҫинче ташлама ҫивӗч ҫынсене е патак урлӑ сикме, е патак айӗн тухма лайӑх пултаракан ҫынсене патшалӑхри пысӑк вырӑнсене лартаҫҫӗ; ку йӑлана чи малтан халӗ патшара ларакан император аслашшӗ туса янӑ.

Так, например, позорный, обычай назначать на высшие государственные должности самых ловких плясунов на канате или давать знаки отличия тем, кто особенно ловко перепрыгнет через палку или проползет под нею, — этот обычай впервые введен дедом ныне царствующего императора.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмахран, пӗррехинче эпӗ повар шӑнаран пысӑк мар тӑрин тӗкне епле ҫӑлса ларнине куртӑм, тепрехинче ҫамрӑк хӗр пурҫӑн ҫиппине ман куҫа курӑнман йӗп ҫӑртине тирнине куртӑм.

Мне большое удовольствие доставляло наблюдать повара, ощипывавшего жаворонка величиной не больше нашей мухи, и девушку, вдевавшую шелковинку в ушко невидимой иголки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех