Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вунӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вунӑ (тĕпĕ: вунӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Николаевичпа Виктӑр пӗр-пӗринчен вунӑ утӑмра лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хусана кайса килме вӑл киле вунӑ тенкӗ укҫа та янӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марине кинемейӗн килӗнче ӗҫ кунран-кунах хушӑнса пынӑ: пахчине хурал тӑрасси те, чиепе хӑмла ҫырлине татса сутасси те, тӑкӑннӑ улмана пуҫтарса пасара илсе каясси те ҫитмӗл виҫӗ ҫулхи карчӑкпа вунӑ ҫулхи мӑнукӗшӗн ытлашши йывӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакӑ кунах Ухилле мучи килӗнчен вунӑ юналут тухса карӗҫ.

В тот же день со двора деда Ухилле тронулись в путь десять всадников.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Вырӑссене икӗ тил, пӗр юпах тиха парсан тин Микур хивне вунӑ тап-таса хут татӑкӗ чиксе кантуртан туххӑрӗ.

Бумаги были готовы после того лишь, как русским поднесли две лисьи шкуры и жеребенка-стригунка. Мигур получил документы и, заткнув их за пазуху, вышел из конторы.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Ҫавӑнпа Укҫине аппа вӑтам ывӑлӗпе пӗрле ирех чиркӗве тухса кайнӑ, унӑн сывлӑхӗшӗн молебен тутарнӑ, просвир кастарнӑ; вунӑ пуслӑх ҫурта та илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Витри — вунӑ пус! — вӗтӗ улмана виҫе-виҫе сутнӑҫем янӑрать Кольӑн уҫӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Упӑшки чахоткӑпа вилнӗренпе вунӑ ҫул та иртнӗ ӗнтӗ: тепӗр хут качча тухман, киле те кӳртмен Наҫтаҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Панӑ чухне илмерӗ, ҫичшер процент вунӑ ҫул хушши илсе пурӑнчӗ — халь суда пама шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Александр Павлович, эсир Никифор Охотниковпа пӗрле ҫырса, Кушникова Ҫӗпӗртен илсе килме пултарнӑччӗ вунӑ ҫул кая.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Валеҫ картна! — терӗ те вунӑ тенкӗлӗх ылтӑн укҫа кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виҫӗ лавран вунӑ лава та ҫитрӗҫ хӑмла шӑналӑкӗсем: тӑванӗсем кӑна мар, юнашарти ялсенчен те турттарса пыра пуҫларӗҫ Кутемере хӑмла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑп тепӗр вунӑ уйӑхран, кӗркунне, уйри тырпула пуҫтарса пӗтерсен, хресченсем Сӗмӗл ялӗнче пушшех нумаййӑн пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вунӑ ҫул кая ҫав лаша (ун чухне ӑйӑр пулнӑскер) ҫӗр пӑт тырӑ тиенӗ лава вырӑнтан тапратнӑ, тет.

Чай, десять лет прошло, как он еще молодым жеребцом стопудовый воз с зерном с места стронул.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл пуҫне тӗлӗнмеллерех тытать, — ӑна хускатни мӑйне ыраттарать тейӗн; чулпа ҫапса сусӑрлатнине саплаштармашкӑн вилнӗскер панӑ вунӑ фунта хӗр хӗрӳллӗн тав туса аса илет, халӗ те ав плита ҫине хир чечек ҫыххине хучӗ.

Она странно держала голову, как будто движение головой причиняло боль в шее, и положила к плите полевые цветы, помня с горячей благодарностью те десять фунтов, которые получила она от умершей в возмещение удара камнем.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Апатланмӑша тепӗр хут тухсан, Детрейӑн вунӑ минут кая юлнӑ хуравне илтсен: «Ку тӗрӗсех: хӗвел ансан самаях сулхӑнлатать», — хӗрарӑм шутсӑр хытӑ тӗлӗнчӗ:

Хозяйка была поражена, когда, опять зайдя в столовую, услышала его, запоздавший минут на десять, ответ: — Это верно: после заката солнца делается свежо.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ хам сив чирпе вунӑ ҫул нушаланнӑ.

Я сам десять лет страдал лихорадкой.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси кулманнине, ҫур сехетлӗх питӗ хӑвӑрт кайнӑшӑн татӑклӑнах вунӑ фунт сӗннине кура шофер сумлӑн кӑсӑкланчӗ: ҫул — ӑҫталла?

Так как Джесси не улыбалась, а категорически предложила десять фунтов за полчаса быстрой езды, он почтительно осведомился, куда ехать.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Каҫхине вунӑ сехетре Джесси, хӑнасем кайнӑ хыҫҫӑнах ҫывӑрма выртнӑскер, канӑҫсӑррӑн тата тӳрех вӑранса кайрӗ.

В десять часов вечера Джесси, спавшая все время после ухода гостей, проснулась беспокойно и сразу.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вунӑ метр тӑршшӗ ҫак лапам хуҫӑлнӑ туратсем чике-чике шӑтарса, вӗсемпе ҫыхӑнса-чӑлханса тулнӑ тӳшек евӗр; ун тӑрӑх ҫӗрӗк йывӑҫпа хутӑшса лапчӑннӑ утӑ ҫинчи пек ҫӳреме пулать.

Образовали зыблящуюся, пронизанную остриями обломанных сучьев площадку длиной метров десять, по которой ходить было так же удобно, как по сену, перемешанному с дровами.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех