Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каялла сăмах пирĕн базăра пур.
Каялла (тĕпĕ: каялла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллине пушӑ витре тытрӗ те Кузнецовсен еннелле утма тӑнӑччӗ, анчах та хирӗҫ килекен Ахванеҫ мучие курсан каялла ҫаврӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӑна курни ним лайӑххине те пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Виҫӗ ҫул каялла тӑлӑх хӗрӗн асламӑшӗн хапхине тикӗтпе сӗрсе пӗтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсем те илтрӗҫ пулас, каялла чакма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ вӗсене хирӗҫ сиксе илчӗ — ушкӑн тӑп чарӑнчӗ, анчах каялла чакмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсем те каялла чакса пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешӗ нӑшкӑшса илчӗ те каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсен ушкӑнӗ тӳрех каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрсем нӑйӑлтатса илчӗҫ те каялла чакрӗҫ, анчах та темиҫе утӑм тусанах каллех ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаврӑнчӗ те каялла пӑха-пӑха утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр чӑмакка пилӗк метртан инҫе вӗҫмерӗ те — ҫӑткӑн чӗрчунсем ик-виҫ утӑм каялла чакрӗҫ те каллех ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫӗсене шӑлса илчӗ, куҫ харшисем ҫинчен ҫӳхе пӑр катӑлса ӳкрӗ, хӑвӑрт каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӗтмен ӳкерчӗк курнипе сасартӑк ахлатса илчӗ: ялтан такам хыҫлӑ ҫунапа тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑмраллӑсем ҫапла ӗҫ кӑлараймасӑрах каялла тимӗрҫӗсӗр таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Итле-ха, Матвеич, манӑн хамӑн тимӗрҫе епле каялла илсе кайма пулать-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сухаллӑ ҫулпуҫ ертсе пыракан йӑрӑм-ярӑм халатсем тӑхӑннӑ туркменсен ушкӑнӗ, пиҫиххийӗсенчен кӗске хӗҫ ҫакса янӑскерсем, шӑппӑн ҫеҫ, хурахла, Подоприхин тӑракан взвод ҫӗр каҫакан сарая кӗрсе кайрӗ те тем вӑхӑтран каялла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эрне каялла кӑна-ха облаҫа ҫемйипе (тахҫанах арӑмсӑр тӑрса юлнӑскер, амӑшӗпе Крахвинепе пурӑнатчӗ) яланлӑха сывпуллашса тухса кайрӗ — арестлӗҫ е персе те пӑрахӗҫ тесе шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтака каякансем Ҫилевӗр тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле унӑн йӗкелӗсене чиксе кайнӑ, упранӑ, вӗсем каялла сывӑ таврӑнма пулӑшасса шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваттисем каланӑ тӑрӑх, пӗр ӗмӗр каялла ӑна Ҫилевӗр ятлӑ пӑлхар лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кӑна упӑшки каялла таврӑнасса кӗтнӗ пек пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑли ҫапла — каялла таврӑнтӑр тесе ҫапла тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех