Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йытӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Йытӑ (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрттӑн ҫыртакан йытӑ вара вӑл сирӗн овчаркӑсенчен хӑрушӑрах.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йытӑ — Полканран та пысӑкрах овчарка — тинех, хӑйӗн тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланине туйса, вӗрме пӑрахрӗ, мӑнаҫлӑн та юлхавлӑн карӑнса, пӳрт айӗнчи йӑвана кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утарҫӑ кунта пӗччен мар пулас, касмӑкри йытӑ ҫав-ҫавах-ха талпӑнса хулӑн сасӑпа вӗрни витӗр вӗлле пӳртӗнче арҫынсем ӗрлешни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрманта мӗн тума кирлӗ унашкал йытӑ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех умра харӑсах икӗ йытӑ вӗрни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йытта йытӑ вилӗмӗ, тӗсси…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Картишӗнче ҫын сасси-мӗнӗ илтӗнмерӗ, касмӑкри йытӑ кӑна, урам еннелле тапса туртӑнаканскер, мӑйкӑчпа пӑвӑна-пӑвӑна хӑрӑлтатса вӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, арман хуҫин килӗнче йытӑ пуррине, кӳршин вара ҫуккине пӗлекен пур ушкӑнра.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫурӑмран та, кӑкӑртан та пӑшал кӗпҫипе тӗкрӗҫ те: «Ӑҫта кайрӑн, Орлов патне-и? Кала, вара каҫаратпӑр. Каламасан, ҫакӑнтах йытӑ вилӗмӗпе вилсе юлӑн», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте йӗркеллех иртетчӗ-и те, ухмах йытӑ таркӑнсене каллех вӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсир кунта ларас-тӑк, ман йытӑ вӗрме чарӑнмӗ, хамӑра та тӑнран кӑларӗ, кӳршӗсене те пӑлхатӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Улпут майри йытӑ мар, чупса ҫӳрес ҫук, ҫавӑнпа леш хӗрарӑмсем, карта патне ҫаплах ҫитейменскерсем, вӗсене курса ӗлкӗреймерӗҫ, анчах халӗ тата, ютсене сиссе, хресчен анчӑкӗ ҫинҫе сассипе каҫса кайсах левле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак самантра помещик ҫурчӗ енчен хӗрарӑмсем кула-кула калаҫни, йытӑ сассисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпир чӑн-чӑн йытӑ пулса тӑтӑмӑр, — чыхӑнса кайсах сӳпӗлтетрӗ Блемер.

— Превратились мы в настоящих собак, — захлебывался Блемер.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫулташӗн куллине асӑрхаса йытӑ пит-куҫне хаваслӑн пӗркелентерчӗ, хӳрине выляткаларӗ те малалла ҫӑмӑллӑн чупса кайрӗ, анчах нимӗн те пулманла сасартӑк ҫул ҫине ларчӗ, ӗмӗрхи тӑшманӗ ҫыртса амантнӑ хӑлхине урипе ӗҫлӗхлӗн хыҫкала-хыҫкала каялла лӗпӗстетрӗ.

Заметив улыбку спутницы, собака весело сморщилась, вильнула хвостом и ровно побежала вперед, но вдруг безучастно села, деловито выскребла лапой ухо, укушенное своим вечным врагом, и побежала обратно.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӑна пӗр каварлӑ куҫӗсенчен пӑхнӑ май чӗнмесӗр тӑмашкӑн вӑрттӑн сӑлтавсем пулмасан ҫак йытӑ калаҫма пултарасса Ассоль ним иккӗленӳсӗр ӗненет.

Ассоль, посматривая в ее сообщительные глаза, была твердо уверена, что собака могла бы заговорить, не будь у нее тайных причин молчать.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ассоле палласа илсен нӑйкӑша-нӑйкӑша, кӳлепипе авкаланса-хуҫкаланса, «эпӗ» тата «эсӗ» тенешкел ӑнланмалла япалапа шӑппӑн килӗшсе йытӑ юнашар лӗпӗстетсе пычӗ.

Собака, узнав Ассоль, повизгивая и жеманно виляя туловищем, пошла рядом, молча соглашаясь с девушкой в чем-то понятном, как «я» и «ты».

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫул вӗҫленнӗ тӗлти палӑри-палӑрми сукмак ҫине тухсан Ассоль ури айне халь-халь калаҫма пуҫлас куҫлӑ, шурӑ кӑкӑрлӑ ҫӑмламас хура йытӑ ачашшӑн пӑлтӑртатса кӗчӗ.

Там, где дорога кончилась, переходя в глухую тропу, у ног Ассоль мягко завертелась пушистая черная собака с белой грудью и говорящим напряжением глаз.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй такамсем ятлаҫнине, йытӑ вӗрнине илтет.

Грэй слышал перебранку и лай.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ҫак самантран йытӑ ҫуринчен капитан калӑплама пикенетпӗр.

Начинается отделка щенка под капитана.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех