Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралнӑ (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуралассах ҫавӑн пек ҫуралнӑ ӗнтӗ.

Все при ней, такой уж уродилась.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ҫуралассах ҫапла ҫуралнӑ.

— Он таким уродился.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑк упӑшка, ачасӑрах ӗмӗр иртрӗ пуль тесе пурӑннӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ывӑлпа хӗр — тата мӗн кирлӗ ватӑлас енне сулӑннӑ хӗрарӑма?

Уже не мечтавшая о материнском счастье и тем более о молодом муже женщина была на седьмом небе от счастья.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Миҫе ҫул хушши ӗнтӗ Янтул хӑй ҫуралнӑ яла шыраса тупма ӗмӗтленсе пурӑнатчӗ.

Вот уже много лет Яндул живет с надеждой отыскать свою родину.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Хам ҫуралнӑ яла кайма-и?

— Чтобы уехать в родную деревню?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑн-чӑн эпӗ ҫав хушӑра таҫта ирӗкре ҫӳрет, ҫуралнӑ кӗтесӗме шырать.

А в то же время другой — настоящий — как ветер вольный носится, ищет свой родимый край.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку турнир яланах пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен футболӑн пулас ҫӑлтӑрӗсем ҫакӑнтан ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Ҫак маршрута ахальтен мар суйланӑ, ӑна Сыктывдин районӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ ялӗсенче ҫуралнӑ паллӑ ентешсене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха тӗллев — астӑвӑма упрасси // Н.Медведева. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0%b ... %81%d0%b8/

Апла пулин те унӑн официаллӑ ҫуралнӑ кунӗ 1987 ҫул пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Кил ӑшшин управҫи Елена Николаевна ҫак ялтах 1960 ҫулта ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Анатолий Александрович Албутов Йӑлмахва ялӗнче 1954 ҫулта ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Александра Васильевна Лебедева Йӑлмахвари Ольгӑпа Василий Смирновсен ҫемйинче 1933 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Таҫта унта ҫуралнӑ кӗтес пулма кирлӗ, ашшӗпе амӑш тӑпри.

А где-то там, позади, остались родимый уголок, могилы отца, матери.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр йӗкӗр ҫул ҫуралнӑ теме Мариҫ тупӑкне кил хушши алӑкӗнчен мар, пӗр сыпӑ хӳме сӳтсе кӑларчӗҫ.

Поскольку девушка родилась в високосном году, гроб с ее телом вынесли не из ворот, а через разобранный проем в заборе.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуралнӑ ялӗнче «Хусан тутарри» тӳресен аллине ҫакланать те ҫул ҫинче хуралҫине Сӑр шывне тӗксе ярса Атӑл ҫине тарса ӳкет.

В родной деревне «казанский татарин» попадает в руки властей, но по дороге в контору ему удается столкнуть конвоира в Суру, и он бежит на Волгу.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вун иккӗре чухнех авланнӑскерӗн, хӑй ҫирӗм пӗррене те арӑмӗ хӗрӗхе кайсан унӑн ывӑл ача ҫуралнӑ.

Женили его рано — в двенадцать лет; на двадцать первом году (а жене в ту пору было уже сорок) родился у не го сын.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн тӑвас тетӗн эсӗ, ҫуралнӑ кӗтес-ҫке-ха.

Что поделаешь, ведь это уголок, где ты родился.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуралнӑ, ӳснӗ, ҫемьеллӗ пулнӑ, ӗмӗтленнӗ, анчах хӑйне ҫыхса лартнӑ курӑнман сӑнчӑра ниепле те татайман.

Родился, вырос, обзавелся семьей, мечтал, а вот разорвать невидимые путы, связывавшие его по рукам и ногам, так и не сумел.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ультӳҫ инке кӳренмен: пурнӑҫ сакки хӑй ҫапла сарӑннӑ: пӗрисем пурӑннӑ, ватӑлнӑ, вилсе кайнӑ, вӗсен вырӑнне ҫӗннисем ҫуралнӑ

Но тетушка Ульдусь не обижалась на судьбу: на то она и жизнь, чтоб расставлять все по-своему: старились и умирали одни, их место занимали вновь народившиеся…

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫчен те айванрах, тӳр кӑмӑллӑ Михапар урӑх хӗре качча илнӗ пулсан арӑмӗ те кун пек ҫывӑх пулман пулӗччӗ, унран ҫуралнӑ ачисем те хальхи хӑйӗн ачисем мар, урӑххисем пулнӑ пулӗччӗҫ тесе шухӑшлать.

А женись он на другой, и дети были бы другие, не те, что сейчас… так рассуждает наивный работяга Мигабар, искренне веря в свои мысли.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех