Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантрах темиҫе салтак Кӗлсулттан кинемее чупса пырса ҫатӑрласа ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑхӑт сая ярса тӑрам мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуҫи хыҫҫӑн тимӗр-кӑвак ут малалла ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, учӗ ҫинчен сиксе анни, мӑйне ярса илнӗ алӑсене вӗҫертме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аманнӑскер ӑна шӑлӗпе каплаттарса ярса тытрӗ те чӑтлӑхалла кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Касӑхнӑ аллипе Савантер ун запасне васкаса ярса тытрӗ те ҫие пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пахчари хӗрпе каччӑ хӗвеле хирӗҫ, юрӑ юрлакансем еннелле, темиҫе утӑм ярса пусрӗҫ те чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ хӗвел те тухрӗ, — хӗре аллинчен ярса илчӗ Алюнов.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫула тухсанах, хамӑр яла усал майра-патшан ҫарпуҫӗсем ярса илнине, пӑлхавҫӑсен ялӗ тесе тискеррӗн ҫӗмӗрсе-ҫунтарма тытӑннине илтрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӑна урӑх калаҫма памарӗҫ, пиллӗкӗн-улттӑн ярса тытрӗҫ те юман айне сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрӑ сӑмахӗсене пурте ярса илчӗҫ: ваттисем те, ача-пӑча та:

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Государе ярса тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ӑна ҫирӗпрех чӑмӑртаса тытрӗ те упа еннелле ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем курӑнми пулсан, ватӑ ҫын хуллен каялла ҫаврӑнчӗ те килнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Стенькке ятлӑ маттур утаман ҫинчен Укаслӑва аслашшӗ те юмахсем ярса паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗллехи хаяр сивӗ кунсенче Пайтула ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑваттӑмӗш кунне вара, тӑшмана сапаласа ярса, Хырла урлӑ каҫрӑмӑр та тӑшмантан татӑлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗрӗлле чикес! — ярса илчӗҫ ку сӑмаха чылайӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем тискеррӗн, выҫ кашкӑрсем пек, кӑшкӑра-кӑшкӑра, вӗсене иккӗшне те пӗҫҫи-каҫҫинчен ярса тытрӗҫ те пӗр самантра татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен хайхискер чӑтаймарӗ, хӑйпе юнашар пыракан пыльчӑкланса пӗтнӗ ватӑ чӑваш умне ӳкрӗ те, ун ҫӑпаталлӑ урине ярса тытса, тытӑнчӑклӑн тархаслама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех